Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Вӗсем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана халӑха, пурте хӗсӗрлекен халӑха, хӗрхенме, йӗркесӗр ҫынсем ирсӗрлесе хӑварнӑ Турӑ Ҫуртне хӳтӗлеме тархасланӑ; 3. аркатса тӑкнӑ, ҫӗрпе танлашас вӗҫнех ҫитнӗ хулана каҫарма, Хӑйне чӗнсе кӑшкӑракан юн сассине илтме, 4. айӑпсӑр кӑкӑр ачисене тискеррӗн вӗлернине тата Хӑйӗн ятне хурланине аса илме, Хӑйӗн ҫиллине усал ҫынсем ҫине яма тархасланӑ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫавӑн пек ҫар иртсе пынине курма тухнӑ ҫынсене пурне те вӗлернӗ, хулана ҫарпа кӗрсе кайса, нумай ҫынна вӗлерсе хӑварнӑ.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫав хушӑрах халӑха хӗсӗрлеме вӑл сыхлавҫӑсем лартса хӑварнӑ: Иерусалимра — Фриги ҫӗршывӗнче ҫуралнӑ Филипа, кӑмӑлӗпе хӑйне лартнӑ ҫынран та тискертерех этеме, 23. Гаризинра вара — Андроника, унпа пӗрле тата хӑйӗн усаллӑхӗпе пуринчен те ирттернӗ, Иудея ҫыннисене тӑшманла курайман Менелая хӑварнӑ.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Менелай ҫапла, мула хапсӑнакан пуҫлӑхсем пулӑшнипе, влаҫа хӑй аллинче сыхласа хӑварнӑ, усалланнӑҫемӗн усалланса пынӑ, Иерусалимӑн хаяр тӑшманӗ пулса тӑнӑ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫавӑнпа патша унти ӗҫ-пуҫа йӗркелесе яма тесе васкасах тухса кайнӑ, хӑй вырӑнне хисеплӗ улпутсенчен пӗрне, Андроника, хӑварнӑ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Менелай хӑй вырӑнне аслӑ священник пулма хӑйӗн тӑванне Лисимаха хӑварнӑ, Сострат вара Кипр ҫыннисен пуҫлӑхӗ пулма Кратита хӑварнӑ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Илиодорпа ҫапла пулса иртнӗ, Турӑ Ҫурчӗн управӑшне ҫапла ҫӑлса хӑварнӑ.40. Вот что произошло с Илиодором, и так спасена сокровищница храма.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Турӑ вӑйӗ ӑна калаҫайми туса, ҫӑлӑнас шанчӑксӑр тӑратса хӑварнӑ.29. Божественною силою он повергнут был безгласным и лишенным всякой надежды и спасения.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вӑл кӑрал тытнӑ ҫынсемпеле мул управӑшне кӗрсессӗн, аттемӗрсен Ҫӳлхуҫи, пур вӑя та Тытса Тӑракан, хӑватлӑ паллӑ кӑтартнӑ, Илиодорпа пӗрле кӗме хӑйнисем Турӑ хӑватӗнчен хӑранипе хавшанса сехӗрленсех ӳкнӗ: 25. вӗсене ӗнтӗ хӑрушӑ юланутҫӑ утланнӑ урхамах, илемлӗ вителӗкпе витнӗскер, курӑннӑ: вирхӗнсе пырса, вӑл Илиодора малти чӗрнипе амантса хӑварнӑ, ун ҫинче ларса пыраканни вара ылтӑн кӑрал тытнӑ пек курӑннӑ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унта ҫитсессӗн, Иеремия ту хушӑкӗнче пурӑнма юрӑхлӑ вырӑн тупнӑ та кӗлӗ чатӑрӗпе саккун арчине тата ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли парне вырӑнне ҫавӑнта илсе кӗнӗ, кӗрсе-тухса ҫӳремелли шӑтӑкне хупласа хӑварнӑ.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫакӑн ҫинчен хыпар сарӑлсассӑн, куҫарса килнӗ священниксем пытарса хӑварнӑ вут-ҫулӑм вырӑнӗнче шыв пулса тӑни ҫинчен, Неемийӑпа унӑн ҫыннисем ҫав шывпалан парнесене тасалӑх тивлечӗ кӳни ҫинчен перссен патшине пӗлтерсессӗн, 34. ӗҫе тӗпчесе пӗлнӗ хыҫҫӑн патша ҫак вырӑн пирки «ку сӑваплӑ вырӑн» тесе ун тавра карта тытма хушнӑ.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Пирӗн аттемӗрсене Персие илсе кайсассӑн, таса пурӑнакан священниксем парне вырӑнӗ ҫинчен вӑрттӑннӑн вут-ҫулӑм илнӗ те шыв типнӗ пусӑ тӗпне пытарнӑ, ӑна унта шанчӑклӑн упраса хӑварнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫав вырӑна никам та пӗлмен.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара Симон хӑйӗн икӗ аслӑ ывӑлне, Иудӑпа Иоана, чӗнсе илнӗ те вӗсене ҫапла каланӑ: эпӗ хам та, манӑн тӑванӑмсем те, манӑн аттемӗн килӗ те мӗн ҫамрӑкран паянхи кунчченех Израиль тӑшманӗсене хирӗҫ вӑрҫнӑ, хамӑр алӑпа Израиль халӑхне нумай хутчен ӑнӑҫлӑн ҫӑлса хӑварнӑ.
1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Патша вара, Кендевее тинӗс хӗрринчи ҫӗршывӑн ҫарпуҫӗ туса, ӑна ҫуран ҫарпа утлӑ ҫар панӑ, 39. ӑна Иудейӑна хирӗҫ вӑрҫӑпа кайма, Кедрон хули туса лартса ун хапхисене тӗреклетме хушнӑ, унтан Иудея халӑхӗпе мӗнле вӑрҫмаллине вӗрентсе хӑварнӑ та хӑй Трифон хыҫҫӑн хӑваласа кайнӑ.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вара Симон патне хӑйӗн пӗр тусне Афиновие унпа калаҫса илсе ҫапла калама хушса янӑ: «эсир манӑн патшалӑхӑмӑн хулисене Иоппипе Газарӑна тата Иерусалим керемне хӑвӑр аллӑрта тытса тӑратӑр; 29. эсир вӗсен таврашӗнче йӑлт ҫаратса хӑварнӑ, ҫӗре пӗтӗмпе тустарса тухнӑ, манӑн патшалӑхӑмри нумай вырӑна ярса илнӗ.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Ионафан ӑна ӗненсе вӑл каланӑ пек тунӑ: ҫарӗсене каялла янӑ, вӗсем вара Иудея ҫӗрне таврӑннӑ, 47. хӑй патне виҫӗ пин ҫын хӑварнӑ, вӗсенчен икӗ пинӗшне Галилейӑна хӑварса, хӑйпе пӗрле пӗр пинне анчах илсе кайнӑ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Симон та тапранса тухнӑ та Аскалон хулипе ун таврашӗнчи керемсем патнех ҫитнӗ, унтан Иоппи ҫине кайса ӑна хӑй аллине илнӗ, 34. мӗншӗн тесессӗн вӑл [Иоппи ҫыннисем] кереме Димитрий ҫарне парасшӑн тенине илтнӗ пулнӑ — ӗнтӗ хулана сыхлама унта хурал тӑратса хӑварнӑ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Тӑшмансем Ионафан хӑйӗн ҫарӗпе ҫапӑҫӑва хатӗрленсе тӑнине илтнӗ те хӑраса ӳкнӗ, вӗсен сехри хӑпсах тухнӑ, вара хӑйсен тапӑрне кӑвайт чӗртсе хӑварнӑ та пӑрахса кайнӑ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
68. Унта ӑна ют халӑхсен ҫарӗ хирӗҫ пулнӑ; вӗсем Ионафан ҫарӗ хыҫне тусем хушшине сисмен хушӑран тухса тапӑнма ҫар тӑратса хӑварнӑ, хӑйсем тепӗр енчен хирӗҫ пынӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Вара патша иудейсене хӑйне пулӑшма чӗннӗ, лешӗсем пурте ҫийӗнчех ун патне пухӑннӑ, хула ҫыннисем ӗнтӗ чӑл-пар саланнӑ, вӗсене ҫав кун ҫӗр пине яхӑн вӗлерсе тухнӑ; 48. хулине вут тӗртсе ҫунтарса янӑ, ҫав кун темӗн чухлӗ тупӑш пуҫтарса илнӗ, патшана ҫӑлса хӑварнӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.