Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳрет the word is in our database.
ҫӳрет (тĕпĕ: ҫӳрет) more information about the word form can be found here.
Пуҫне, амак тытнӑ пек, чалӑштарса ҫӳрет.

Голову криво держит, будто параликом зашибленная.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, пӗр чӗриклетекен урай хӑми ҫине пусма тӑрӑшса, Аксинья ҫине чалӑшшӑн пӑхкаласа утса ҫӳрет.

Григорий ходил, искоса поглядывая на Аксинью, норовя наступать на одну скрипучую половицу.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вениамин та, хӑйӗн плющ тӗслӗ пуҫне ҫӳле ҫӗклесе ҫӳрет, тата малти пӳлӗмри арча ҫинче кунӗ-кунӗпе пуҫӗ минтресе кайиччен хайне хӑй «ухмахла» картла выляса супать.

Вениамин так же высоко носил плюшевую голову, дрожал студенистыми ляжками и целыми днями в передней на сундуке до одури играл в дурака сам с собою.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сӳрӗкленсе кайнӑ Наталья арча патӗнчен кровать патне, кроватьрен арча патне сӗнксе ҫӳрет, нимӗн те курман куҫӗсемпе арчари пӗр купа тум-таврашсем ҫине пӑхать, йывӑр кӑмӑлӗпе темӗн ҫинчен шухӑшласа, тутисене пӑшӑлтаттарать.

Вялая, Наталья переходила от сундука к кровати, невидящими глазами оглядывала взвороченный в сундуке ворох нарядов, мучительно что-то обдумывая, шепча губами.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл юлашки кунсем йывӑр ҫӳрет, иртнӗ ҫул ҫулла полкран Гаврил килсе кӑштах пурӑнса кайрӗ.

Ходила она на сносях, в прошлом году летом приезжал Гаврила из полка, прогостил недолго.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Генерал ҫӑм туфлисемпе зал тӑрӑх лаплаттарса утса ҫӳрет.

Генерал шлепал по залу в валяных туфлях.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Итле-ха, Иван Алексеевич: офицер мӗн шӑршласа ҫӳрет вара унта?

— Слышишь, Иван Алексеевич: офицер чего там нюхает?

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Давыдка вальцовщик, ҫӳҫне ҫӑнӑх тусанӗ тулнипе пӗтӗмпех кӑвакарса кайнӑ пек курӑнаканскер, пушмакӗсемпе ҫункавсене хускаткаласа, вӗсем темле шӑршлӑн, типпӗн чӑштӑртатнине шӑппӑн кулса итлесе утса ҫӳрет.

Давыдка-вальцовщик, седой от мучной пыли, набившейся в волосы, ходил по мастерской, разбрызгивая чириками шуршащую пену стружек, с улыбкой прислушиваясь к сухому пахучему шелесту.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каҫсерен вӑййа тухса каять те сайра хутра кӑна вӑхӑтра киле таврӑнать, ытларах шуҫӑмла ҫеҫ килсе выртать: Аскӑнчӑк салтак арӑмӗсемпе ҫапкаланать вӑл, Степан патне картла выляма ҫӳрет.

По вечерам уходил на игрища и редко приходил домой рано, все больше заря выкидывала: путался с гулящими жалмерками, ходил к Степану играть в очко.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька, тахҫан хӑйне валли хӗр ҫураҫма кайсан намӑс курнине халӗ те манайманскер, ҫилленсе шӑмарӑлса ҫӳрет.

Митька, не изживший давнего своего позора со сватовством, ходил хмурый и злой.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӳҫ тӗпекне казаксем пек ӳстернӗ те ӑна сылтӑм еннелле тураса ярса ҫӳрет.

Носил чуб по-казачьи, зачесывая на правую сторону.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хутран-ситрен имение Евгений килкелет, садра лачака кӳлӗ тавра уткаласа ҫӳрет, тунсӑхласа пурӑнать.

Изредка летом наезжал в имение Евгений, ходил по саду и леваде, скучал.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каҫхине чапрас Лукешка патне, Штокман пурӑнакан пӳлӗме, тӗрлӗ ҫын пуҫтарӑнать: Христоня пырать, хулпуҫҫийӗсем ҫине ҫупа вараланса пӗтнӗ пиншак уртса ярса, армантан Валет килет, виҫӗ уйӑх хушши нимӗн ӗҫсӗр пурӑнакан шӑлйӗрен Давыдка, машинист Коуляров Иван Алексеевич пырса лараҫҫӗ; хутран-ситрен Филька-чеботарь кӗрсе тухать те действительнӑй службӑра пулман ҫамрӑк казак Михаил Кошевой кашни кунах ҫӳрет.

Вечером у косой Лукешки в половине Штокмана собирался разный люд: приходил Христоня; с мельницы Валет в накинутом на плечи замасленном пиджаке; скалозуб Давыдка, бивший три месяца баклуши; машинист Котляров Иван Алексеевич; изредка наведывался Филька-чеботарь, и постоянным гостем был Мишка Кошевой, еще не ходивший на действительную, молодой казак.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дарья уринчи ҫӑматтисемпе кӑштӑртаттарса, чупса ҫӳрет, чӳлмексене кӗмсӗртеттерет; хӑйӗн ҫаннисене чавса таран тавӑрнӑ кӗрен кӗпе айӗн пӗчӗк кӑкӑрӗсем чӗтренеҫҫӗ.

Дарья бегала, шаркая валенками, грохотала чугунами; под розовой рубашкой, с засученными по локоть рукавами, трепыхались маленькие груди.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анкарти тӑрӑх, тимӗр сенӗксем тытса уткаласа ҫӳрет, ӗҫленӗ чух сарлака та усӑнчӑк хулпуҫҫийӗсене силлентерет, хутран ситрен арӑмне пӗр-пӗр кулӑшла сӑмах каласа хурать, вара Аксинья, тутӑр айӗн хура куҫӗсене вылянтарса, кулма тытӑнать.

Похаживал с вилами по гумну, шевелил в работе широкими вислыми плечами, изредка кидал жене шутливое словцо, и Аксинья смеялась, играя из-под платка черными глазами.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗлӗте сарӑ-хӗрлӗ тӗттӗм пиелесе илнӗ Дон ҫийӗпе ҫил ташласа ҫӳрет, хумсене ҫилхелентерет.

Небо кутала желто-рудая мгла, плясал по Дону ветер, гриватил волны.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Иртӗр, савнӑ хӑтаҫӑм, иртӗр! — йӑпӑртатса ҫӳрет Ильинична.

— Проходите, сваточек, проходите! — упрашивала Ильинична.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья питне тутӑрпа чӗркемесӗрех ҫӳрет, куҫӗ айӗнчи тарӑн йӗрсем хурарах та кӑваккӑн курӑнаҫҫӗ; тӑртанчӑк та кӑштах таврӑнчӑк ҫӑткӑн тутисем унӑн канӑҫсӑррӑн та аскӑнчӑклӑн кулаҫҫӗ.

Аксинья ходила, не кутая лица платком, траурно чернели глубокие ямы под глазами; припухшие, слегка вывернутые, жадные губы ее беспокойно и вызывающе смеялись.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн варринче пысӑках мар пушӑ лаптӑк пур, унта часовой уткаласа ҫӳрет.

С небольшой площадкой в центре, по которой похаживал часовой.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл хӑйӗн телейлӗ, анчах та намӑслӑ пуҫне мӑнкӑмӑллӑн ҫӳлелле ҫӗклесе ҫӳрет.

А она гордо и высоко несла свою счастливую, но срамную голову.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed