Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хамӑн (тĕпĕ: хам) more information about the word form can be found here.
Ҫапла вара, хамӑн чун савни ҫинчен асӑнни пирӗн тӗлӗнмелле ҫулҫӳревпе ҫыхӑнса тӑчӗ.

Таким образом, имя моей милой романтической фирландки было связано с нашей научной экспедицией.

XXXII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

— Ҫапла, — терӗм эпӗ, анчах хамӑн ӑшӑмра, ҫапах та ку тӗрӗсех мар пулӗ тесе шухӑшларӑм.

— Так! — произнес я, думая, однако, что дядюшкино предположение может оказаться не совсем точным.

XXXI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

— Эсир темӗн каласан та, пичче, анчах, кунта пурте урӑхла, эпӗ хамӑн куҫӑмпа курнисене те аран ҫеҫ шанатӑп.

— Что бы вы ни говорили, дядюшка, но мне все это кажется необычайным, и я едва верю своим глазам.

XXXI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Эпӗ хамӑн куҫӑмсемпе инҫетри тӗтре витӗр пӑхса, горизонта хупласа тӑракан вӑрттӑнлӑх чаршавне ҫурса ярасшӑн пулнӑ пекех тинкерсе пӑхатӑп.

Я старался проникнуть взглядом сквозь туманную даль и разорвать завесу, прикрывшую таинственную линию горизонта.

XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Кӗтмен ҫӗртен ҫак япаласене пӑхса савӑнни манӑн питӗм-куҫӑма сывлӑхлӑ сӑн-сӑпат кӳртрӗ; эпӗ хамӑн чире тӗлӗннипех эмелленӗ, медицинӑн ҫак ҫӗнӗ меслечӗ мана хӑвӑрт сывалма пулӑшрӗ: кунсӑр пуҫне пусӑрӑннӑ ҫӑра сывлӑшран кислород нумайрах пулин те манӑн ӳпкесемшӗн сыватакан вӑйлӑ эмел вырӑннех пулса тӑчӗ.

Неожиданность этого зрелища оживила краски на моем лице; изумление — лучшее лекарство, и я выздоравливал с помощью этого нового терапевтического средства; помимо того, живительная сила плотного воздуха бодрила меня, обильно снабжая мои легкие кислородом.

XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Эпӗ ҫакӑн пек тӗлӗнмелле картинӑсене пӗр чӗнмесӗр пӑхса тӑратӑп; хамӑн ӑшри шухӑшсене каласа пама сӑмах та ҫитеймест; тӗнчери халиччен курман ҫӗнӗ улшӑнусене палӑртма тивӗҫлӗ сӑмах та ҫук.

Я созерцал в глубоком молчании все эти чудеса, у меня недоставало слов для выражения моих чувств.

XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Эпӗ ку тинӗсе чи малтан тупни, хамшӑн пысӑк чыс пулать, ӑна эпӗ хамӑн ята пама та пултаратӑп тесе шутлатӑп.

У меня есть честь этого открытия и мое право назвать его моим именем.

XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Манӑн тӑраничченех ҫывӑрмалла; эпӗ хамӑн юлташсенчен уйӑрӑлса тӑватӑ кун ирттерни ҫинчен шухӑша кайнӑ майӗпех ҫывӑрса кайрӑм.

Мне нужно было хорошенько выспаться, и я заснул с той мыслью, что моя разлука со спутниками продолжалась четыре долгих дня.

XXIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ӑнсӑртран хамӑн хӑлха стена ҫумне пырса лексен, таҫта питех инҫетре, мӑкӑртатса калаҫнӑ сӑмахсем илтӗнсе кайнӑ пек туйӑнчӗ.

Вдруг мне почудилось, когда я случайно приложил ухо к стене, что откуда-то, издалека, доносятся человеческие голоса.

XXVIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Йӗри-тавра шӑпах, хамӑн чӗре тапнине те илтместӗп.

Полнейшая тишина царила в галерее, я не слышал даже биения моего сердца.

XXVIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Хамӑн умри гранит стена ҫине ҫапӑнса манӑн юлашки ӗмӗтӗм те саланса кайрӗ.

Моя последняя надежда разбилась об эту гранитную стену.

XXVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Эпӗ тӑтӑм та, хамӑн патакӑм ҫине таянкаласа галерея тӑрӑх тӑвалла утрӑм.

Я встал и, опираясь на палку, пошел вверх по галерее.

XXVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Унтан, хамӑн ура айӗнчех юхса выртакан ҫӑл шывӗ тӑрӑх пӗрмаях тӑвалла улӑхса пырсан, Снеффельс тӑррине ҫитме те пултарӑп.

Теперь, раз ручей будет моим путеводителем, я могу, поднимаясь все время вверх, достичь вершины Снайфедльс.

XXVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Мана каялла кам ертсе кайса хамӑн юлташӑмсене тӗл пулма пулӑшӗ?

Кто мог направить меня на обратный путь и свести с моими спутниками?

XXVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Манӑн хумханакан шухӑшлӑ пуҫӑмра Грамбург хули, Король урамӗнчи ҫурт, хамӑн мӗскӗн Гретхен, манран таҫта ҫӳлте тӑракан тӗнче, питех те хӑвӑрттӑн аса килсе куҫ умӗнчи пекех иртеҫҫӗ.

В моем взволнованном сознании быстро пронеслись Гамбург, дом на Королевской улице, моя бедная Гретхен, весь тот мир, от которого я оторвался!

XXVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Эпӗ хамӑн ҫӗр ҫийӗнчи пурӑнӑҫ ҫинчен аса илме тӑрӑшрӑм, анчах ку маншӑн питех те хӗн пулчӗ.

Невольно мои мысли обратились к земным воспоминаниям.

XXVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Халӗ хамӑн юлташӑмсен мана чӗнекен сасси хӑлхана пырса кӗмӗ-ши тесе, юлашки хут итлесе тӑнӑ чухне, нимӗнле сасӑ ҫуккине те ӑнланса илтӗм.

Теперь я понял причину той необыкновенной тишины, поразившей меня, когда в последний раз прислушивался, не донесется ли зов моих спутников.

XXVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Хамӑн вӗри аллӑмсемпе ирӗксӗрех ҫӗре сӗртӗнсе пӑхатӑп.

Невольно я прикасался горячими руками к земле.

XXVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Хамӑн ӑшӑмра мӗн-мӗн шухӑшласа илнисене каласа пама этем чӗлхинче сӑмах та тупӑнас ҫук.

На человеческом языке нет слов, чтобы передать мои чувства.

XXVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Манӑн ҫав шыв тӑрӑх ҫӳлелле анчах каймалла, вара эпӗ хамӑн юлташӑмсене тупатӑпах», тесе шухӑшлатӑп.

Мне нужно идти вверх по его течению, и я обязательно найду своих спутников».

XXVI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed