Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тухтӑрсем ӑна ав, ҫемҫе апат тесе, чирлесен ҫиме хушаҫҫӗ…
Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.
Вӑл вара ман ҫемҫе кӑмӑла сисрӗ пулмалла, васкасах ӑнлантарма пуҫларӗ: «Пирус тӗпне е усӑ курнӑ шӑрпӑка урайне ан пӑрах, вӗсене валли урна лартса панӑ. Хӑяр татӑкӗ ҫине ан пус, асӑрханса ҫаврӑнкала. Мӗн упа ҫури пек кӗрӗс-мерӗс эсӗ, чавсупа перӗнсе пушӑ куркасене ҫӗмӗрсе пӗтеретӗн ӗнтӗ», — тет мана ҫакӑ.
Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.
Ҫӳлелле, аялалла силлесе пӑчӑртасан, кӗске те ҫемҫе пӳрнисем ывӑнчӗҫ пулмалла, алла вӗҫертсе ячӗ.
Япшар тус якатать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 13–15 с.
Ҫемҫе чӗреллӗ хӗрарӑм ӗсӗклесе, куҫӗсене шӑлса илчӗ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Кӗҫтук Наталья Лаврентьевнӑна час-часах хӑйӗн хуйхи-суйхине уҫса парать; ҫемҫе чунлӑ хӗрарӑм унӑн сӑмахне ӑнланса, ӑша хурса итлет, хӑй те хирӗҫ ӑшӑ сӑмах каласа йӑпатма пӗлет.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Кӗсле Матви Кирукӗ, теҫҫӗ ялта, — терӗ ача ҫемҫе уҫӑ сасӑпа.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Кӗҫ-тук, хура куҫ харшисене пӗрсе, шухӑша кайса Сикстинская Мадонна ҫине пӑхса ларчӗ-ларчӗ те тӳсеймерӗ, ҫемҫе альтпа хуллен юрласа ячӗ:
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Староста вӑтам пӳллӗ, вӗрсе хӑпартнӑ пек тулли питлӗ, пӗрмечеллӗ хура пустав халатпа, сӑран атӑпа, кӑшкарла ҫавӑрса кастарнӑ ҫырӑ ҫӳҫне йывӑҫ ҫӑвӗпе сӗрсе ҫемҫетнӗ; чӗлхи-ҫӑварӗ те унӑн, ҫу сӗрнӗ пекех, ҫемҫе.
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ытла та ҫемҫе чунлӑ-ҫке эсӗ…
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Вӑл каллех Лавр еннелле ҫаврӑнчӗ, чуна ачашлакан ҫемҫе сассипе калаҫма тытӑнчӗ, самантрах студентсем ҫинчен ыйтса пӗлчӗ, хӑй ҫинчен пӗлтерчӗ: апат-ҫимӗҫ сутакан магазинта ӗҫлет иккен, директор, пӗчченех пурӑнать.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Вӑл унӑн пурҫӑн пек ҫемҫе сарӑ ҫӳҫӗпе вылять, унӑн ачанни евӗр пӗчӗк, илемлӗ пуҫне хӑйӗн чӗрҫийӗ ҫине хурать.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Ҫӳҫӗр питӗ чаплӑ сирӗн, сап-сарӑ, хулӑн, ҫемҫе.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Ҫемҫе чунлӑ хӗрарӑм упӑшкинчен юлнӑ кӗске кӗрӗке, унӑн ҫӗлӗкне, алсишӗсене, ҫӑматтисене — йӑлтах вӑрҫӑри салтаксем валли пачӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Юманӑн йывӑҫҫи ҫирӗп пулсан та, унӑн кӑтра илемлӗ ҫулҫисем, ытти йывӑҫсенчен каярах сарӑлнипе, питӗ ҫемҫе, ҫамрӑк, таврари ҫитменлӗхрен хытӑ хӑраҫҫӗ.
Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.
Чӑн та, ҫав ҫап-ҫамрӑк ҫемҫе ҫулҫӑсене хайхи имҫам та лекмен лаптӑкри тепӗр тӗрлӗ хуртсем йӑлтах сырса илеҫҫӗ.
Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.
Вӗсен анчах сарӑлма пуҫланӑ ҫемҫе кӑчкисем имҫампа часах вӗтеленсе ҫӗре тӑкӑнаҫҫӗ.
Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.
Ман ҫине пӑхса: — Тавтапуҫ сире, Мишша кукаҫ! Эсир ҫӗленӗ сӑранӗ ытла ҫемҫе, урасене питӗ канлӗ. Халӗ вӑрмана кайнӑ чух уяр ҫанталӑкра яланах ҫак тапочкине тӑхӑнӑп, — терӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Ҫемҫе партманет пулнӑскер.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Ҫулӗ ҫемҫе курӑклӑ, утма ҫӑмӑл.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Вӗр-ҫӗнех вӑл, симӗс тӗслӗ, ҫемҫе те ҫӳхе, ҫӑмӑл.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.