Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫукчӗ (тĕпĕ: ҫук) more information about the word form can be found here.
Ун вырӑнне ҫулла киле хуса кӗртме ҫукчӗ пире.

Зато летом детей невозможно было загнать домой.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чирӗке эпир икӗ хут пытӑмӑр, эсӗ ҫукчӗ…»

Дважды мы были в церкви, а тебя не застали…

Салакайӑк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Ӗнер те ҫукчӗ мар-и вӑл?

— Его ж и вчера не было?

Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Никамӑн та капла хӑтланма ӑс ҫитес ҫукчӗ ӗнтӗ.

Пожалуй, ни у кого бы ума не хватило на такое.

Ҫын ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӗлӗкрех пирӗн чиркӳсем те ҫукчӗ, турӑ ҫинчен те пӗлмен эпир, тырӑ ҫапах йӑтӑнса пулнӑ.

Раньше-то у нас и церквей не было, и про бога мы не знали, а хлеб родился.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чиркӳ таврашӗнчи ҫын кил-йышӗнче мар, пӗр-пӗр хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ пулсан Александр Петровичӑн пупа тухасси пирки шутламалли те ҫукчӗ ӗнтӗ.

Не будь Александр Петрович поповичем — не мечтать бы ему о духовном сане.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗсем ҫитнӗ ҫӗре Укахви бригадинче никамах та ҫукчӗ, Укахвипе Санюк тата икӗ хӗрача никам ҫине пӑхмасӑр хыпӑнса ӗҫлетчӗҫ.

Help to translate

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Эпӗ ҫитнӗ чухне чӑнах та участокра никам та ҫукчӗ, упа пек, кунӗ-кунӗпе варманта сӗтӗрӗнсе ҫӳреттӗм.

Help to translate

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫаврӑнса пӑхман пулсан, палласа та илес ҫукчӗ, хӗр пырать темелле ҫеҫ.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗнер те пултӑм, эсӗ ҫукчӗ.

Help to translate

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑрмана яма ӑна наян терӗҫ пулӗ ӗнтӗ, ун ячӗ вӑрмана каякансен списокӗнче ҫукчӗ, ытти ӗҫе ниҫтах та чӗнсе каймарӗҫ.

Help to translate

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗҫрен пушанса каялла кӗнӗ ҫӗре Хаят ҫукчӗ, амӑшӗ кӑмака патӗнче айкашатчӗ.

Help to translate

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Конюхсен ҫуртӗнче никам та ҫукчӗ, вӗсем вара Иван пиччен пӑрӑнӑҫлӑ пурнӑҫне тӗрлӗ енчен сӳтсе явса пӑхрӗҫ.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кам пӗлнӗ ӑна, эпир тухнӑ чух нимле пароход та ҫукчӗ, — терӗ пӗр ҫамрӑкӗ.

Help to translate

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман ӑна куншӑн ӑшра мухтарӗ ҫеҫ, мӗншӗн тесен унӑн пули-пулми ҫинчен юмах итлеме пӗрре те кӑмӑл ҫукчӗ.

Help to translate

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ашшӗ, Кӑтра Михала, ҫукчӗ, ҫавӑнпа та хӗрарӑмсем ытлашши вӑтанса тӑмасӑр Сехрене нумайччен тӑрӑхласа ларчӗҫ.

Help to translate

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ахтупай кӗсйинчи пурлӑ-ҫуклӑ укҫине тытсах пычӗ — хуралҫӑсем ытла куштанланас пулсан вӑл темиҫе алтынне хӗрхенсе тӑрас ҫукчӗ ӗнтӗ.

Help to translate

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пылӗ те, кӗрпи-ҫӑнӑхӗ те, хаклӑ йышши пулӑ та, тир-сӑран та лавӗ-лавӗпеччӗ Тукайӑн, выльӑх-чӗрлӗхӗн шучӗ ҫукчӗ.

Help to translate

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахаль пулсан ниепле те пушӑ алӑпа килес ҫукчӗ, — именерех калаҫрӗ Тукай.

Help to translate

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупайпа Аникей ку килте ҫӗр каҫма ҫеҫ шутланӑччӗ, вӗсен унта нумай пурӑнма сӑлтав ҫукчӗ.

Help to translate

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed