Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ирхине the word is in our database.
Ирхине (тĕпĕ: ирхине) more information about the word form can be found here.
Иксӗмӗр пӗрле пулсан, кунтан-кун раштава, унтан ҫӑварние кӗтсе пурӑнӑттӑмӑр, хӑнана ҫӳрӗттӗмӗр, ташлӑттӑмӑр та нимӗн ҫинчен те шухӑшламан пулӑттӑмӑр; ирхине, паян та кун ӗнерхи пекех ирттӗрччӗ, тесе вӑраннӑ пулӑттӑмӑр… акӑ пирӗн пуласлӑх — ҫапла-и?

А с тобой мы стали бы жить изо дня в день, ждать Рождества, потом Масленицы, ездить в гости, танцевать и не думать ни о чем; ложились бы спать и благодарили Бога, что день скоро прошел, а утром просыпались бы с желанием, чтоб сегодня походило на вчера… вот наше будущее — да?

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ирхине питӗ хаваслӑччӗ вӑл…

Все утро такие веселые были…

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Эсир ӑна ыран ирхине ман пата кӗме калӑр-ха, — терӗ Обломов, — манӑн курмаллаччӗ ӑна.

— Так завтра попросите его ко мне, — сказал Обломов, — мне нужно видеться с ним.

XVIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Вӑхӑт сахал пулчӗ, — такӑнса калама пуҫларӗ Обломов, — ирхине тӑратӑн — пӳлӗмсене тирпейлеҫҫӗ, чӑрмантараҫҫӗ, кайран апат ҫинчен калаҫма тытӑнаҫҫӗ, ҫав хушӑрах тата кил хуҫи арӑмӗн ачисем килеҫҫӗ те задача тӗрӗслесе пама ыйтаҫҫӗ, кайран вара апат вӑхӑчӗ те ҫитет.

— Времени мало было, — начал он, запинаясь, — утром встанешь, убирают комнаты, мешают, потом начнутся толки об обеде, тут хозяйские дети придут, просят задачу поверить, а там и обед.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тунтикун ирхине кил хуҫи арӑмӗ Обломов пӳлӗмне кӗчӗ те: — Сире темӗнле хӗр курасшӑн, — терӗ.

В понедельник утром хозяйка заглянула к Обломову в кабинет и сказала: — Вас какая-то девушка спрашивает.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Икӗ сехет хушши Ольга асапланса, тӗлӗрнӗ пек выртрӗ, ҫӗрле аташрӗ, ирхине унӑн сӑнӗ шуралчӗ, анчах хӑй лӑпкӑ та хӑюллӑ пулчӗ.

Она лихорадочно вздремнула два часа, бредила ночью, но потом утром встала хотя бледная, но такая покойная, решительная.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл шурӑ платье тӑхӑнчӗ, Обломов парнеленӗ алҫыххине чӗнтӗр айӗн пытарса ҫыхрӗ, ҫӳҫне Обломов юратнӑ пек турарӗ; малтанхи кунах фортепиано ӗнерсе хатӗрлеме хушрӗ, ирхине вара юрласа пӑхрӗ.

Она надела белое платье, скрыла под кружевами подаренный им браслет, причесалась, как он любит; накануне велела настроить фортепьяно и утром попробовала спеть Casta diva.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пӗррехинче, ирхине, Обломов ним пӑлханмасӑр вӑранса, кофе ӗҫме ларнӑччӗ ҫеҫ, сасартӑк Захар кӗперсем хывни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Однажды, лишь только Обломов беззаботно проснулся утром и принялся за кофе, вдруг Захар донес, что мосты наведены.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Обломов, ирхине вӑранмассерен, кӗперсене хывнӑ-ши, тесе пӑшӑрханса ыйтать.

Обломов, встав утром, прежде всего с беспокойством спрашивал, наведены ли мосты.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Сире мӗнлерех тав тумаллине те пӗлместӗп ӗнтӗ? — терӗ Обломов, Агафья Матвеевна ҫине, ирхине панӑ икерчӗ ҫине пӑхнӑ пекех, киленӗҫлӗ пӑхса.

— Не знаю, как и благодарить вас, — говорил Обломов, глядя на нее с таким же удовольствием, с каким утром смотрел на горячую ватрушку.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫавӑнпа тепӗр кунне, ирхине, Ольга патне каймашкӑн хатӗрленме шутламарӗ.

Поэтому, когда пришло завтра, он не подумал с утра начать готовиться ехать к Ольге.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ӗҫ яланах пур, — ирхине кӑнтӑрлахи апат пӗҫермелле, апат хыҫҫӑн ҫӗлемелле, каҫ пуласпа каллех каҫхи апат хатӗрлемелле.

Работа всегда есть, — сказала она, — утром обед готовить, после обеда шить, а к вечеру ужин.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Илья Ильич ирхине тӑхӑр сехет тӗлнелле вӑранать, хул хушшине хут пакет хӗстерсе ӗҫе каякан кил хуҫи арӑмӗн пиччӗшне хӳме решетки витӗр курса юлать, вара кофе ӗҫме ларать.

Илья Ильич встанет утром часов в девять, иногда увидит сквозь решетку забора мелькнувший бумажный пакет под мышкой уходящего в должность братца, потом примется за кофе.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Уншӑн вара кил хуҫи арӑмӗ Аниҫйӑна хӑналать: ирхине те, каҫхине те ултшар стакан кофе ӗҫтерет, ним пытармасӑр нумайччен калаҫса ларать, хӑш чухне хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне те пӑшӑлтатса пӗлтерет.

Зато наградой Анисье был обед, чашек шесть кофе утром и столько же вечером и откровенный, продолжительный разговор, иногда доверчивый шепот с самой хозяйкой.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Обломов укҫа ҫинчен те манса кайрӗ; тепӗр кунне тин ирхине кил хуҫи арӑмӗн пиччӗшӗ пакет йӑтса чӳрече умӗнчен иртсе кайнине курсан, вӑл доверенность ҫинчен аса илчӗ.

Обломов и про деньги забыл; только когда, на другой день утром, увидел мелькнувший мимо окон пакет братца, он вспомнил про доверенность

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ирхине пулнине аса илтерсе, Олеҫҫӑна та тепӗр хут пӑлхантарас килмест-ха манӑн.

Мне не хотелось только, чтобы Олеся волновалась, вспоминая об утреннем происшествии.

XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ирхине вара эпӗ хулара пулнӑ…

А все утро я в городе был…

XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ҫав хушӑрах ку ҫуртра ҫынсем пурӑнни уйрӑммӑнах ирхине сисӗнет: кухньӑри ҫӗҫӗ сасси, ватӑ карчӑк кӗтесре тем чӳхени чӳрече витӗр илтӗнет; дворник вутӑ ҫурни е пичкепе шыв турттарса килни, ачасем макӑрни е ватӑ карчӑк каҫӑхса кайса ӳсӗрни — йӑлтах стена витӗр илтӗнет.

А между тем заметно было, что там жили люди, особенно по утрам: на кухне стучат ножи, слышно в окно, как полощет баба что-то в углу, как дворник рубит дрова или везет на двух колесах бочонок с водой; за стеной плачут ребятишки или раздается упорный, сухой кашель старухи.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Лешӗ ирхине ирех, пысӑк хут пакетне хул хушшине хӗстерсе, решеткеллӗ хӳме ҫумӗпе вӗлтлетсе иртет те тӑкӑрлӑкра ҫухалать.

как, рано утром, мелькал сквозь решетку забора человек, с большим бумажным пакетом под мышкой, и пропадал в переулке,

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пӗр ирхине вӑл хӑйӗн чӳречисем умӗнчен Ильинскисен сӗтел-пуканӗсене турттарса та йӑтса кайнине курчӗ.

и в одно утро мимо его окон повезли и понесли мебель Ильинских.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed