Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйса (тĕпĕ: туй) more information about the word form can be found here.
28. Выҫлӑх пулать-и ҫӗр ҫинче, мур чирӗ пулать-и, вӗри ҫил пулать-и, тырра вутпуҫҫи тивет-и, хӗрлӗ шӑрчӑк е хурт килсе хуплать-и, халӑха тӑван ҫӗрӗ ҫинчех тӑшман хӗсме пуҫлать-и е урӑх мӗнле те пулин синкер, мӗнле те пулин чир пулать-и, 29. пӗр-пӗр ҫын е Хӑвӑн пӗтӗм Израиль халӑхӗ — хӑйсен инкекне, хӑйсен хурлӑхне туйса — аллисене ҫак Ҫурт енне тӑссассӑн, вӗсен кӗллине, вӗсем тархасланине 30. илтсемччӗ Эсӗ тӳперен — Ху пурӑнакан вырӑнтан, вара каҫарсамччӗ, Эсӗ кирек хӑш ҫынна та ун чӗри мӗнлине пӗлсе, унӑн пӗтӗм ӗҫне кура тавӑрса пар, мӗншӗн тесессӗн этем ывӑлӗсенӗн чӗрине пӗр Эсӗ анчах пӗлетӗн, — 31. ҫапла вӗсем Эсӗ аттемӗрсене панӑ ҫӗр ҫинче мӗн пурӑннӑ таран, мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Санран хӑраса тӑччӑр, Санӑн ҫулупа ҫӳреччӗр.

28. Голод ли будет на земле, будет ли язва моровая, будет ли ветер палящий или ржа, саранча или червь, будут ли теснить его неприятели его на земле владений его, будет ли какое бедствие, какая болезнь, 29. всякую молитву, всякое прошение, какое будет от какого-либо человека или от всего народа Твоего Израиля, когда они почувствуют каждый бедствие свое и горе свое и прострут руки свои к храму сему, 30. Ты услышь с неба - места обитания Твоего, и прости, и воздай каждому по всем путям его, как Ты знаешь сердце его, - ибо Ты один знаешь сердце сынов человеческих, - 31. чтобы они боялись Тебя и ходили путями Твоими во все дни, доколе живут на земле, которую Ты дал отцам нашим.

2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Аммонсем ӗнтӗ хӑйсем Давидӑн курайман ҫыннисем пулса тӑнине туйса илнӗ, вара Аннон тата аммонсем Месопотамири Сирие, Маах тытса тӑракан Сирие тата Сувана ҫар ураписемпе юланутҫӑсем тара илме пин талант кӗмӗл ярса панӑ.

6. Когда Аммонитяне увидели, что они сделались ненавистными Давиду, тогда послал Аннон и Аммонитяне тысячу талантов серебра, чтобы нанять себе колесниц и всадников из Сирии Месопотамской и из Сирии Мааха и из Сувы.

1 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

37. Выҫлӑх пулать-и ҫӗр ҫинче, мур чирӗ пулать-и, вӗри ҫил пулать-и, тырра вутпуҫҫи тивет-и, хӗрлӗ шӑрчӑк е хурт килсе хуплать-и, халӑха тӑван ҫӗрӗ ҫинчех тӑшман хӗсме пуҫлать-и е урӑх мӗнле те пулин инкек-синкек, мӗнле те пулин чир пулать-и — 38. ҫынсем, инкеке чӗрипе туйса илсе, аллисене ҫак Ҫурт еннелле тӑссассӑн, Санӑн пӗтӗм халӑху хушшинчен пӗр ҫынни те пулин кӗлтуса йӑлӑнсассӑн та, 39. илтсемччӗ Эсӗ тӳперен — Ху пурӑнакан вырӑнтан, хӗрхенсемччӗ вара; Эсӗ кирек хӑш ҫынна та, ун чӗри мӗнлине курса, вӑл мӗнле ҫӳренине кура тавӑрса пар, мӗншӗн тесессӗн пур этем ывӑлӗсенӗн чӗрине пӗр Эсӗ анчах пӗлетӗн: 40. ҫапла вӗсем Эсӗ аттемӗрсене панӑ ҫӗр ҫинче мӗн пурӑннӑ таран, мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Санран хӑраса тӑччӑр.

37. Будет ли на земле голод, будет ли моровая язва, будет ли палящий ветер, ржавчина, саранча, червь, неприятель ли будет теснить его в земле его, будет ли какое бедствие, какая болезнь, - 38. при всякой молитве, при всяком прошении, какое будет от какого-либо человека во всем народе Твоем Израиле, когда они почувствуют бедствие в сердце своем и прострут руки свои к храму сему, 39. Ты услышь с неба, с места обитания Твоего, и помилуй; соделай и воздай каждому по путям его, как Ты усмотришь сердце его, ибо Ты один знаешь сердце всех сынов человеческих: 40. чтобы они боялись Тебя во все дни, доколе живут на земле, которую Ты дал отцам нашим.

3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Аммонсем ӗнтӗ хӑйсем Давидӑн курайман ҫыннисем пулса тӑнине туйса илнӗ; вара вӗсем кӗрӗшнӗ ҫар пуҫтарнӑ: Беф-Реховра тата Сувара пурӑнакан Сири ҫыннисенчен ҫирӗм пин ҫуран ҫынна, [Амалик] патшинчен Маахаран пин ҫынна, Истов ҫӗрӗнчен вуникӗ пин ҫынна тара илнӗ.

6. И увидели Аммонитяне, что они сделались ненавистными для Давида; и послали Аммонитяне нанять Сирийцев из Беф-Рехова и Сирийцев Сувы двадцать тысяч пеших, у царя [Амаликитского] Маахи тысячу человек и из Истова двенадцать тысяч человек.

2 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Исаак унӑн тумтирӗн шӑршине туйса илнӗ, вӑл ӑна пиллесе каланӑ: ывӑлӑм шӑрши — уй-хир шӑрши, Ҫӳлхуҫамӑр пилленӗ [тулли] уй-хир шӑрши; 28. Турӑ сана тӳпери сывлӑмран, ҫӗр тулӑхӗнчен ырӑлӑх парса тӑтӑр, иксӗлми тырӑ-пулӑ, эрех парса тӑтӑр; 29. сана халӑхсем пӑхӑнса тӑччӑр, сана этем йӑхӗсем пуҫҫапчӑр; хӑвӑн тӑванусен хуҫи пулса пурӑн, аннӳ ывӑлӗсем сана пуҫҫапчӑр; сана ылханакансем — ылханлӑ; сана пиллекенсем — пиллӗхлӗ! тенӗ.

И ощутил Исаак запах от одежды его и благословил его и сказал: вот, запах от сына моего, как запах от поля [полного], которое благословил Господь; 28. да даст тебе Бог от росы небесной и от тука земли, и множество хлеба и вина; 29. да послужат тебе народы, и да поклонятся тебе племена; будь господином над братьями твоими, и да поклонятся тебе сыны матери твоей; проклинающие тебя - прокляты; благословляющие тебя - благословенны!

Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Регионти социаллӑ ҫирӗплӗх ытларах чухне ҫыру анинче тӑрӑшакансем хӑйсен ӗҫне мӗн таран уҫҫӑн, яваплӑха туйса, таса тата тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланинчен килет.

От того, насколько честно и открыто, добросовестно и ответственно выполняют свою работу труженики пера, во многом зависит социальная стабильность в регионе.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2015) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2926907

«Хӑйсен программисене пурнӑҫламашкӑн ӑнтӑлакан профессионалсене эпир яланах пулӑшатпӑр. Чӑваш Ен шкул вӗренӗвӗн программине палӑртнӑ тата ку енӗпе ӗҫлемешкӗн хатӗр чухне асӑннӑ пуҫарӑва тулли кӑмӑлпа ырларӑмӑр. Кӑҫал вӑй илекен проект ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе каясса тата ҫывӑх вунӑ ҫуллӑхра ӑна туллин пурнӑҫласса шанатӑп. Регионта пурӑнакан кашни ҫын унӑн уссине туйса илме пултаракан чӑннипех пысӑк та хӑватлӑ программа вӑл», — тенӗ Раҫҫей вице-премьерӗ.

Help to translate

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

— Апла эсир юрӑ-кӗвӗ илемне туйса ӳснӗ.

Help to translate

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫураки мӗнле иртесси йӑлтах хамӑртан, яваплӑха туйса вӑй хунинчен килет,- терӗ Петр Николаевич Тунгулов.

Help to translate

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Марафон вӑхӑтӗнче пухнӑ укҫа-тенкӗпе мӗнле усӑ курнипе уҫҫӑн паллаштарӗҫ, унӑн пулӑшӑвне нумай ача туйса илӗ.

Help to translate

«Ыркӑмӑллӑх» ят ырӑ сӑмахран пуҫланать // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Шӑпах ҫакӑ пӗр-пӗриншӗн ҫуралнине туйса илме май панӑ ҫамрӑксене.

Help to translate

Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Калининӑри ветлечебница ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн ҫакна туйса илтӗм% выльӑх тухтӑрӗ ҫине яваплӑх нумай тиенет.

После знакомства с работай Калининской ветлечебницы поняла, что большой груз ответственности ложится на ветеринарного врача.

Пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Чӑвашлӑхшӑн ҫунакан кашни йӑхташ яваплӑха туйса ҫак ӗҫе хутшӑнма пултарать.

Help to translate

Кӑҫал та диктант ҫырӑпӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Хӗрарӑмсен кунӗ умӗн Нӑрваш Шӑхалӗнчи Узалуковсен ҫемйинче пулнӑ хыҫҫӑн ҫакна тепӗр хут туйса илтӗм.

Help to translate

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

- Хамӑн вӑя туйса илтӗм, пӗчченех, ҫын ӑс памасӑрах тивӗҫлӗ йышӑнусем тума пултарасса шантӑм.

Help to translate

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Виҫҫӗмӗш курсра кӑвак хуппи уҫӑлса кайрӗ тейӗн - лайӑх вӗренме кӑна мар, мӗн тумаллине ӑнланса, чунпа туйса пурнӑҫлама пуҫларӑм.

Help to translate

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Трактор музейӗнче «чӗрӗ» экспонатсене курма кӑна мар, руль умне ларса хӑвна тракторист пек туйса курма та май пур.

Help to translate

Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №

Эпир хамӑрӑн Чӑваш Республикине чун-чӗререн юрататпӑр, унӑн ырлӑхӗшӗн патриотла туйӑмсемпе, пӗтӗм чӗре ӑшшине парса, яваплӑха туйса, ырми-канми ӗҫлетпӗр.

Help to translate

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Пӗр-пӗрне шанса, хисеплесе ӗҫлесен ҫеҫ тата илнӗ тивӗҫсемшӗн яваплӑха туйса тӑрсан кӑна экономикӑна аталантарма, малалла кайма пулать.

Развитие экономики, движение вперед возможны только при наличии доверия, уважения и ответственности за выполнение взятых обязательств.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Анчах та эпир республикӑра пурӑнакансем пурте пекех хамӑра шаннине тата вӗсен пулӑшӑвне туйса тӑратпӑр.

Но мы чувствуем поддержку и доверие абсолютного большинства жителей республики.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed