Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пичче the word is in our database.
Пичче (тĕпĕ: пичче) more information about the word form can be found here.
— Тӑван чӗлхе — асаттесен пилӗ, асаннесен тупи, кукамайсен пехилӗ, кукаҫейсен тилмӗрӗвӗ, анне юрри, атте ӳкӗчӗ, аппа такмакӗ, пичче вӗрентӗвӗ, шӑллӑм тавӗ, йӑмӑкӑн ачашлӑхӗ, хурӑнташсен, кӳршӗсен ырӑ кӑмӑлӗ…

— Родной язык — это благословение дедушки, клятва бабушки, завещание кугамая, молитва кугазея, песня матери, наставление отца, частушки старшей сестры, ученье старшего брата, благодарность братишки, ласки сестренки, душевность родных, соседей...

Геннадий Волков: «Пурне те ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине упрама пиллетӗп» // Тантӑш. http://yaltch.cap.ru/news/2010/02/02/gen ... -am258sh27

— Куҫма пичче, кӗрсем тата, — терӗ Корней, крыльца ҫине тухса: — Пӗр стакан парӑп.

— Заходи, что ль, дядя Кузьма, — сказал Корней, выходя на крыльцо, — выпьешь стаканчик.

I // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

— Ларса пыракансем тупаймарӑн-им, Куҫма пичче? — терӗ вӑл.

— Что ж, не нашел седоков, дядя Кузьма? — сказал он.

I // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

Манӑн пичче те таса та айӑпсӑрччӗ-ха, анчах ҫав каҫ вӑл та вараланчӗ, пӗтрӗ.

Брат тоже еще был невинен и пал в эту же ночь.

IV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Анчах та акӑ пичче юлташӗ, студент, хаваслӑ йӗкӗт, ыр ҫын тенӗскер, урӑхла каласан, пире ӗҫме тата картла выляма вӗрентекен пӳтсӗр этем, пӗр ӗҫкӗ хыҫҫӑн пире ҫавӑнта кайма сӗнчӗ.

Но вот товарищ брата, студент, весельчак, так называемый добрый малый, то есть самый большой негодяй, выучивший нас и пить и в карты играть, уговорил после попойки ехать туда.

IV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Ҫакӑ вӑл эпӗ гимназире, ман пичче пӗрремӗш курс студенчӗ чухне пулса иртрӗ.

Случилось это, когда я был еще в гимназии, а брат мой старший был студент первого курса.

IV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

— Семен пичче, мӗн ку?

— Дядя Семен, что это?

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Апла пулсан, Степан пичче патне каймалла, — татӑклӑн пӗлтерчӗ Марийка.

— Тогда так: надо идти к дяде Степану, — решительно заявила Марийка.

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ку атте мар, Илюша пичче, — терӗ вӑл хурланса.

— Это не папка, а дядя Илюша, — сказал он невесело.

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑрман тӑрӑхӗсем ҫинчен Хворостянкин пичче мӗн каланине итле-ха…»

Слушай, что дядько Хворостянкин насчет лесополос говорит…»

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Апла та капла, «ман пичче ывӑлӗ» чӗлхесӗр, калаҫма пултараймасть, текелесе, тем тӗрлӗ те кӑтартса пӑхрӗ вӑл, анчах капла тунипе коменданта пушшех пӑтраштарса ячӗ.

По-разнмоу пытался показать, что его «племяш» не может говорить, и только окончательно сбил с толку коменданта.

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

А эсӗ паянтан пуҫласа ман пичче ывӑлӗ пулатӑн.

А ты с сегодняшнего дня мой племяш.

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Мӗн эс, Степан пичче!

— Да что ты, дядя Степан!

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Степан пичче, нивушлӗ пурте пирӗн ялсем?

— Неужто, дядя Степан, все наши были?

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вара ман паталла ҫаврӑнса: — Синь пичче, ӗнерхи спектакль епле килӗшрӗ сана? — тесе ыйтрӗ.

Потом, повернувшись ко мне, спросил: — Понравилось тебе вчера в театре, брат Синь?

Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.

Кимӗ пысӑк, Синь-эр пичче ашкӑнас ҫук.

Лодка большая, а брат Синь никогда не балуется!

Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.

Аннепе сакӑр ҫулхи Хун-эр, пичче ывӑлӗ, кӑна эпӗ килессе кӗтнӗ.

Навстречу мне вышла мать, а за ней, как я сразу же догадался, выбежал мой восьмилетний племянник Хун-эр.

Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.

Манто — Яша пичче — Хӑмӑш-Бурунри столовӑй заведуюшийӗ, ҫулла повар пулса пионер лагерьне каять.

Манто — дядя Яшо — заведующий столовой в Камыш-Бурун, летом отправляется в лагерь в качестве повара.

Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Камбузран мандолина тӗнкӗлтеттерни те илтӗнмест: уяв ячӗпе тӗкӗнмелле мар запасран ҫителӗклех сыпнӑ Яша пичче те лӑпланчӗ пулас.

Не слышалось больше треньканья мандолины с камбуза: видно, угомонился и сам дядя Яша, изрядно хвативший из неприкосновенного запаса по случаю праздника.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ку каҫ Яша пичче хӑйӗнчен мӗн кӗтнинчен те ытларах туса кӑтартрӗ.

Дядя Яша превзошел самого себя в этот вечер.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed