Шырав
Шырав ĕçĕ:
20. Унтан Иисус Хӑй нумайрах хӑват кӑтартнӑ хуласене ӳкӗнменшӗн ятла пуҫланӑ: 21. хуйхӑ ҫитӗ сана, Хоразин! хуйхӑ ҫитӗ сана, Вифсаида! сире кӑтартнӑ хӑватсене Тирпа Сидонра кӑтартнӑ пулсассӑн, вӗсем тахҫанах хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, кӗлпе сапӑнса ҫылӑхӗсенчен ӳкӗннӗ пулӗччӗҫ; 22. калатӑп сире: сут кунӗ Тирпа Сидона сирӗнтен ҫӑмӑлтарах пулӗ.
Мф 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Паллӑсем пирки ҫапла калатӑп: ҫӗр ҫинче пурӑнакансене нумайӑшне сехӗрленӳ ярса илӗ, ун чухне чӑнлӑх ҫулӗ хупӑнӗ, тӗнчере ӗненӳ чакӗ, 2. вара эсӗ халӗ курса тӑракан, илтессе те тахҫанах илтнӗ тӳрӗмарлӑх ӳссе кайӗ.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ӗнтӗ ҫапла хушса ҫырнӑ ҫыру ҫитнӗ вырӑнта пур ҫӗрте те суя тӗнлӗ ҫынсем халӑхпалан ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттернӗ, вӗсен чунӗнче тахҫанах тымар янӑ курайманлӑх чӑрсӑррӑн тапса тухнӑн вӗсем хавассӑн кӑшкӑрашнӑ.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Манӑн халӑхӑм вара Мана астумасть, тахҫанах манса кайрӗ.
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эпӗ тахҫанах сан сӳсменне ҫӗмӗрсе тӑкрӑм, сӑнчӑрна татса пӑрахрӑм, эсӗ ӗнтӗ: «йӗрӗхсене пуҫҫапмӑп» терӗн, ҫав вӑхӑтрах кашни ҫӳллӗ сӑрт ҫинче, кашни лапсӑркка йывӑҫ айӗнче аскӑнла ӗҫсем турӑн.
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Тофет тахҫанах хатӗр ӗнтӗ; ӑна патша валли те хатӗрленӗ, тарӑн та сарлака вӑл; унта кӑварӗ те, вутти те нумай; Ҫӳлхуҫа вӗрсе илӗ те — вӑл кӳкӗрт сапнӑ пек хыпса илӗ.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Ӗнтӗ тахҫанах, Давидпа Асаф вӑхӑтӗнчех, юрӑҫсене ертсе пыраканӗсем пулнӑ, ҫавӑн чухнех Турра мухтаса та тав туса юрламалли юрӑсем юрланӑ.
Неем 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӗрарӑм каланӑ: эпӗ [тахҫанах] тӑлӑх арӑм, упӑшкам вилчӗ; 6. санӑн хӑрхӑмун икӗ ывӑлччӗ; вӗсем хирте хирӗҫсе кайнӑ та, вӗсене уйӑракан пулман, вара пӗри тепӗрне вӗлернӗ.
2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Камӑн та пулин ӳчӗ ҫинче тилҫе пулсассӑн, ӑна священник патне илсе пымалла; 10. священник ӑна пӑхса тухӗ, ӳчӗ ҫинчи шыҫҫи шурӑ пулсассӑн, ҫӑмӗ те шуралнӑ пулсассӑн, шыҫӑ какайланса тӑрать пулсассӑн, 11. ку — унӑн ӳчӗ ҫинче тахҫанах пуҫланнӑ тилҫе; священник ҫав ҫынна таса мар тейӗ те хупса лартӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл таса мар.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Манӑн тахҫанах асанне, кукамай пулма вӑхӑт. Вӑйӑм-халӑм пур чухне мӑнукӑмсене ӑс парас, йӑпанас килет. Ҫав вӑхӑтрах халех ӗҫлеме пӑрахас килмест-ха. Килте кӑна ларакан хӗрарӑм пек курмастӑп-ха хальлӗхе хама. Ӗҫе кӑмӑлласах ҫӳретӗп. Пӗлӗве ҫуллен ӳстеретӗп. Отпускра чухне те ӗҫшӗн тунсӑхлама тытӑнатӑп. Пирӗн професси — питӗ асамлӑ. Туртса кӗрсе каять те — тӗпчетӗн, тишкеретӗн, сӑнатӑн. Ҫав ӑшталануран вара пысӑк киленӳ илетӗн», — чунне уҫрӗ тухтӑр.
«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Кӑҫалхи пек япӑх ҫулсем тахҫанах пулман.
Пирӗн ҫулсем мӗншӗн начар? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2697.html
Халӗ те пирӗн пата килмелли сӑлтав шырасах тӑрать — 10 ҫул каяллахи шӑлавар кирлӗ имӗш, ӑна ҫисе янӑ кӗве те тахҫанах килтен вӗҫсе тухса кайнӑ ӗнтӗ!
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Темиҫе ҫул тиркешеҫҫӗ, анчах та тахҫанах «ала витӗр кӑларма» вӑхӑт ҫитни пирки шухӑшламаҫҫӗ.
Чун витӗр кӑлармалла // Алексей МОСКОВСКИЙ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
– Патшалӑх, муниципалитет, общество организацийӗсем тата граждансем пӗрле ку ыйтӑва тахҫанах татса панӑ.
Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
- Патшалӑх, муниципалитет, общество организацийӗсем тата граждансем пӗрле ку ыйтӑва тахҫанах татса панӑ.
Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Чӑн чӑваш районӗсенче, унти пӗчӗк кӑна ялсенче те мероприятине вырӑсла ирттернине те тахҫанах хӑнӑхса кайрӑм темелле.
Сывӑ пултӑр Елчӗк ен! // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2670.html
«Эсир мана хӑвӑрӑн уҫӑ тӳпе айӗнчи музей ҫинчен кӑларнӑ буклета ярса паман пулсан эпӗ Чӑваш ҫӗршывӗнче ҫакӑн пек тӗлӗнтермӗш пуррине пӗлмесӗрех юлаттӑмччӗ пуль», - ҫырнӑччӗ икӗ ҫул каялла ман ятпа янӑ ҫырӑвӗнче «Культура» телеканалра «Россия - любовь моя» кӑларӑма йӗркелесе ертсе пыракан Пьер Брюне Броше, вырӑсланнӑ француз журналисчӗ, Мускавра тахҫанах тӗпленнӗскер.
Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№
Асӑннӑ мерӑсене тивӗҫтересси пысӑк тӑкаксемпе ҫыхӑннӑ, анчах вӗсене пурнӑҫлама тахҫанах вӑхӑт ҫитнӗ, ку ӗҫе урӑх кая хӑварма юрамасть.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Мунчо тахҫанах ӑнран кайнӑ.
II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫак инкекшӗн ӑна пӗтӗм хула халӑхӗ хӗрхенет, мӗскӗн «Австри ҫынни» фотографипе ӗҫлейми те пулнӑ иккен, фотографи ӗҫӗ ӑна хӑйне тахҫанах итлесшӗн те пулман.
II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.