Шырав
Шырав ĕçĕ:
51. Кусем ӗнтӗ ури ҫумӗнчи тусана вӗсем еннелле силлесе хӑварнӑ та Иконие ҫул тытнӑ.51. Они же, отрясши на них прах от ног своих, пошли в Иконию.
Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Анания ятлӑ пӗр ҫын хӑйӗн арӑмӗпе Сапфирӑпа пӗрле ҫӗрне сутнӑ та, 2. арӑмне пӗлтерсех, укҫин пӗр пайне пытарса хӑварнӑ, юлашкине апостолсен ури умне пырса хунӑ.
Ап ӗҫс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл вӗсене пӗрле пуҫтарнӑ та ҫапла хушса хӑварнӑ: Иерусалимран ан кайӑр, Аттем ярса пама пулнине кӗтсе тӑрӑр; ун ҫинчен эсир Манран илтнӗ ӗнтӗ: 5. Иоанн шыва кӗртнӗ, эсир вара темиҫе кун иртсенех Таса Сывлӑшпа тӗне кӗретӗр, тенӗ.
Ап ӗҫс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Моисей пире валли ҫапла ҫырса хӑварнӑ: «камӑн та пулин авланнӑ тӑванӗ ача-пӑча курмасӑр вилсен, ҫав ҫын тӑванӗ ун арӑмне качча илтӗр, ҫапла вилнӗ тӑванӗн йӑхне тӑстӑр» тенӗ.
Лк 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Патшана ларма ирӗк илсе таврӑнсан, леш ҫынни хӑй укҫа парса хӑварнӑ тарҫисене — кам мӗн чухлӗ тупӑш тунине пӗлмешкӗн — хӑй патне чӗнтернӗ.
Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫавна хирӗҫ Иисус каланӑ: пӗр ҫын Иерусалимран Иерихона кайма тухнӑ; вӑл вӑрӑ-хурахсене тӗл пулнӑ; лешӗсем ун ҫинчен тумтирне сӳсе илнӗ, хӑйне суранлантарса пӗтерсе, вилес патнех ҫитерсе пӑрахса хӑварнӑ.
Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Иосиф вара шурӑ пир туянса, Ӑна хӗрес ҫинчен антарса пирпе чӗркенӗ те чул тӑва касса кӗрсе тунӑ тупӑклӑха хунӑ; тупӑклӑх анине чулпа хупласа хӑварнӑ.
Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ку вӑл — ҫула кайнӑ чухне хӑйӗн кил-ҫуртне тарҫисене шанса хӑварнӑ, вӗсене кашнине ӗҫ хушса тата хапха хуралҫине сыхӑ тӑма каласа хӑварнӑ ҫын тунӑ евӗрлӗ.
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Моисей пире валли ҫапла ҫырса хӑварнӑ: «камӑн та пулин тӑванӗ ача-пӑча курмасӑр вилсен, ҫав ҫын тӑванӗ ун арӑмне качча илтӗр, ҫапла вилнӗ тӑванӗн йӑхне тӑстӑр» тенӗ.
Мк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Унтан вӗсене ытарӑшсем калама пуҫланӑ: пӗр ҫын иҫӗм ҫырли пахчи лартнӑ та ӑна йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ, унта юхтаркӑч чавса тунӑ, пашне туса лартнӑ, унтан ӑна пахчаҫӑсене парса хӑварнӑ та хӑй тухса кайнӑ.
Мк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
66. Вӗсем вара кайнӑ та, тупӑклӑх умне хурал тӑратса, чулӗ ҫине пичет пуссах хӑварнӑ.66. Они пошли и поставили у гроба стражу, и приложили к камню печать.
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пилат вара Иисус ӳтне пама хушнӑ; 59. Иосиф ӗнтӗ Иисус ӳтне илсе таса пирпе чӗркенӗ те 60. ӑна чул тӑва касса кӗрсе тунӑ хӑйӗн ҫӗнӗ тупӑклӑхне хунӑ; тупӑклӑха кӗмелли шӑтӑка пысӑк чулпа хупласа хӑварнӑ та кайнӑ.
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ун чухне ӗнтӗ ют ҫӗре каяс умӗн чурисене чӗнсе илсе вӗсене хӑй пурлӑхне парса хӑварнӑ ҫынпа мӗн пулса иртнӗ, ҫавӑн пек пулӗ: 15. вӑл кашнийӗн пултарулӑхне кура пӗр чурине пилӗк талант, тепӗрне икӗ талант, тата тепӗрне пӗр талант панӑ; унтан хӑй ҫула тухса кайнӑ.
Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Кам та кам Ман ятӑмшӑн ҫуртне-йӗрне е тӑванӗсене, е ашшӗне, е амӑшне, е арӑмне, е ачисене, е ҫӗрне-шывне пӑрахса хӑварнӑ, ҫавӑ уншӑн ҫӗр хут ытла илӗ, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗ.
Мф 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗр ҫын хӑй хирне ырӑ вӑрлӑх акнӑ; 25. ҫынсем ҫывӑрнӑ вӑхӑтра унӑн тӑшманӗ пынӑ та тулӑ хушшине пукра акса хӑварнӑ; 26. калчи ӳссе пуҫ кӑларсассӑн, пукри те палӑрнӑ.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫу йывӑҫӗн пахчинче тепӗр чухне йывӑҫсем ҫинче виҫӗ-тӑватӑ ҫырла ҫеҫ юлнӑ пек, 31. е иҫӗм ҫырлине тӗплӗн татса пуҫтарнӑ пулсан та, пахчара асӑрхамасӑр темиҫе ҫупкӑм хӑварнӑ пек, 32. ҫав кунсенче, килсене хӗҫпе ухтарса тухсассӑн, виҫӗ е тӑватӑ ҫын ҫеҫ тӑрса юлӗ.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӗр ӗҫлекенсем те йӗрсе ярӗҫ, мӗншӗн тесессӗн тырӑ вӑрлӑхӗ шӑтмасть, йывӑҫсене хура тутӑх тивнӗ, пӑр тата хӑрушӑ ҫӑлтӑр ҫапса хӑварнӑ.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Эпӗ те сире пӑрахман, сирӗн патӑртан кайман, ҫак вырӑна эпӗ тустарса хӑварнӑ Сионшӑн кӗлтума, мӑшкӑла хӑварнӑ сӑваплӑ вырӑнӑр валли ырӑлӑх ыйтма килтӗм.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эсӗ пысӑк ҫунат айӗнчи икӗ пӗчӗк ҫунат сылтӑм енчи пуҫ патне куҫнине курнӑ, ку ҫакна пӗлтерет: 30. ҫав икӗ пӗчӗк ҫунат — Ҫӳлти Турӑ патшалӑх пӗтнӗ тӗле сыхласа хӑварнӑ икӗ патша, куртӑн ӗнтӗ — вӗсен патшалӑхӗ вӑйсӑр пулнӑ, унта пӗр вӗҫӗмсӗр пӑлхав пула-пула иртнӗ.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Хӑвах куратӑн-ҫке: пирӗн сӑваплӑ вырӑна тустарса хӑварнӑ, парне кӳмелли вырӑна ишсе антарнӑ, пирӗн Турӑ Ҫуртне аркатса тӑкнӑ, 22. пирӗн арфа хисепрен тухса ӳкнӗ, юррӑмӑрсем шӑпланнӑ, савӑнӑҫӑмӑр ҫухалнӑ, пирӗн ҫутаткӑҫӑн ҫути сӳннӗ, пирӗн саккун арчине ҫаратса кайнӑ, пирӗн сӑваплӑ хатӗр-хӗтӗре ирсӗрленӗ, пире хунӑ ята мӑшкӑл кӑтартас патнех ҫитнӗ, пирӗн пуҫлӑхсем намӑс курнӑ, пирӗн священниксене вӗлернӗ, левитсене тыткӑна илсе кайнӑ, пирӗн хӗрсене ирсӗрленӗ, пирӗн арӑмсене пусмӑрланӑ, пирӗн тӳрӗ ҫынсене илсе кайнӑ, пӗчӗк ачасене кӑларса ывӑтнӑ, пирӗн ҫамрӑксем — чуралӑхра, патвар ҫыннӑмӑрсем хавшакланчӗҫ; 23. чи йывӑрри вара — Сион пичечӗн мухтавне ҫухатни, мӗншӗн тесессӗн ӑна пире курайманнисен аллине панӑ.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.