Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ытти the word is in our database.
ытти (тĕпĕ: ытти) more information about the word form can be found here.
«Пилӗк ывӑлтан пӗрне мана турӑ мӑшкӑлласа панӑ пулӗ», — тетчӗ ашшӗ, ытти ывӑлӗсем кӗрнеклӗ те ӑслӑ пулнипе савӑнса.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— «Тӑвансем! Мускавра, Питӗрте, Хусанта тата ытти хуласенче те Совет йӗркине улӑштарнӑ, кив йӗркене тавӑрнӑ…» — пуҫларӗ вулама Кӗпӗрьян.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Мускавра, Питӗрте, Хусанта тата ытти хуласенче те Совет йӗркине улӑштарнӑ, кив йӗркене тавӑрнӑ…»

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ытти ҫӑткӑн ӳсентӑрансем кӑпшанкӑсене ҫӗр ҫийӗнчи кӑкшӑмсенче тытаҫҫӗ.

Обычно плотоядные растения ловят насекомых в кувшинчики над землей.

Борнеора ҫӗр айӗнче апат шыракан ҫӑткӑн ӳсентӑрана тупнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32234.html

Ҫапах та Ахтупай хӑйне телейлӗ тесе шутлать: мӑрса ӑна, унпа пӗрле ытти тӗкӗрҫӗсене те, Чалӑма илсе каймарӗ.

Help to translate

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унпа пӗрле тата ытти чӑртмах ҫынсем те пулчӗҫ.

Help to translate

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ытти выльӑх юлманран амӑшӗ хӑйӗн чӑххисене йыхӑрма пикенчӗ, вӗсене хыҫрам сапса пачӗ пулас, — вӑл чӑхсемпе хӑй тӗллӗн калаҫнӑ хушӑра Ятламас тутлӑн ҫывӑрса кайрӗ.

Help to translate

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗттӗм пулнӑ ҫӗре Урасмет мӑрса килне темиҫе лав хаклӑ тир, кӗрпе-ҫӑнӑх тата ытти япала турттарса пычӗ, Элентейпе Мӑрсук Тукай картишне ясак вырӑнне илсе тухнӑ темиҫе ӗнене кӗртсе ячӗҫ.

Help to translate

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сахвине патне ясак ыйтма кӗрес шухӑш Урасметӑн та пулнӑ, анчах, чӑнах та, ҫынни питӗ хӑрушӑ-ҫке, хӑйӗнпе урлӑ пулнӑ этеме тӳрех киреметпе е ытти усал вӑйпа хӑратать.

Help to translate

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пурте ҫакна курчӗҫ: Тукай ялӗ ытти енчен чухӑн пулсан та ваттисем енчен пуян иккен.

Help to translate

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр тирӗкрен какай татӑкӗ илсе хыпрӗ, тепӗр тирӗкрен чӑкӑт хуҫса илчӗ, ытти ӗҫме-ҫимесене тӗрӗслесе тухрӗ те кӑшкӑрса ячӗ:

Help to translate

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каччӑсем ытти тӗкӗрҫӗсене хӑваласа ҫитме васкамарӗҫ — мур тӗпне кайччӑр вӗсем, янтӑ лашана та илме пӗлменскерсем!

Help to translate

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Карамышпа ытти мӑрсасем пӑрӑнсан Тукай Яхуте ҫине тепре сиввӗн пӑхса илчӗ те ӑна ним тума пӗлменнипе лач! сурчӗ, вара тепӗр тӗкӗрҫе хӑйӗн Султанне йӗнерлесе тухма хушрӗ.

Help to translate

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ну, апла кӑмӑлтан ытлашши хуҫӑлмалли ҫук-ха санӑн, — куллине пытарса ушкӑнти ытти ҫынсене ӗҫтерме пикенчӗ Карамыш.

Help to translate

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ытти лашасем чиперех сӗлӗ ҫисе тӑраҫҫӗ, Асаматпа хан панӑ юпах тиха ҫук.

Help to translate

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нумайӑшсем кӑна ӗненесшӗн те пулмарӗҫ — мӑрса учӗсем крепость картишӗнчи витере тӑнӑ-ҫке-ха, ытти лашасем пек тӑлӑ вӗҫҫӗн вӑрманта ҫӳремен.

Help to translate

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Икӗ кун лайӑх каннӑ Асамат пилӗк ҫухрӑма ут янӑ чух ытти утсене нумай кая хӑварчӗ.

Help to translate

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫук, ут янӑ чух та, каярахпа та ҫӗнтереймерӗҫ Карамышпа ытти мӑрсасем Тукая.

Help to translate

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ытти мӑрсасем ку Карамыша вӗлермерӗ-ши тесе хыттӑн ахлатса илчӗҫ.

Help to translate

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗррехинче, шӑп кӑна сӗрен пуҫланас умӗн, Тукай Ахтупая ытти тӗкӗрҫӗсемпе ухӑ пӗкечисем авнӑ Ҫӗртен чӗнсе илчӗ те хӑйӗн чи лайӑх учӗсем тӑракан витене илсе кайрӗ.

Help to translate

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed