Шырав
Шырав ĕçĕ:
20. Хӑвӑн чуру ҫак вырӑнта кӗлтунине илтмешкӗн Санӑн куҫусем ҫак Ҫурта — Эсӗ Ху Хӑвӑн ятупа тытса тӑма пулнӑ вырӑна — кӑнтӑрла та, ҫӗрле те курса тӑринччӗҫ.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫав каҫхине ҫӗрле Соломона Турӑ курӑнса каланӑ: Манӑн мӗн парас сана, ыйт, тенӗ.7. В ту ночь явился Бог Соломону и сказал ему: проси, что Мне дать тебе.
2 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӗсем ҫӗрле те Турӑ Ҫурчӗ ҫывӑхӗнчех ҫӗр каҫнӑ, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм хурал ӗҫӗ вӗсем ҫинче пулнӑ, вӗсен кашни ирех алӑксене уҫмалла пулнӑ.
1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара хулана ярса илнӗ, ҫӗрле ҫар ҫыннисем пурте икӗ хӳме хушшинчи ҫулпа патша сачӗ ҫывӑхӗнчи хапха еннелле чупса кайнӑ; халдейсем хула тавра тӑрса тухнӑ пулнӑ, патша вара тӳремлӗх енне каякан ҫулпа тухса тарнӑ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ҫӗрле вара акӑ мӗн пулса иртнӗ: Турӑ Ангелӗ ҫитнӗ те Ассири ҫарӗн тапӑрӗнче ҫӗр сакӑрвунӑ пилӗк пин ҫынна тӗп тунӑ.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вара Иорам мӗнпур ҫар урапипе Цаир хулине кайнӑ; вӗсене идумейсем хупӑрласа илнӗ; Иорампа унӑн ҫар урапийӗсен пуҫлӑхӗсем ҫӗрле тӑнӑ та идумейсене тапӑнса ҫӑлӑнса юлнӑ; Иорам халӑхӗ вара чатӑрӗсене тарса саланнӑ.
4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кусем ҫӗрле пырса ҫитнӗ те хулана ҫавӑрса илнӗ.
4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑйӗн Моисей чури урлӑ каланӑ ырӑ сӑмахӗсенчен Унӑн пӗр сӑмахӗ те вырӑна килмесӗр юлмарӗ; 57. пирӗн аттемӗрсемпе пӗрле пулнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пирӗнпе пӗрле те пултӑрччӗ, ан пӑрахтӑрччӗ пире, пӑрахса ан кайтӑрччӗ пире, 58. пирӗн чӗресене Хӑй еннелле ҫавӑртӑрччӗ: эпир вара Унӑн ҫулӗсемпе ҫӳрер, Унӑн пирӗн аттемӗрсене панӑ ӳкӗчӗсене, йӗркисене, саккунӗсене уяса пурӑнар; 59. эпӗ [халӗ] Ҫӳлхуҫа умӗнче кӗлтуса каланӑ ҫак сӑмахсем Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑршӑн кӑнтӑрла та, ҫӗрле те кӑмӑллӑ пулччӑр, ҫапла Вӑл хӑй чуришӗн мӗн кирлине, Хӑйӗн Израиль халӑхӗшӗн мӗн кирлине кунран-кун туса тӑринччӗ, 60. вара халӑхсем пурте Ҫӳлхуҫа пӗртен-пӗр Турӑ иккенне, Ун евӗрли урӑх ҫуккине пӗлӗҫинччӗ; 61. сирӗн чӗрӗрсем пӗтӗмпех Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра пӑхӑнса тӑччӑр, ҫапла, паянхи пекех, Вӑл панӑ йӗркесемпе ҫӳремелле, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнмалла пултӑр, тенӗ Соломон.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫак Ҫурт ҫинчен Эсӗ: «Манӑн ятӑм унта пулӗ» тенӗ, апла Санӑн куҫу ӑна кӑнтӑрла та, ҫӗрле те курса тӑринччӗ; Хӑвӑн чуру ҫак вырӑнта туса тӑрас кӗлле илтсе тӑрсамччӗ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Гаваонра Соломона ҫӗрле тӗлӗкре Ҫӳлхуҫа курӑннӑ, Турӑ ҫапла каланӑ: мӗн парас сана, ыйт, тенӗ.5. В Гаваоне явился Господь Соломону во сне ночью, и сказал Бог: проси, что дать тебе.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Айя хӗрӗ Рицпа хуйхӑ тумтирӗ илнӗ те ӑна ҫавӑнта ту ҫине сарса хунӑ, ӗҫҫи пуҫламӑшӗнчен пуҫласа Турӑ шывӗ тӳперен тӑкӑнма тытӑничченех ҫавӑнта ларнӑ, вилесене кӑнтӑрла вӗҫен кайӑксенчен, ҫӗрле тискер кайӑксенчен сыхланӑ, вӗсене тӗкӗнме паман.
2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Саул ӗнтӗ хӑйӗн тумтирне хывса урӑх тумтир тӑхӑннӑ, хӑйпе пӗрле икӗ ҫын илсе ҫула тухнӑ та хӗрарӑм патне вӗсем ҫӗрле пырса ҫитнӗ.
1 Пат 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Давид Авессапа пӗрле Саул ҫыннисем патне ҫӗрле ҫитнӗ; акӑ Саул чатӑрта ҫывӑрать, сӑннине хӑй пуҫелӗкӗ ҫумне тӑрӑнтарнӑ; Авенир тата халӑх ун йӗри-тавра выртаҫҫӗ.
1 Пат 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Самуил Саула каланӑ: тӑхта, эпӗ сана Ҫӳлхуҫа мана ҫӗрле мӗн каланине калам, тенӗ.16. И сказал Самуил Саулу: подожди, я скажу тебе, что сказал мне Господь ночью.
1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Саул каланӑ: филистимсене ҫӗрле йӗрлесе кайӑпӑр, вӗсене тул ҫутӑличчен тустарӑпӑр, пӗр чӗрӗ ҫын та хӑвармӑпӑр, тенӗ.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара ҫӗрле кашнийӗ хӑйӗн аллипе хӑйӗн вӑкӑрне [е хӑйӗн сурӑхне] ҫавӑтса пынӑ та ҫавӑнта пуснӑ.И приводили все из народа, каждый своею рукою, вола своего [и свою овцу] ночью, и заколали там.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Левит, вӗлернӗ хӗрарӑмӑн упӑшки, ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ хамӑн ҫум-арӑмӑмпа Вениамин ҫӗрӗнчи Гива хулине ҫӗр каҫма кӗтӗм; 5. Гива ҫыннисем, мана тапӑнасшӑн пулса, ҫӗрле пирӗн ҫурта ҫавӑрса илчӗҫ; мана вӗлересшӗнччӗ, ҫум-арӑмӑма вара [мӑшкӑлласа] асаплантарса пӗтерчӗҫ, вӑл ҫав асапа тӳсеймесӗр вилчӗ; 6. эпӗ ӗнтӗ ун виллине касса вакларӑм та ӑна Израиль пурӑнакан пӗтӗм ҫӗре салатрӑм, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ҫак тискер те намӑссӑр ӗҫе Израильре турӗҫ; 7. ӗнтӗ эсир, Израиль ывӑлӗсем, пурсӑр та пӗрле пӑхса тухӑр та ҫак ӗҫе, татса парӑр ҫакӑнта, тенӗ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Авимелехпе унӑн пӗтӗм халӑхӗ вара ҫӗрле тӑрса тухнӑ та Сихем ҫывӑхӗнче тӑватӑ ушкӑнпа пытанса ларнӑ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вара вӑл, чее мел тупса, Авимелех патне элчӗсем ярать, вӗсене ҫапла калама хушать: акӑ Гаал, Евед ывӑлӗ, тата унӑн тӑванӗсем Сихеме килчӗҫ, акӑ халӑха сана хирӗҫ пӑлхатаҫҫӗ; 32. эсӗ ӗнтӗ хӑвӑн халӑхупа пӗрле ҫӗрле тӑрса тух та хирте пытанса лар; 33. ирхине вара, ир-ирех тӑрса, хӗвел тухнӑ чухнех, хулана тапӑн; вӑл хӑйӗн халӑхӗпе сана хирӗҫ тухӗ, эсӗ вара аллу мӗн тӑваять, вӗсене ҫавна кӑтарт тейӗр, тет.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӗрле Ҫӳлхуҫа Гедеона каланӑ: тӑр, тапӑра ан, Эпӗ ӑна сан аллуна паратӑп; 10. пӗччен кайма хӑратӑн пулсассӑн, Фура тарҫупа пӗрле кай; 11. эсӗ унта вӗсем мӗн калаҫнине илтӗн, вара аллусем тӗреклӗленӗҫ те, тапӑра кайӑн, тенӗ.
Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.