Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуса (тĕпĕ: ҫу) more information about the word form can be found here.
Вӑл простыне ҫурса вакларӗ, Ассунтӑн аманнӑ кӑкӑрне спиртпа ҫуса тасатрӗ те питӗ тачӑ ҫыхса хучӗ.

Он разорвал простыню, обмыл раненую грудь Ассунты спиртом и сделал плотную перевязку.

VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Шамполион гримне ҫуса тасатрӗ, сылтӑм бакенбардне хӑйпӑтрӗ; сулахаййине хуллен ҫеҫ Полина туртать, — бакенбард сӗвӗннӗ май тӑсӑлнӑ пит ҫӑмарти кулӑшла, уҫӑмсӑр сасӑ кӑларчӗ.

Шамполион стирал грим, сняв правую бакенбарду; левую тихонько потянула Полина, и бакенбарда отстала, при чем оттопырившаяся щека издала забавный глухой звук.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Куратӑп, сире аванах ҫуса тасатнӑ.

Вас, вижу я, хорошо выстирало.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Трюмсене паянах ҫуса уҫӑлтарӑр, — терӗ вӑл хаш сывласа, — клюзсемпе камбуза сӑрлӑр…

— Обязательно вычистить и проветрить трюмы, — сказал он, вздыхая, — покрасить клюзы и камбуз.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Аян патрона кӑларчӗ, пӑшал кӗпҫине ҫуса тасатрӗ, шлюпкӑна тарӑн ҫӗре сӗтӗрсе кӗчӗ — вӑл хыпаланать; унпа пӗрле, унран пӗр ҫеккунт та юлмасӑр, хулари ҫӳлле хӗр шывра чӗр куҫҫи таран ҫӳрет.

Аян вынул патрон, промыл ствол и вывел шлюпку на глубину — он торопился; вместе с ним, ни на секунду не оставляя его, ходила по колена в воде высокая городская девушка.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Тем пек васкарӗҫ пулин те, ҫӗрле ҫуса кайнӑ юр ирӗлнипе ҫӗр ҫемҫелнӗ те, хытах каяймарӗҫ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тахҫантанпах путлӗн ҫӑвӑнса курманскер, Калюков сивӗнсе ӗлкӗреймен мунчара кӑҫалхи милӗкпе киленсех ҫапӑнчӗ, пӗтӗм кирӗкне ҫуса тасатрӗ, пӗчӗк чӳречене хура сатин татӑкӗпе карса, ҫиччӗллӗ лампа ҫутсах хырӑнчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗр те ҫитрӗ, пурӑнсан-пурӑнсан, пирвайхи юр та ҫуса кӑтартрӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пирвай суранне ҫуса тасатӑр, унтан тин ҫыхса ярӑр…

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ваннӑйра ҫуса, таса кӗпе-йӗм тӑхӑнтартсан, сестрасем Ваньккана уйрӑм пӳлӗме илсе кайса вырттарчӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Туйӑмлӑ ҫунатӑр ҫумне сухӑр ҫыпӑҫрӗ тӗк — эсир ӑна килӗрте ҫуса тасатаятӑр…

Если к вашим чувствительным крылышкам пристала смола, вы можете отмыть ее дома…

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Хушӑран ҫурҫӗр енчен тӑман килсе юр ҫуса лартнӑ, сивӗтсе пӑрахнӑ, ик-виҫӗ кунранах ӑшӑтма тытӑннӑ.

Иногда налетит с севера метель, начнется снегопад, ударят морозы, а через два-три дня наступает оттепель.

Кӑлтӑрпи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Пӳлӗме тирпейлесе кӗпе-йӗм ҫуса пӗтерчӗ ҫеҫ — хваттерте шӑнкӑрав сасси янӑраса кайрӗ: Зина иккен.

Help to translate

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Кашӑк-тирӗке ҫуса тирпейленӗ хыҫҫӑн ыранхи уроксене хатӗрленме кӗрсе ларчӗ.

Help to translate

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Вӑл ывӑлӗн япалисене пуҫтарчӗ те пӳлӗме ҫуса тирпейлерӗ, савӑк кӑмӑлпа килӗ еннелле утрӗ.

Help to translate

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Общежитин столовӑй валли уйӑрнӑ пӳлӗмне ҫуса тирпейлерӗ.

Help to translate

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Хунямӑшӗ тасатса-тирпейлесе пурӑннӑран халиччен кӗпе-йӗм ҫуса та, урай сӗрсе те курман вӗт вӑл.

Help to translate

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Олеся тухса кайнӑ хыҫҫӑн пӳрте сивӗ шывпах ҫуса тухрӗ Аня.

После того как Олеся ушла, Аня вымыла дом холодной водой.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

— Витя, ман санпа калаҫмалли пур, — каҫхи апат хыҫҫӑн чашӑк-тирӗке ҫуса хунӑ май упӑшкине алӑран пырса тытрӗ Аня.

— Витя, мне с тобой поговорить надо, — моя после ужина посуду, однажды Аня взяла мужа за руку.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

— Хӑҫанччен ҫапла калаҫмасӑр пурӑнасшӑн эс? — кашӑк-чашӑка ҫуса пуҫтарса хурсан сӑмах хушрӗ арӑмӗ.

— Доколе ты будешь молчать? — сказала жена, умыв и убрав посуду.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed