Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйне (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
— Пӗлмен, эс Тукай мӑрса ывӑлех иккен, хазрат Тогоев, — терӗ хан утлӑ ҫарӗн пуҫлӑхӗ ӑна хӑйне хирӗҫ ларма минтер сӗнсе.

Help to translate

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ту енчи ҫӗр-шыв Кучака хӑйне те канӑҫ памасть.

Help to translate

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Элчӗн Мускавран килекен хыпарсене сана пӗлтерсе тӑмалла мар пулӗ те?» — тесе тавӑрасшӑнччӗ, анчах чӗрре кӗме шутламарӗ, ун сӑмахӗсем хӑйне кӑмӑла кайманнине палӑртмасӑр: — Хыпарсӑр мӗнле пултӑр? Хӑш-пӗр хыпарсем ҫиткелеҫҫӗ, — тесе хучӗ.

Help to translate

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тыткаласса та ҫавсем пекех мӑнаҫлӑн тыткалать вӑл хӑйне.

Help to translate

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унтан влаҫа ярса илсен Крыма хӑваласа кӑларса ярать, хӑйне валли урӑххи, ҫамрӑкраххи тупать, — калаҫрӗ Растов князь.

Help to translate

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ача пӳлӗмӗн чӳречинчен кремль картишнелле пӑхса ларнӑ май Сююнбике хӑйне пӗр япалашӑн каҫарма пултараймарӗ: вӑл тӑшмансем тӗлӗшӗнчен пит ырӑ пулнӑ иккен.

Help to translate

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ывӑлӗ ҫут тӗнчене ҫуралнӑ-ҫуралманах вӑл хӑйне ҫирӗппӗн каласа хунӑ: Утямӑш пурӑна киле хан пулмалла.

Help to translate

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйне никам та илтес ҫуккине казак пӗлет, ҫапах та унӑн тата та кӑшкӑрас килет.

Help to translate

4. Урачко казакӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйне чаплӑ ҫар пуҫӗ, Сулейман Великолепнӑйӑн вӗренекенӗ, тесе шутлакан Сахиб ҫак ҫич-сакӑр ҫул хушшинче асра юлмалӑх, Мускав патшалӑхне кисретмелӗх пӗр вӑрҫӑ та ирттереймерӗ.

Help to translate

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйне улталанине ӑнланмасӑр, темиҫе кредит та илсе кивҫене кӗрсе кайнӑ.

Help to translate

Юрату вырӑнне... парӑм // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11518-yu ... -nne-par-m

Нина Гречкон пултарулӑхне пысӑка хурса хакланине, ун кӗнекисенче кашниех хӑйне валли интереслине тата усӑллине тупассине палӑртрӗ запасри офицер.

Help to translate

Ырӑлӑх чакмасть // Галина ТИХОНОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11519-yr ... h-chakmast

Хӑйне евӗрлӗ управҫӑна хатӗрлес ӗҫе Вӑрнар районӗнче пурӑнакансем те хастар хутшӑнчӗҫ.

Help to translate

Салтака тутӑр парнеле // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11523-sa ... -r-parnele

Кремльтен тухсан Мухамедьяр Ходжа Углы хӑйне кӑшт та пулин лӑплантарас тесе ҫул тӑршшӗпе сӑвӑ вуласа пычӗ.

Help to translate

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр енчен, ҫын патшасене юраса хырӑма тӑрантмалӑх ҫӑкӑр ӗҫлесе тупать, тепӗр енчен, вӗсен умӗнче чӑрсӑррӑн тыткаланине пула кашни кун хӑйне ҫакса вӗлерессине кӗтсе пурӑнать.

Help to translate

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тин килсе кӗнӗ Мухамедьяр сывлӑш ҫавӑрма ӗлкӗрейменччӗ-ха, сӑвӑ вулама пӗрре те хатӗр марччӗ вӑл, ҫапах хӑйне часрах алла илчӗ те хавхаланнӑ пек пулса пӗр хӗрӳлӗхсӗр вулама пикенчӗ:

Help to translate

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах та палламан ҫын, хӑйне Мухамедьяр тенӗскер, хуралҫӑна тарӑхтармаллах темиҫе ҫӗрте чарӑна-чарӑна тӑчӗ.

Help to translate

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ибрагим ӗнтӗ ханпа чылай тулашса калаҫрӗ, вырӑнсӑр чӗрре кӗни, хӑйне шанманни пӗрре те кӑмӑла каймарӗ ӑна.

Help to translate

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйне кура хӑюллӑ этем иккен Ибрагим бакши.

Help to translate

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан аллине тӑсса илемлӗн хӑлаҫланса илчӗ, унтан хӑйне пӗр хускалмасӑр итленӗшӗн савӑнса малалла каларӗ:

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пысӑк палатӑна куҫсан Сафа-Гирей тӳрех курбан байрам пирки сӑмах хускатрӗ, хӑйне тӗрлӗ купсасем панӑ чаплӑ парнесене кӑтартса ҫӳрерӗ.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed