Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юн the word is in our database.
юн (тĕпĕ: юн) more information about the word form can be found here.
Тепри Венюкӑн юн тымарне тытса пӑхать, чӗрине итлет.

Help to translate

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Тепӗр икӗ кунтан ҫав ҫулпах кайма тиврӗ, Сантӑрккан ӳтне турттарса таврӑнчӗҫ — нумай юн кайса вилнӗ терӗҫ тухтӑрсем.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр чарӑнмасӑр ҫапӑҫса, юн тӑкса, каялла чакса килетпӗр.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Тухса пӑх-ха: хӑлхаран юн анмасть-и?

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Те юн нумай юхнипе, те пуҫӗ ҫаврӑннипе куҫӗ хуралса килчӗ — хӑйсем патне иккӗн-виҫҫӗн чупса ҫитнине ҫеҫ астӑвать вӑл…

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсем хушшинче юн нумай ҫухатнипе халран кайнисем те чылай.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юлашки патронӗсене пере-пере, сержант ыттисем кайнӑ еннелле чупма тӑнӑччӗ, ҫав самантра темскер килсе ҫапрӗ те, сулахай пӗҫҫи сӑрӑлтатса чӗтресе илчӗ, ҫавӑнтах юн юхма тытӑнчӗ.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Салтаксем юлашки юн тумламӗ юлмиччен ҫапӑҫма Тӑван ҫӗршыв умӗнче тупа турӗҫ.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ун патне иккӗн-виҫҫӗн чупса пычӗҫ: мӗнпур ӳт-пӗвӗ чӗп-чӗрӗ юн — пуҫӗнче те, кӑкӑрӗнче те, хулӗнче те суран ҫине сурӑн.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пирӗн паттӑр Хӗрлӗ Ҫар хаяр тӑшманпа кӗрешсе юн тӑкать, а эсир, кунти воспитательсем, халех хӑраса ӳкнӗ…

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сирӗн телейшӗнех-и, тен, эпир паян нумай юн ӗҫрӗмӗр, нумай ҫын чӗрине кӑларса ӑшаларӑмӑр.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах тахҫанах аманнӑ чӗрин тарӑн суранӗнчен чӗрӗ юн пӑчӑртанса тухма пуҫлани ыйхине хӑваларӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куҫне кӑра юн тулчӗ.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь ӳсӗрскерсем, юн шӑршине сиснӗ тискер кайӑксем пек, Макҫӑм сӑмахне хӑлхана та чикмерӗҫ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн пит-куҫӗ тумлам юн юлман пек шурса кайнӑ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан нумай юн юхнипе ӑшчикӗ ҫуннине туйрӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Амантнӑ ӳт-тирӗнчен юн пӑчӑртанса тухрӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫамрӑк вӗри юн инҫетри чӑвашсем патне кайса курма хистетчӗ.

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Юн ӗҫен кӑпшанкӑсенчен ӑшӑ тапнине те туйрӑм.

Help to translate

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Пӗрре ҫапла хамӑрӑн йытӑ ҫинче юн ӗҫсе кӳпченӗ сӑвӑс лара парать, ун ҫине тепри — пӗчӗкреххи — вырнаҫнӑ, виҫҫӗмӗш чи пӗчӗк сӑвӑсӗ те кунтах — вӑтамми ҫине хӑпарса ларнӑ.

Help to translate

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed