Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тахӑшин учӗ, канӑҫсӑррӑн тулхӑра-тулхӑра ыйха вӗҫтерет.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Казаксем лашисене апат хурса панӑ та хӑйсем пурте пекех ыйха туртаҫҫӗ.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӗрлӗ вакунсенче вӑрахчен ыйха яракан кичем шӑплӑх тӑчӗ.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кӑнтӑрла казаксем тарӑн мар окопсенче хӗвӗшекен Австри салтакӗсем ҫине перкелесе илеҫҫӗ, каҫсерен, шурлӑх хӳттине ҫакланнӑскерсем, ыйха туртаҫҫӗ е картла ҫапаҫҫӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пулемет командин начальникӗ тутлӑн ыйха туртать.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Станица кӗрен тӗтрепе витӗнсе ҫывӑрать, Сергей те ҫывӑрса кайрӗ, йӗри-тавра пурте ыйха путнӑ — пахчара ҫулҫӑсем те чӑштӑртатмаҫҫӗ, пӗр Ниловна анчах ҫывӑрмасть.
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тӑрӑлма ӗлкӗреймен ирхи тул ҫутинче Григорий канӑҫсӑр ыйха путрӗ.
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ыйха путса пыракан пысӑк хулан шӑв-шавӗ, трамвайсем чӑнкӑртатни, электричество сенкер ҫутӑпа йӑлтӑртатни — ҫаксем пурте Григорий кӑмӑлне йывӑрлантарса ячӗҫ.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вагон сӑпкари пек канлӗн сиктерсе пырать, кустӑрмасем шӑлтӑртатни ачашласа ыйха ярать.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӳхлеҫҫӗ казачкӑсем, вӗсен тӑванӗсем-тусӗсем кашни кун юн тӑкаҫҫӗ, пуҫӗсене хураҫҫӗ, унтан куҫӗсене сӳнтерсе, нихҫан вӑранми ыйха путса, Австри, Польша, Прусси ҫӗрӗсенче тупӑ сассипе ҫӗрсе кайса, тӑпра пулаҫҫӗ…
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Юрать, юрать, — ыйха путса мӑкӑртатрӗ Листницкий.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Икӗ ҫӗр ҫывӑрмасӑр ирттернӗ хыҫҫӑн Листницкий канлӗ ыйха путрӗ.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ыйха путас умӗн, хӑйне асаплантаракан, ку вӑхӑтчен те аса килмен, темле япалана аса илме пикенсе, тертленсе выртрӗ.Перед сном тщетно старался припомнить что-то гнетущее в мыслях, несловленное.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫуна тупанӗсемпе якалнӑ ҫул йӑлтӑркки, тӗссӗр кӑвак пӗлӗт кирӗклӗхӗ, вӑрман, чӗлхесӗрскер, йывӑр ыйха путнӑскер…Притертый полозьями глянец дороги, серая ветошь неба, лес немой, смертно сонный…
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пантелей Прокофьевич урапа ҫинче харлаттарса ыйха туртать.
9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Ыйха питӗ ир татас пулать вара.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Мӗн калаҫатӑн, Кузьмич, ыйха пула ҫапла-и? — терӗ Бояркин ҫенӗке кӗрсе.— Ты что, Кузьмич, со сна такой? — сказал Бояркин, входя в сени.
XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Лампочкӑсем хальчченхи пекех ҫуттӑн ҫунаҫҫӗ пулсан та, вӗсен ҫути ҫуртсене, садсене тата картасене кирек хӑш каҫри пекех ҫутатнӑ пулин те, Сергее тарӑн ыйха кайнӑ станица ҫинче ҫутӑсем шӑпах ҫак сехетре тӗксӗммӗн йӑлтӑртатнӑ пек туйӑнать; ӑна юпасем ҫинчи, пӳртсем умӗнчи хунарсем ун ҫине савӑнӑҫлӑн мар пӑхнӑ пек, кула-кула куҫӗсене хӗснӗ пек туйӑннӑ.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Юлашки эрнесенче каменоломньӑра — штабра та, столовкӑра та, рак хуран чулӗнчен чутласа тунӑ ансӑр нарсем ҫийче ыйха кайнӑ чух та ҫынсем Иван Гаврилович Шустова аса илсе хурланнӑ, Пантелей Москаленко пирки пит пӑшӑрханнӑ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл халӗ ыйха пула ҫухалакан ҫӗрлехи вӑхӑтсен вӑрттӑнлӑхне пӗлме тӑрӑшать.Он посвящался в неслышные тайны ночи, обычно скрытые от него сном…
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.