Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗршывра (тĕпĕ: ҫӗршыв) more information about the word form can be found here.
Эпӗ ҫак ҫӗршывра пурӑнакан чӗрчунсем вӑйлӑ та илемлӗ тата ҫаврӑнӑҫуллӑ пулнинчен питӗ тӗлӗнтӗм.

Я удивлялся силе, красоте и быстроте обитателей этой страны.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ку ҫӗршывра политикӑлла партисем те, вӗсен членӗсемпе ҫул-пуҫӗсем те; тӗрлӗ кружоксем те, тӗрмесемпе ҫын пуҫне касмалли пуртӑсем те, ҫынна хӗртмелли саламатсем те, ҫынна ҫыхса лартса мӑшкӑл кӑтартмалли юпасем те ҫук.

Не было лидеров и членов политических партий и кружков, не было тюрем, топоров, виселиц, плетей и позорного столба.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Виҫӗ уйӑх иртсен, вӑл хӑй те вилчӗ, хӑйӗн юлашки пурнӑҫне урӑх ҫӗршывра пурӑнса ирттерме шутланӑ пекех, вӑл таҫти ҫӗршыва тухса кайнӑ пекех ҫухалчӗ.

Через три месяца она умерла, словно отправляясь в далекую страну, где они решили провести остаток своей жизни.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Гуигнгнмсене ҫак ҫӗршывра тупма май пур чи хӳтӗ те улах вырӑнсене пытараҫҫӗ.

Хоронят гуигнгнмов в самых глухих и укромных местах, какие только можно найти.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Паллах ӗнтӗ, ехусене чӑннипех кураймаҫҫӗ, анчах вӗсем ҫак ҫӗршывра мӗн авалтанпах пурӑннӑ пулсан, вӗсене ҫав териех курайман, вӗсене тахҫанах пӗтернӗ пулӗччӗҫ.

Конечно, еху вполне заслуживают эту ненависть, но все же вражда к ним никогда не достигла бы таких размеров, если бы они всегда здесь обитали; иначе они давно бы уже были истреблены.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫак предани тӑрӑх, авалхи вӑхӑтра ехусем ҫӗршывра паллӑ та пулман.

Согласно этому преданию, в старые времена еху были совершенно неизвестны в стране.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Асӑннӑ советсен чи пысӑк пухӑвӗ эпӗ ҫав ҫӗршывра пулнӑ вӑхӑтра, унтан тухса кайиччен виҫӗ уйӑх маларах пулса иртрӗ.

Одно из таких больших собраний происходило во время моего пребывания в стране, месяца за три до моего отъезда.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ытти ҫулҫӳревсен примерӗ тӑрӑх, вулакан, ахӑртнех, эпӗ те ҫакӑнти ҫӗршывра пурӑнакан чӗрчунсен йӑлисем ҫинчен каласа парасса кӗтет пулӗ.

То читатель, наверно, ожидает, что, следуя примеру других путешественников, я дам ему подробное описание нравов и обычаев туземцев.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫак ҫӗршывра эпӗ виҫӗ ҫул пурӑнтӑм.

Так как я прожил в этой стране целых три года.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хам ҫӗршывра ҫуралнӑ ҫынсене хисепленине пула, эпӗ ӑна ехусен асӑннӑ йӑлисем пирӗн ҫӗршывра та, уйрӑммӑнах пуян ҫынсемпе ӗҫлемесӗр иртӗхсе пурӑнакан ҫынсем хушшинче палӑрма пуҫлани ҫинчен те ӑнлантарса памарӑм.

Из уважения к моим соотечественникам я не хотел объяснять ему, что вижу в этих припадках еху зачатки той хандры или сплина, который нередко встречается в нашей стране среди богатых и праздных людей.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

«Пирӗн ҫӗршывра хӑшпӗр вырӑнсенче йӑлтӑртатса выртакан тӗрлӗ тӗслӗ чулсем тӗл пулкалаҫҫӗ.

В нашей стране кое-где попадаются разноцветные блестящие камешки.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пачах та урӑхла: пирӗн ҫӗршывра начар ӳт-тир, ҫӗр тӗслӗ пит-куҫ лайӑх юнтан тухнине пӗлтерекен паллӑ пулса тӑрать.

Во всяком случае, в нашей стране слабое, болезненное тело, худоба и землистый цвет лица служат верными признаками благородной крови.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пирӗн ҫӗршывра ытти ҫитменлӗхсем те ҫав тери нумай, вӗсене пула нихҫан сывалайми чирсем пуҫланса каяҫҫӗ.

Целым рядом других недугов мы обязаны бесчисленным порокам, процветающим в нашей стране.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ ӑна ӗҫмелли тӗрлӗ шывсене ют патшалӑхсенчен хамӑр ҫӗршывра ӗҫмелли шыв ҫуккипе мар, урӑх сӑлтавпа ҫырӑнса илни ҫинчен ӑнлантарса патӑм.

Я объяснил ему, что мы выписываем из чужих стран напитки совсем не потому, что у нас не хватает воды.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ӑна уйрӑммӑнах пирӗн ҫӗршывра ҫӑл шывӗ ҫителӗклӗ марри, ҫӑл шывне илмешкӗн тинӗс леш енче выртакан ҫӗршывсене кайма тивни тӗлӗнтерчӗ.

Его особенно поразило то, что в наших странах не хватает пресной воды и население должно посылать в заморские земли за питьем.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хамӑн хуҫалӑхӑма эпӗ хамӑр ҫӗршывра судьясем тесе харпӑрлӑх пирки тухакан тавлашусене татса паракан тата айӑпа кӗнӗ ҫынсене суд тӑвакан ҫынсене калани ҫинчен ӑнлантарса патӑм.

Ваша милость, продолжал я, должна знать, что судьями у нас называются лица, на которых возложена обязанность разрешать всякие споры о собственности и судить преступников.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ ӑна пирен ҫӗршывра йӑхран-йӑха темиҫе сыпӑка куҫса пыракан, мӗн ачаранпах шурӑ-хура тӗслӗ, хура-шурӑ тӗслӗ пулать тесе ҫирӗплетекен, хӑйсене мӗншӗн ытларах тӳлеҫҫӗ, ҫавӑншӑн ҫине тӑракан ҫынсем нумай шутланни ҫинчен каласа патӑм.

Я объяснил ему, что в нашей стране имеется многочисленное сословие людей, которые с молодых лет обучаются доказывать, что белое — черно, а черное — бело, смотря по тому, за что им больше заплатят.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫавӑнпа та пирӗн ҫӗршывра вӑрҫӑсем нихҫан та пӗтмеҫҫӗ, салтак ремесли вара чи хисеплӗ ӗҫ шутланать.

Поэтому войны у нас никогда не прекращаются, и ремесло солдата считается самым почетным.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫапах та вӑл пирӗн ҫӗршывра ехусем кӑна ӑс-тӑнлӑ пулсан, вӗсем ытти пур чӗрчунсене те хӑйсене пӑхӑнтарса пуҫпулса тӑнипе килӗшмеллех пулать, терӗ, мӗншӗн тесен ӑс-тӑнӑн ытти пур вӑйсене те ҫӗнтермелле, вӗсене хӑйне пӑхӑнтарса тӑмалла.

Однако он согласился с тем, что если у нас только одни еху одарены разумом, то по всей справедливости им и должно принадлежать господство над остальными животными, так как разум всегда торжествует над грубой силой.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫакна хирӗҫ эпӗ ӑна пирӗн ҫӗршывра лашасене виҫӗ ҫултан пуҫласах хӑйсен ӗҫӗсене тума вӗрентсе хӑнӑхтарни ҫинчен, итлеменнисене пӗрре те шеллемесӗр хытӑ хӗртсе хӗн тӳстернисем ҫинчен, хӑйсен ӗҫне лайӑх туса хуҫисенчен парне илмешкӗн тивӗҫлӗ пулма, ҫак хушӑрах хӑйсене хӗнессинчен ҫӑлӑнма вӗрентни ҫинчен тӗплӗн ӑнлантарса патӑм.

В ответ я подробно описал ему, какой тренировке подвергаются наши лошади начиная с трехлетнего возраста, как их бьют и мучают, чтобы добиться от них покорности; как приучают стремиться к наградам и бояться наказаний.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed