Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пур the word is in our database.
пур (тĕпĕ: пур) more information about the word form can be found here.
Вилтӑприсем хушшипе иртеҫҫӗ те вӗсем каллех ҫухалаҫҫӗ, ҫамрӑксем те пур унта, ваттисем те.

Старые и молодые проходили между могил.

IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

— Ҫапла ҫав, А-и Хӗрлӗ куҫ унран ӗҫ мӗнлине тӗпчесе пӗлесшӗн пулнӑ, вӑл пур — рожон ҫине хӑпарса тӑнӑ та: «Ҫӗр ҫинчи аслӑ Цин династийӗ тытса тӑракан пурнӑҫ ун мар, пирӗн, пӗтӗм халӑхӑн пулмалла», — тенӗ.

— Я вам точно говорю. Стал его допрашивать Красноглазый, выведывать подробности, а он давай его с толку сбивать. «Поднебесная, говорит, которой владеет Цинская династия, — принадлежит нам всем».

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Тен, ҫын какайне ҫисе курман ачасем те пур пулӗ?

Может, есть еще дети, не евшие людей?

XIII // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Ухмаха ернӗ ҫын ҫине мӗн пӑхмалли пур! — тесе кӑшкӑрса ячӗ вара.

Чего хорошего смотреть на сумасшедшего!

X // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Хапха умӗнче халӑх кӗпӗрленет, Чжао Гуй-вэнпе йытти те пур унта.

За воротами стоит толпа людей: среди них и Чжао Гуй-вэнь со своей собакой.

X // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Эп ун патне хыҫран пырса тӑтӑм та: — Пичче, ман сана каламалли пур, — терӗм ҫав тери тӳлек те кӑмӑллӑ сасӑпа.

Я остановился позади него и с исключительным спокойствием, чрезвычайно вежливо обратился к нему: — Брат, я должен тебе что-то сказать.

X // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Кунсӑр пуҫне тата пур кӗнекесенче те ҫапла ҫырнӑ.

Вдобавок в книгах об этом везде написано.

VIII // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Астӑватӑп, темле кӗнекере гиена ятлӑ чӗрчун пур тесе ҫырнӑччӗ.

Помню, в книгах говорится, что существует такая тварь, гиена.

VII // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Вӗсем вара, пур айӑпӗсенчен тасалса, ҫав вӑхӑтрах ӗмӗчӗсене тултарса, савӑнӑҫлӑн ахӑлтатса кулӗҫ.

Тогда они не будут виноваты и, радуясь исполнению своего заветного желания, станут хохотать.

VII // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Ҫавӑнпа пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ вӗсем, эпӗ лектӗрччӗ тесе, пур ҫӗре те танатасемпе тетелсем лартса тултарнӑ.

Поэтому все они связались друг с другом, везде понаставили силки и сети, чтобы я сам в них попался.

VII // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Эпӗ те ҫынах, вӗсем пур — мана ҫиесшӗн!

Я тоже человек, они хотят меня съесть!

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Пур ҫӗрте те ҫутӑ ҫутса янӑ.

Все покои осветились.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Пур енчен те ҫакӑ сисӗнсе тӑрать: районрисем йӑлтах аптраса ӳкнӗ иккен, унти пуҫлӑхсенчен нихӑшӗ те колхозсене тухса курӑнмаҫҫӗ, колхозран тухнисен пурлӑхӗпе мӗн тумалла? тесе ҫырса ярсан, парти райкомӗ те, Райполеводсоюз та нимӗнле ответ та памаҫҫӗ.

По всему чувствовалось, что в районе господствовала полная растерянность, никто из районного начальства в колхозах не показывался, на запросы мест о том, как быть с имуществом выходцев, ни райком партии, ни райполеводсоюз не отвечали.

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тата ҫав чирӗ пур унӑн… тытамак.

И еще эта его болезнь… припадки.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ӗнесене каялла тавӑрса пама Мускавран приказ пур тет.

— Коров — приказано из Москвы — вернуть.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нагульнов е Давыдов пырса кӗрсен, пур ҫӗрте те тенӗ пекех хаҫата темшӗн йӑпӑр-япӑрах алӑран алла пама тытӑнаҫҫӗ, вара, хайхискер, шап-шурӑ вӗҫен кайӑк евӗр, ҫынсен ушкӑнӗ тавра вӗҫсе ҫаврӑнать те пӗрин шалпар кӗсйине кӗрсе ҫухалать.

И почти везде при появлении Нагульнова или Давыдова почему-то торопливо передавали газету из рук в руки, пока она, белой птицей облетев толпу, не исчезала в чьем-нибудь широченном кармане.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Статья пирки пур ҫӗрте те вӑйлӑ тавлашусем сике-сике тухаҫҫӗ.

По поводу статьи всюду возникали великие спорища.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Премьерǎра ҫак ял тǎрǎхӗнче пурǎнакансем, тӗрлӗ ҫӗрте вǎй хуракансем: ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗсем Вячеслав Васильев тата Венера Васильева, Галина Иванова, Вадим Васильев, Аркадий Андреев,Алина Королькова, Дина Димитриева, Людмила Родионова, — вылянӑ.

Help to translate

Ҫеҫкери ҫӗмӗрт каллех ҫеҫкеленет // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11720.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed