Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юрамасть (тĕпĕ: юра) more information about the word form can be found here.
Ҫуркунне типӗ килнӗ май, регионта пушара хирӗҫле ятарлӑ режим пирки йышӑну кӑларнӑ, унпа килӗшӳллӗн, кӑҫалхи апрелӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа октябрь уйӑхӗчченех вӑрмана кӗрсе кӑвайт чӗртме юрамасть.

Help to translate

Вӑрмана пушартан упрар // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/

«Пирӗн аслӑ ӑрӑвӑн пархатарлӑ ӗҫне манма юрамасть», - теҫҫӗ хастарсем.

Help to translate

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Ҫакӑн ҫинчен нихҫан та манма юрамасть, — тенӗччӗ ӑна экзаменра профессор.

Help to translate

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

— Ку картинӑна ниепле те курмасӑр хӑварма юрамасть сирӗн!

Help to translate

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Нумай йӗме юрамасть, мӗншӗн тесен куҫ пӑсӑлма пултарать.

Help to translate

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

— Нумай шухӑшлама нихҫан та юрамасть пурнӑҫра, ав, ҫамрӑк ҫынах — ҫӳҫӗсене кӑвакартма та ӗлкӗрнӗ.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

— Сана, тусӑм, пачах та ӗҫме юрамасть, — терӗ вӑл, чӳрече патӗнчен пӑрӑнса.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Концерта каймаллах-ха унӑн, урӑхла юрамасть, анчах Алексее те паян курмаллах!..

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

«Мана ыттисем пек пӗр шухӑшсӑр выляса, чупса ҫӳреме юрамасть, ман урӑххи ҫинчен шухӑшламалла», — теттӗм ун чухнех.

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

— Кӗреҫҫӗ, анчах халь юрамасть

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Юрамасть кунта кӗме, юрамасть! — аллисемпе шыва ҫатлаттарса, кӑшкӑрса ячӗ вӑл.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Унӑн халлӗхе ҫакна ҫеҫ ӑнланмалла: юрамасть, юрамасть, уншӑн, Зиминцевшӑн юрамасть, урӑх никамшӑн та мар, кунсӑр пуҫне ҫакӑн пек туни Зиминцевшӑн усӑллӑ пулсан, урӑххисемшӗн никамшӑн та сиенлӗ мар, ыттисемшӗн сиенлӗ пулсан Зиминцев ҫапла туман та пулӗччӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ачана халех илсе каяс пулать, кунта юрамасть ӑна…

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

(Хӑй вӑхӑтӗнче ҫав чӗлхесен шалти вӑйне чӗртсе-хускатса яма латин чӗлхи хытӑ пулӑшнине те манма юрамасть.)

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Куҫарнӑ пьесӑсене кӑна лартса пурӑнма юрамасть.

Help to translate

9. Драматурги ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Анчах та кунта пире кӳрентерекен факта та манса хӑварма юрамасть: пирӗн хӑш-пӗр хисеплӗ литераторсем, А. Эсхель, Л. Агаков, В. Алагер, К. Пайраш тата ыттисем те, ҫак енӗпе ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗскерсем, драматургие пачах пӑрахса проза енне куҫса кайрӗҫ.

Help to translate

9. Драматурги ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫакна нихҫан та манма юрамасть: профессилле театра ҫӑмӑлттайланса выляс йӑла пырса ан кӗтӗр, паянхи пурнӑҫ ҫыннин тулли те кӑткӑс сӑнарне кӑтартас ӗҫрен ӑсталӑх ҫитменнипе пӑрӑнса юлма ан лектӗр.

Help to translate

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Хула патне ҫывхарса пынӑ чух машинӑна кун пек хытӑ хӑвалама та юрамасть, хуллентерех килес пулать.

Help to translate

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вырӑнӗ питӗ хӑрушӑ, ҫапах та ку позицие пӑрахса хӑварма ниепле те юрамасть.

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Чӑваш чӗлхине пирӗн манма юрамасть.

Help to translate

Чӑвашсем сахалланман // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=osDYnrmxBp4

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed