Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пичӗ (тĕпĕ: пит) more information about the word form can be found here.
Хӑй пӗлекен ура сассисем тӳплетнине илтсен, вӑл пуҫне ҫавӑрчӗ, хӑйӗн пичӗ ҫине тахҫанах йӗр хӑварнӑ сивлеслӗхӗпе упӑшки ҫине пӑхрӗ; унӑн куҫӗсем Прокофьевич ҫӑварне хупласа хунӑ сухалӑн сывланипе йӗпенсе кайнӑ кӑтрашкисем ҫине тата сухалпа пӗрлех мӑкланса ларнӑ: пирчек те нӳрӗ мӑйӑхӗ ҫине ӳкрӗҫ.

На туп знакомых ей шагов повернула голову, с давнишней, прижившейся на ее лице суровостью глянула на мужа, остановила взгляд на мокрых от дыханья завитках бороды, теснивших рот Прокофьевича, на слежалых, влитых в бороду влажных усах.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн тӑртаннӑ пичӗ ҫине пӑхсан, карчӑк ывӑнни тата асапланни сисӗнет.

На водянисто-пухлом лице ее виднелись усталость и боль.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Авдеич, чӗлӗмне туртса, сывлӑш ҫавӑрса илчӗ те, итлесе тӑракансен ансухланнӑ пуҫӗсем ҫине пӑхрӗ, хавхаланса кайса, хӑйӗн пичӗ тавра явӑнакан тӗтӗм пӗлӗчӗ ӑшӗнчен малалла калама тытӑнчӗ:

— Авдеич, закуривая, оглядел потупленные головы слушателей, одушевляясь, загремел из висячего облака дыма, закутавшего его лицо:

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӑнтан кайса итлекенсем малтанах ӑна ӗненнӗ, ҫӑварӗсене карса пӑрахса, мӗн каланине пурне те йышӑннӑ, кайран — Авдеич суеҫӗ иккенӗ, ун пек суеҫӗ хутор пуҫланнӑранпа та пулманни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ; унтан хӑйӗнчен куҫӑнах кулма тытӑннӑ, анчах та вӑл ниепле ӗненме ҫук тыттарса суйнине ҫынсем ҫавӑнтах сиссен те хӗрелмен (тен, хӗрелнӗ те пулӗ, анчах пичӗ яланах хӗрлӗ пулнипе палӑрман), суйма та пӑрахман.

Ошалелые слушатели сначала верили, разинув рты, принимали на совесть, а потом и открылось, что — враль Авдеич, каких хутор с основания своего не видывал; над ним смеялись в открытую, но он не краснел, уличенный в чудовищных своих измышлениях (а может, и краснел, да за всегдашним румянцем не разобрать), и врать не переставал.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл урисене сарса ярса, пуҫне хура юн лачаки ӑшне пуҫнӑ, пичӗ ҫине лачкам юнлӑ ҫӳҫ пайӑркисем усӑнса аннӑ; хӑйӗн кун-ҫулне ирттернӗ курӑнать вӑл ҫак хаваслӑ сенкер ҫӗр ҫинче…

Разводя ногами, окунал голову в черную спекшуюся кровь, кровяные сосульки волос падали на лицо; как видно, отходил свое по голубой веселой земле…

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӑвӑннипе, ҫилленнипе тата хӑранипе Митькӑн тӗлсӗр сапаланчӑк пичӗ ҫине уяр ҫанталӑкри сывлӑм нӳрӗклӗхӗ пек вӗтӗ тар пӗрчисем пӑчӑртатса тухрӗҫ.

Отчаяние, злоба, трусость выдавили на растерянном Митькином лице пот, скупой, как росная сырость в засуху.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька пичӗ ҫинче темле айӑп пурри сисӗнет, кӑмӑл тулни темӗнле пӑлхавпала пӑтрашӑнса кайнӑ…

На лице Митьки блудила виноватость, довольство скрещивалось с тревогой…

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Урлӑн-урлӑн выртакан хумсем ҫийӗн каҫа-каҫа кайса, кимӗ те вылянать: шыв тӗпӗнченех ҫӗкленнӗ кӑпӑклӑ сулхӑн сирпӗнчӗкӗсем Елизаветӑн шурса кайнӑ пичӗ ҫине пӗрхӗнеҫҫӗ, юхса анаҫҫӗ тата тутӑр айӗнчен тухса кайнӑ ҫӳҫ пайӑркисемпе куҫ тӗкӗсем тӑрӑх тумласа тӑраҫҫӗ.

Плясал, перелезая через поперечные волны, баркас, и пенистые студеные брызги поднятой с глубин воды обдавали выпитое бледностью лицо Елизаветы, стекали и висли на ресницах и прядях выбившихся из-под косынки волос.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чӳречерен шур тутӑр ҫыхнӑ Лизӑн кулакан пичӗ курӑнчӗ.

В окне показалось смеющееся лицо, повязанное белой косынкой.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл Давыдка пичӗ ҫине чалпашшӑн пӑхса илчӗ те, хӑй каланӑ сӑмахсем йӗкӗтӗн чӗрине тивнине курса, тӗлӗнсех кайрӗ.

Он искоса взглянул на лицо Давыдки и поразился произведенным впечатлением.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Михейӑн шӳреке те нӗрсӗр пичӗ сенкер-хӗрлӗ тӗспе витӗннӗ, ҫурмаран ҫурӑлса кайнӑ козырёкӗ айӗнчен тар шӑпӑртатса юхать.

Остренькое безбровое лицо Михея крылось фиолетовым румянцем, из-под треснувшего пополам козырька обильно сыпался пот.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пуринчен ытларах кун пек чухне вӑл, хӗҫ илсе, хыҫалти картана тухать те, пичӗ ҫинчи кавлев ярӑмӗсене вылянтарса, лачкам тара ӳксе, ҫӗре чике-чике лартнӑ пысӑк ҫапӑсене касма пуҫлать.

А чаще всего брал шашку, уходил на задний баз и, омываясь потом, двигая желваками скул, рубил понатыканные в землю толстые хворостины.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл хӑйӗн нихҫан та улшӑнмасӑр пыракан шӳтле сӑмахӗнчен яланах урмӑш сасӑпа ахӑлтатса кулнӑ, вӑрӑм та янрас пекех типсе ҫитнӗ пӗҫҫисем тӑрӑх аллисемпе шартлаттарса ҫапнӑ, Михейӗ Гетькӑн хырса якатнӑ пичӗ ҫине, пырӗнче вылянакан карланкӑ мӑкӑлӗ ҫине курайми пӑхса тӑнӑ, юлташне «хир тӑмани», «кӑрчанкӑ ланчашки» тесе вӑрҫса питленӗ.

Он неизменно и хрипло хохотал над постоянно повторявшейся шуткой, шлепал себя ладонями по длинным, сухим до звона голеням, а Михей ненавидяще оглядывал выбритое Гетьково лицо, кадык, трепетавший на горле, и ругал его «сычом» и «коростой».

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӳкерчӗк ҫине тинкерсе пӑхрӗ: патшан пичӗ курӑнмасть, ун ҫинчех пушӑ эрех кӗленчи ларать.

Всмотрелся в рисунок: лица государя не видно, стоит на нем опорожненная водочная бутылка.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӑс панӑ та иккен турри! — «Сӑн-питӗнчен чиперскер»… — витленӗ вӑл арӑмне, — мӗн эс, унӑн чипер пичӗ ҫине тырпул акса пухса илӗп тетӗн-им?

То-то умом Бог обнес! «С лица красивенький»… — косноязычил он. — Что, ты с его морды урожай будешь сымать, что ли?..

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья йӗпе пичӗ ҫинчен аллине илчӗ.

Аксинья оторвала от мокрого лица руки.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья пичӗ ҫинчи шӑршӑллӑ сарӑ тусана ҫаннипеле шӑлкаларӗ.

Аксинья рукавом размазала желтую пахучую пыль.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья, чавсаланса ҫӗкленсе, упӑшкин ыйхӑпала улшӑннӑ илемлӗ пичӗ ҫине нумайччен пӑхса тӑчӗ.

Аксинья, приподнявшись на локте, подолгу глядела на красивое, измененное сном лицо мужа.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑранипе хытса нӗрсӗрленсе кайнӑ пичӗ ҫинчен хура ҫаврашкаллӑ куҫсем нимӗн мӑчлатмасӑр пӑхаҫҫӗ, Степан тайкаланса илчӗ те ун ҫумӗпе иртсе кайрӗ.

С обезображенного страхом лица глядели глаза в черных кругах, не мигая, Степан качнулся и прошел мимо.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн пичӗ тӗттӗмре курӑнмасть.

В темноте не видно было его лица.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed