Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

касса the word is in our database.
касса (тĕпĕ: касса) more information about the word form can be found here.
Унӑн хӗҫ пулнӑ — ӑшне ртуть тултарса тунӑскер, йӑтма шутсӑр йывӑр ӑна, анчах пӗрре сулса ярсан — лашана ҫурмаран касса татать.

Шашка у него была — на стоке ртуть залитая, поднимать тяжело ее, а рубанет — коня пополам.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Кирлӗ-и, пуҫна касса тататӑп?

— Хочешь, голову срублю?

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ман куҫӑм умӗнчех сотник Чернецов нимӗҫ гусарне касса пӑрахрӗ.

На моих глазах сотник Чернецов зарубил немецкого гусара.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Елизавета хӑйне питӗ тивӗҫсӗррӗн тытать: мана татти-сыпписӗрех усал сӑмахсемпе вӑрҫса питлет, хушӑран чуна ыраттармаллах касса татать.

Елизавета ведет себя недостойно: все время она злословит на мой счет, иногда очень грубо.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Нумайранпа курмасӑр пурӑннӑ хушӑра унӑн пичӗ тӗлӗнмелле улшӑннӑ, хӗвелпе пиҫсе хӑмӑрланса кайнӑ, шурӑ тулӑ тӗслӗ мӑйӑхӗсене хачӑпа касса кӗскетнӗ, кӗмӗл евӗр куҫхаршийӗсене хӗвел ӗнтсе янӑ.

Странно измененное давностью последнего свидания, загорелое, с подрезанными усами пшеничного цвета и обожженными солнцем серебристыми бровями.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл начарланмаллипех начарланса кайрӗ, ҫӳхелсе ҫитрӗ; походсенче те, каннӑ вӑхӑтра та, ыйхӑра та, ахаль кӑна тӗлӗрнӗ чух та унӑн куҫӗ умӗнче карта ҫумӗнчи хӑй касса пӑрахнӑ австриец сӗмленет.

Он заметно исхудал, сдал в весе, часто в походах и на отдыхе, во сне и в дреме чудился ему австриец, тот, которого срубил у решетки.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кайран кӑна паллӑ пулчӗ; казаксем фольваркран ҫур ҫухрӑмра телеграф пралукӗсене касса татнине пӗлнӗ иккен те, иртнӗ каҫхине иккӗмӗш постран пӑрахса кайнӑ.

Уже после выяснилось: казаки ушли со второго поста этой ночью, узнав, что телеграфные провода в полуверсте от фольварка перерезаны.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑлхана лаша кӗҫенни янӑратса касса кайрӗ.

Вскриком резнуло слух конское ржанье.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эсӗ, маттур йӗкӗт, ӗненместӗн пулсан, шӑлна ҫырт! — ҫилӗллӗн касса татрӗ ӑна старик.

— Ты, молодец, не веруешь, так молчи! — строго перебил его дед.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл йӗвен чӗлпӗрне аллинчен ячӗ, хӑй касса пӑрахнӑ австри салтакӗ патне пырса тӑчӗ, анчах мӗншӗн пынине хӑй те пӗлмерӗ.

Он бросил поводья и, сам не зная для чего, подошел к зарубленному им австрийскому солдату.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кантӑк ҫине алмазпа касса йӗр тунӑ пек, ӗмӗр манмиех касӑлса кӗрсе юлчӗҫ Григорий пуҫне Прохор лашин йӗрсе пӑрахнӑ шӑлӗсем те, унӑн кӗрен шӑл тунийӗсем те, ҫӗре лаплатса ӳксе, хыҫалтан сиктерсе килнӗ казак ут чӗрнисем айне таптанса юлнӑ Прохор хӑй те Григорий кӑшкӑрнӑ сасса илтмерӗ, анчах та, ҫӗр ҫумне лапчӑтса лартнӑ Прохорӑн чалӑшса кайнӑ тутипе вырӑнӗнчен сиксе тухнӑ куҫӗсем ҫине пӑхрӗ те, вӑл этемле мар хӑрушлӑн кӑшкӑрса янине ӑнланчӗ.

Резцом, как алмазом на стекле, вырезала память Григория и удержала надолго розовые десны Прохорова коня с ощеренными плитами зубов, Прохора, упавшего плашмя, растоптанного копытами скакавшего сзади казака, Григорий не слышал крика, но понял по лицу Прохора, прижатому к земле с перекошенным ртом и вылезшими из орбит телячьими глазами, что крикнул тот нечеловечески дико.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Пики к бою, шашки вон, в атаку марш-марш! — касса татнӑ пек янӑратса команда пачӗ есаул.

— Пики к бою, шашки вон, в атаку марш-марш! — обрезал есаул команду.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ан ашкӑн, кӗсре, — терӗ Григорий, пылчӑк чӑмаккине вӗҫсе пынӑ ҫӗртех саламатпа касса ҫурса.

— Не дури, кобылка, — Григорий на лету рассек плетью комок грязи.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ухмахла чӗлхӳне вылятнӑ ан пултӑр, атту… хӑлхуна касса илӗпӗр, — йӑл кулчӗ Дубок — ют взводри казак.

— Дуру не трепи, а то… ухи отрежем, — улыбнулся Дубок — казак чужого взвода.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аттепе иксӗмӗр улӑхра утӑ ҫулатпӑр пек те, йӗри-таврах, анкарти хыҫӗнчи шур тӑрӑллӑ чечексем евӗр, ҫӑлтӑрсем сапаланса выртаҫҫӗ пек, — пушмак пӑрӑвӑнни пек ӑшӑ куҫӗсене ҫутӑлтарса калама тытӑнчӗ йӑваш Прохор Зыков; — ҫулатпӑр пек хайхи, курӑкӗ ҫава касса уҫӑлми йӑванса пырать пек…

Будто косим мы с батей сено в лугу, а миру кругом высыпало, как ромашки за гумнами, — говорил, сияя ласковыми телячьими глазами, смирный Прохор Зыков, — косим мы это, трава так и полегает…

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Касса пӑрахатӑп!

Зарублю!..

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Штокман тӳмисене вӗҫертсе янӑ аялти кӗпе вӗҫҫӗнех алӑк патнелле тӳртӗн ларнӑ та фанертан алӑ пӑчкипе темле кукӑр тӗрӗ касса кӑларма тӗрмешет.

Штокман в исподней рубахе, расстегнутой у ворота, сидел спиной к двери, выпиливая ручной пилкой на фанере кривой узор.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах та эп сире, батя, ҫакна калатӑп: пӗрре касса илнӗ ҫӑкӑр сӑмсине тепӗр хут ҫыпӑҫтарма ҫук.

Но я вам, батя, скажу, что отрезанную краюху не прилепишь.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Питӗ кирлӗ юн тымарне касса татнӑ, ҫавӑнпа мӑйпӑранланса юлчӗ те.

Жилу нужную перерезала, вот шею-то и кособочит.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Юр ӑшне касса кӗртсе лартнӑ пек, шӑллӑн-шӑллӑн ҫатан карта яр-уҫҫӑн курӑнса выртать, тата витен тӗксӗм тӑрри пӗлӗтӗн сирень тӗслӗ ачаш тӗтрине хупласа тӑрать.

Четко, как врезанный в снег, зубчатился плетень, и, прикрывая нежную сиреневую дымку неба, темнела крыша конюшни.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed