Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуна the word is in our database.
ҫуна (тĕпĕ: ҫуна) more information about the word form can be found here.
Тепӗр чух чӑнах та ӑна пӑртак кӑтӑш пулма май килет, анчах ҫуна сулӑнкӑна кайса ҫул хӗррине хыттӑн пырса ҫапать те, элчӗ вӑранса тӑлӑп ҫухине сирет.

Help to translate

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ывӑлӗ кӳлсе килнӗ ҫуна хапхаран тухас чух Эхмемет мӑрсана чӗнсе килме хушрӗ.

Help to translate

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сарыев ҫывӑрса кайнӑ урисене аран-аран хускаткаласа ҫуна ҫинчен анчӗ те хапхана хыттӑн шаккарӗ.

Help to translate

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫуна кӗрт хӳсе кайнӑ ҫул тӑрӑх йывӑррӑн шунӑ май Сарыев мӑрса ӳлӗмрен Бурнаш тӗлӗшӗнчен хӑйне мӗнле тыткаласси ҫинчен шутлать.

Help to translate

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫуна ҫулӗ ӳксен Мускава Астраханьтен Хусейн хан элчисем килсе ҫитрӗҫ.

Help to translate

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫул ҫинче те чара-чара тӑратрӗҫ, ҫуна ҫинчи улӑма пӑлхатса пӗтерчӗҫ, — тӑлӑпне хывса ҫакнӑ хушӑра мӑкӑртатрӗ Микихвер.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Якимова ҫавӑтса килсе ҫуна ҫине вырттарма пулӑшрӗҫ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Разойдитесь! — татах кӑшкӑрса, ҫуна ҫинчен анчӗ комиссар.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Стрелять буду! — ҫуна ҫине тӑрса, вырӑсла кӑшкӑрчӗ Якимов.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Кӗпӗрьян, сирӗн патра Пӑрмас лаши тӑрать, хуҫинчен ыйтӑр та ҫара ҫуна кӳлсе килӗр…

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ҫав тӑкӑрлӑкпа юнашар вырӑсла хапха умне ҫавӑр лашуна, — терӗ те ҫуна ҫинчен сиксе анчӗ Эльгеев.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хыҫлӑ ҫуна ҫине пӑрҫа улӑмӗ хурса вырнаҫрӗҫ те кив тӑлӑпӗсене пӗркенчӗҫ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Кур-ха, пит ӑнӑҫлӑ ҫӳренӗ эсир, кун чухлӗ кайӑк тытасси сайра пулать, — терӗ утайми пулнӑ ывӑлне пӗчӗк ачана вырнаҫтарнӑ пек ҫуна хыҫне меллӗн лартса.

Help to translate

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Карамыш ҫав кӗрмек Тукая тӗп тӑвас пулсан, — тет вӑл, — эп вара ун хӗрӗпе хама урӑхла тыткаланӑ пулӑттӑм, ҫӑварне тутӑр пӗтӗркелесе чикӗттӗм те ҫуна ҫине ҫавӑрса ҫапса вӑшт! ҫеҫ вӑрласа кайӑттӑм.

Help to translate

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шупашкартан иртсен мӑрса ларса пыракан ҫунан тупанӗ ҫурӑлса тухрӗ те, кӳршӗ ялта ҫӗр хута ҫуна шырама тиврӗ.

Help to translate

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫуна ҫулӗ пӑсӑлма пуҫланӑ ӗнтӗ.

Help to translate

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Миҫе ҫуна? — яштах сиксе тӑрать мӑрса.

Help to translate

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Алӑста ӗҫӗпе пурӑнакансем хӗлле валли чӗреслӗх, пичке-каткалӑх, урапа туканӗпе ҫуна тупанӗлӗх йывӑҫ хатӗрлеҫҫӗ.

Help to translate

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каҫхине мулкач хирсем тӑрӑх ҫӳресе тӳрӗ йӗрсемех хӑварать, анчах тул ҫутӑлсан ун тӑшманӗсем вӑранаҫҫӗ, вӑл йытӑ вӗрнине е ҫуна тупанӗ чӗриклетнине илтет тата ҫынсен сассисене, вӑрманта кашкӑр кӑшӑртатнине тӑнлать, хӑраса ӳксе ун-кун чупкалама тытӑнать.

Заяц ходит ночью по полям и лесам без страха и прокладывает прямые следы; но как только приходит утро, враги его просыпаются, заяц начинает слышать то лай собак, то визг саней, то голоса мужиков, то треск волка по лесу и начинает от страха метаться из стороны в сторону.

Мулкачсем // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 38–39 с.

Ҫара ҫуна ҫине улӑм ытларах хур, ҫанталӑк сивӗтрӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed