Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шута (тĕпĕ: шут) more information about the word form can be found here.
Чӗлхе ыйтӑвӗсене тӗрӗс ӑнланманни, пӗр енчен, национализм туртӑмӗсем патне, тепӗр енчен, наци уйрӑмлӑхӗсене шута илменни патне илсе пыма пултарать.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫавӑнпа та наци политикине тытса пырас ӗҫре наци чӗлхисен аталанӑвне шута илни, ҫав аталанӑвӑн ҫул-йӗрне тӗрӗс ӑнланни питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Пӗр паллӑ кинорежиссер, кинопа телевидени хӑвӑрттӑн аталанса пынине шута илсе, театр пурнӑҫӗ кӗҫех пӗтсе лармалла, тенӗ.

Help to translate

7. Театр тата кино // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Вӗсем ҫапла килӗштерсе ӗҫленин пархатарӗ, музыка театрен культурине халӑх йышлӑн хутшӑннине шута илмесӗр пуҫне, ак ҫакӑнтан та курӑнать.

Help to translate

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

— Пурне те шута илеҫҫӗ пуль…

Help to translate

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

— Ку тӗрӗс мар вара, милици кашни гражданин ыйтнинех шута илет, ӑна мӗн май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшать, — тет ӑна хирӗҫ Орлов.

Help to translate

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ҫавна шута илсе ӗнтӗ ӑна иртнӗ суйлавра Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗн депутатне суйланӑ.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Тӳресем стройпа илемлӗ утма пӗлнине, пӗрремӗш пулӑшу кӳме пултарнине, автомат салатса пуҫтарнине, пултарулӑх енчен ӑста пулнине те шута илнӗ.

Help to translate

Пограничниксен ҫамрӑк тусӗсем - слётра // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60951

Пирӗн те чӑн малтанах ҫак тарӑна каякан йӑла-йӗркесене пӑхса, уйрӑмах ҫак Иван Яковлев пек паллӑ патриархсем хӑйсен шухӑшӗсене ҫирӗплетсе хӑварнине тӗпчесе, паянхи куна шута илсе малалла аталантармалла тесе утмалла тесе шухӑшлатӑп.

Help to translate

Яковлев халалӗ - пурнӑҫ кӗнеки // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=9geMRIgkUUo

— Сӑлтавсӑр ӗҫмен тата, ҫавна шута илӗр.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Фермӑра шута илмен ӗнесем пуррине эсир лайӑхах пӗлнӗ имӗш.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Никам та вӗрентсе каланине юратмасть, ҫавна шута илтӗм пуль.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Сулахай алӑра кача пӳрне ҫуккине шута илмесен, манра урӑх нимле катӑк-пӑсӑк тупаймӑн.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫыракан ҫыннӑн — журналист-и вӑл, писатель-и — хуйхи-суйхи нумай: журнал редакцийӗнче ӗҫлекенсен кӑмӑлне те, геройсен пурнӑҫӗнчи улшӑнусене те шута илмелле.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Сӗт хисепне шута илет паллах.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кантурта ӗҫлекенсемпе канашламасть, вӗсен сӗнӗвӗсене шута илмест.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тен, ҫавна шута илчӗ хӗр.

Help to translate

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

— Ҫавна шута илмелле-мӗн алла ручка тытиччен.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫавна та шута илмелле, — вӗчӗрхенерех каларӗ Испуханов.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Магазинсенче ӗҫлекенсене хальхи вӑхӑтра агрономсенчен ытларах хисеплеҫҫӗ, ҫавна та пулин шута ил.

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed