Шырав
Шырав ĕçĕ:
37-38. Пӗлӗтсене хӑй ӑсӗпе кам пайӑн-пайӑн шутласа илӗ, тусан пылчӑк пулса выртнӑ чухне, ҫӗр катрамӗсем ҫыпӑҫӑнса ларнӑ чухне ҫумӑр витрине кам тытса тӑрайӗ?
Иов 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Хӑв ҫине тулӑх ҫумӑр ҫутармашкӑн пӗлӗтсене кӑшкӑрса итлеттерейӗн-и?34. Можешь ли возвысить голос твой к облакам, чтобы вода в обилии покрыла тебя?
Иов 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25-27. Чунсӑр-чӗмсӗр ҫӗрте, ҫын пурӑнман пушхирте ҫумӑр ҫутармашкӑн, пушхирсемпе ҫеҫенхирсене шӑвармашкӑн, курӑк вӑррине шӑтарса ӳстермешкӗн шыв ҫулӗсене кам уҫса парать, аслатиллӗ ҫиҫӗм ҫулне кам кӑтартса тӑрать?
Иов 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӑлах ҫумӑр пӗлӗчӗсене шывпа тултарать, вара пӗлӗтсем Унӑн ҫутине сапаласа тӑраҫҫӗ, 12. вӗсем Турӑ ирӗкӗпе ҫула тухаҫҫӗ: Вӑл ҫӗр валли мӗн тума хушнине пӗтӗмпех тӑваҫҫӗ.
Иов 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӑл тумламӑн-тумламӑн шыв пухать; пухӑнса ҫитсессӗн шывӗ ҫумӑр пулса ҫӑвать: 28. пӗлӗтрен тӑкӑнса ҫынсем ҫине ытлӑн-ҫитлӗн ҫӑвать.
Иов 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫиле виҫе хунӑ чухне, шыва виҫепеле вырӑнаҫтарнӑ чухне, 26. ҫумӑр валли йӗрке панӑ чухне, аслатипе ҫиҫӗм валли ҫул палӑртнӑ чухне 27. Вӑл ӑслӑлӑха курса тӑнӑ, ӑна уҫса кӑтартнӑ, тӗрӗслесе пӑхнӑ та ҫирӗплетнӗ, 28. вара этеме каланӑ: «Ҫӳлхуҫаран хӑрани — акӑ вӑл чӑн ӑслӑлӑх, усалтан аякра тӑни — акӑ вӑл ӑс-хакӑл» тенӗ.
Иов 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Хырӑмне тултарнӑ чухнех ун ҫине Турӑ хаяр ҫиллине кӑларӗ, ҫумӑр ҫутарнӑ пек, унӑн ӳчӗ ҫине [чир-чӗр] ҫутарӗ.
Иов 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл тӑвакан ӗҫсем — аслӑ, тӗлӗнмелле, вӗсене ӑнласа ҫитерейместӗн, вӗсен имӗ-сумӗ те ҫук, 10. Вӑл ҫӗр ҫине ҫумӑр ҫутарать, уй-хир ҫине шыв ярать; 11. кӗҫӗне юлнисене асла кӑларать, хур куракансене ҫӑлӑнӑҫ патне илсе тухать.
Иов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Эсӗ — сӑваплӑ арӑм, пирӗншӗн кӗлтусамччӗ, Ҫӳлхуҫа вара пирӗн шыв тытмалли вырӑнсене тултарма ҫумӑр ярса парӗ те, шывсӑр урӑх асапланмӑпӑр эпир, тенӗ.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эпӗ тӳпене хупӑнтарнӑран ҫумӑр ҫумасӑр тӑрӗ-и е хӗрлӗ шӑрчӑка пӗтӗм ҫӗре ҫаратса хӑварма хушӑп-и, е Хамӑн халӑхӑм ҫине мур чирӗ ярӑп-и, 14. Манӑн ятӑмпа хисепленекен халӑхӑм йӑвашланса кӗлтума тытӑнсассӑн, Мана шыраса тупса хӑйсен усал ҫулӗсенчен пӑрӑнсассӑн, Эпӗ тӳперен вӗсене илтӗп те вӗсен ҫылӑхӗсене каҫарӑп, вӗсен ҫӗрне сиплесе тӳрлетӗп.
2 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кӗслеҫӗ кӗслине калама тытӑнсанах, Елисее Ҫӳлхуҫа алли сӗртӗннӗ, 16. вара Елисей каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫак айлӑмра ур чавса тухӑр, 17. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир ҫил вӗрнине те кураймӑр, ҫумӑр ҫунине те кураймӑр, айлӑма пурпӗрех шыв капланса килӗ, вара эсир хӑвӑр та ӗҫетӗр, вак выльӑхпа шултӑра выльӑх та ӗҫӗ; 18. Ҫӳлхуҫа куҫӗ умӗнче ку сахал: Вӑл Моава та сирӗн аллӑра парӗ, 19. ун чухне эсир мӗнпур ҫирӗплетнӗ хуласене тата мӗнпур тӗп хуласене аркатӑр, мӗнпур паха йывӑҫа касса пӗтерӗр, мӗнпур шыв ҫӑлкуҫне пӗвелесе тухӑр, мӗнпур хир лаптӑкӗсене чул пӑрахса тухса юрӑхсӑра кӑларӑр, тенӗ.
4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Илия каланӑ: Ахава кайса кала: «ҫумӑр айне пулас мар тесен, [урапуна] кӳл те ларса кай» те, тенӗ.Он сказал: пойди, скажи Ахаву: «запрягай [колесницу твою] и поезжай, чтобы не застал тебя дождь».
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ахава вара Илия ҫапла каланӑ: кай, ӗҫ те ҫи: ӗнтӗ ҫумӑр шавӗ илтӗнет, тенӗ.41. И сказал Илия Ахаву: пойди, ешь и пей, ибо слышен шум дождя.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Илия ӑна каланӑ: ан шиклен, кай та ху мӗн каланине ту; анчах чи малтан пысӑках мар тутлӑ чуста пашалӑвӗ пӗҫер те мана килсе пар; ывӑлупа иксӗр валли кайран хатӗрлӗн, 14. мӗншӗн тесессӗн Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: Ҫӳлхуҫа ҫӗр ҫине ҫумӑр ярас кунчченех чӗресре ҫӑнӑх иксӗлмӗ, чӳлмекре ҫу чакмӗ, тет, тенӗ.
3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Кӑштахран, ҫӗр ҫине ҫумӑр ҫуманнипе, ҫав юхӑм типсех ларнӑ.7. По прошествии некоторого времени этот поток высох, ибо не было дождя на землю.
3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Галаад ҫӗрӗнчи Фесва ҫынни Илия [пророк] Ахава каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри чӗрӗ! эпӗ Ун умӗнче тӑратӑп; ҫак ҫулсенче сывлӑм та ӳкмӗ, ҫумӑр та пулмӗ, пулсассӑн та — эпӗ каласассӑн ҫеҫ пулӗ, тенӗ.
3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ирхине тул ҫутӑлса килсессӗн, янкӑр тӳпене хӗвел тухсассӑн, ҫумӑр хыҫҫӑн уяртсан курӑк паркаланса ӳсет — 5. ҫавӑн пек мар-и Турӑшӑн манӑн килӗм?
2 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эй Гелвуй сӑрт-тӑвӗ! сирӗн ҫине сывлӑм та, ҫумӑр та [ан ӳктӗр], сирӗн ҫинче ҫимӗҫ кӳрекен уй-хир те ан пултӑр: ӗнтӗ унта паттӑрсен хулканне аркатнӑ, Саула ҫу сӗрнине уямасӑр унӑн хулканне аркатнӑ.
2 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Самуил ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана тархасласа чӗннӗ те, Ҫӳлхуҫа ҫав кун аслатипе ҫумӑр янӑ; пӗтӗм халӑх Ҫӳлхуҫапа Самуилран сехӗрленсе ӳкнӗ.
1 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ акӑ Ҫӳлхуҫана тархасласа чӗнӗп те, Вӑл аслатипе ҫумӑр ярса парӗ, эсир вара, хӑвӑр валли патша ыйтса, Ҫӳлхуҫа умӗнче мӗн тери пысӑк ҫылӑх тунине пӗлсе-курса тӑрӑр.
1 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.