Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ирхине the word is in our database.
Ирхине (тĕпĕ: ирхине) more information about the word form can be found here.
Ирхине Половцев мухмӑрлӑ Лятьевскипе чылайччен калаҫрӗ.

Утром Половцев долго говорил с прохмелившимся Лятьевским.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ирхине вара, чылай вӑхӑт иртсен, шупка-хӗрлӗ тӗс ҫапнӑ тӗтресем хӑйсен тӳпепе хӗвеле хупласа тӑнӑ чаршавне янках уҫса, ҫӳлелле вӗҫсе хӑпарса кайрӗҫ.

Поздно утром взмыли порозовевшие туманы, оголив небо и солнце.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ирхине ӑна кӑларса янӑччӗ, анчах ҫавӑнтан вара, ӗнтӗ нумай-нумай кун тӑтӑш, юратса пӑрахнӑ ик куҫа курнӑ вӑл пур ҫӗрте те — керменре, храмра, урамра; парӑнуллӑн та тунсӑхлӑн пӑха-пӑха ӑсатнӑ вӗсем ӑна пур ҫӗрте те.

Утром она отпустила его, но с тех пор уже много дней подряд видела она повсюду во дворце, в храме, на улицах — два влюбленных, покорных, тоскующих глаза, которые покорно провожали ее.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Нагульнов ним чӗнмесӗрех ирттерсе ячӗ, анчах ирхине, килтен тӑрса тухсанах, Ванюшка Найденова шыраса тупрӗ те ытахальтен тенӗ пек, ҫапла каларӗ:

Нагульнов промолчал, а утром, как только встал, разыскал Ванюшку Найденова и — словно между прочим — сказал:

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Разметнов ирхине пер ултӑ сехетсенче ял Советне пынӑ чухне Нагульнов ҫывӑрсах ларатчӗ-ха.

Размётнов, придя в сельсовет часов в шесть утра, еще застал Нагульнова спящим.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫурхи курӑк пекех, симӗс, таса, хаваслӑ та ачаш вӑл, ун ҫине вӑрахчен пӑхсан, чӗре ҫуталать; ӑна ирхине пӑхрӑн пулсан, яра кунах ҫӑмӑл вара саншӑн.

Он зелен, чист, весел и нежен, как трава весенняя, и когда смотришь на него долго, то светлеет сердце; если поглядеть на него с утра, то весь день будет для тебя легким.

VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Курсам, юн пек, каҫхи шуҫӑм пек, гранатӑн ҫурӑлнӑ чечекӗ пек, энгедсен иҫӗм пахчинчи ҫӑра эрехӗ пек, сан туту пек, юратуллӑ каҫ хыҫҫӑнхи ирхине пулакан сан туту пек хӗрлӗ вӑл, ман Суламифӗм.

Погляди, он красен, как кровь, как вечерняя заря, как распустившийся цвет граната, как густое вино из виноградников энгедских, как твои губы, моя Суламифь, как твои губы утром, после ночи любви.

VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ирхине, правленине кӗрсе тӑмасӑрах, Яков Лукич Банник патне тата «Дона ирӗке кӑларассишӗн кӗрешекен союза» явӑҫтарнӑ хӑйпе пӗр каварлӑ ытти ҫынсем патне тухса утрӗ.

Наутро Яков Лукич, не заходя в правление, отправился к Баннику и остальным единомышленникам, завербованным им в «Союз освобождения Дона».

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӗсем тахҫанчченех калаҫса ларчӗҫ, тепӗр ирхине вара хаваслансах кайнӑ Половцев Яков Лукича хӑй патне чӗнсе илчӗ те:

Они проговорили допоздна, и на следующее утро повеселевший Половцев позвал Якова Лукича к себе.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ирхине ӑна Давыдов хӑй патне чӗнтерчӗ; алӑкне ҫаклатса лартрӗ те, куҫӗсене ҫӗклемесӗрех: — Эсӗ мӗн капла?.. — тесе ыйтрӗ.

Утром его вызвал к себе Давыдов; заложив дверь на крючок, не поднимая глаз, спросил: — Ты что же?..

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ирхине колхоз правленине тухса каять, Давыдовпа, Нагульновпа, платниксемпе, бригадирсемпе калаҫать.

С утра шел в правление колхоза, разговаривал с Давыдовым, Нагульновым, с плотниками, с бригадирами.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ирхине ирех ман патӑма тӑватӑ карчӑк пырса кӗчӗҫ.

— Приходют ко мне спозаранок четыре старухи.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ирхине, апат ҫинӗ хыҫҫӑн, вӑл чӑх-чӗп картишне тухса утрӗ.

Утром, позавтракав, он направляется на птичий двор.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗҫерсе илнипе вӑл вӑранса кайрӗ, вырӑнӗ ҫинчен тӑчӗ: шӑппӑн ятлаҫкаласа, кӗпи ҫинчи шӑтӑкне ҫӗлесе лартас шутпа тӗттӗмре йӗппе ҫип шырама пуҫларӗ, унсӑрӑн ирхине Анна асӑрхӗ те ҫав шӑтӑкшӑн ӑна пӗр-икӗ сехет хушши пӑскӑртӗ…

Он просыпается от ожога, встает; шепотом ругаясь, шарит в темноте иголку, чтоб зашить дыру на рубахе, а то Анна утром доглядит и будет за эту дыру точить его часа два…

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Халиччен вӑл яра куна кунӗпех ӗҫре чӑрманса ирттеретчӗ; ирхине вӑкӑрӗсене, ӗнине, сурӑхӗсене, лашине тухса апат паратчӗ, шӑваратчӗ; кӑнтӑр апачӗ вӑхӑтӗнче каллех анкартинчен, пӗр пӗрчине те тӑккалама хӑраса, тирпейлӗн, утӑ-улӑм йӑтатчӗ, ҫӗрле выльӑхсене картана хупатчӗ.

Бывало, прежде весь день напролет у него занят: с утра мечет корм быкам, корове, овцам и лошади, поит их; в обеденное время опять таскает с гумна в вахлях сено и солому, боясь потерять каждую былку, на ночь снова надо убирать.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫавӑнпа пулӗ-ха, эпӗ ирхине ирех эсир кинӳпеле иксӗр ӑна хулӑсемпе нӳхреп лаҫҫинелле хӳтерсе кӗртнине курнӑччӗ…

— То-то я на зорьке видел, как ты со снохой хворостинами направляли его на погребицу…

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хопровпа унӑн арӑмӗн виллисене тупнӑ ирхине вӑл Нагульновпа тата Разметновпа чылайччен калаҫрӗ.

Наутро, когда были обнаружены трупы Хопрова и его жены, он долго говорил с Размётновым и Нагульновым.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Половцев ирхине Яков Лукича ҫапла пӗлтерчӗ:

Якову Лукичу Половцев утром сказал:

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӑватӑ кун хушши умлӑ-хыҫлӑ пухусем пулчӗҫ, вӗсем ирхине ҫынсене вӑратакан автансем шарлатса авӑтичченех тӑсӑлчӗҫ.

Собрания созывались в течение четырех дней подряд каждый вечер и продолжались до кочетиного побуднего крику.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫӗр хута шухӑшласа выртнӑ хыҫҫӑн ирхине тата вуникӗ вӑтам хресчен заявлени пачӗ, вӗсем те выльӑх-чӗрлӗхӗсене хӑваласа пычӗҫ.

С утра еще двенадцать середняков, одумавшись за ночь, принесли заявления, пригнали скот.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed