Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ку ҫын ячӗсем унӑн чӗрине тарӑн кӗрсе юлнӑ, вӗсене мӗн виличчен те манас ҫук ӗнтӗ.
3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Анчах темле хавхаланса вуласан та ку сӑвӑсем хан чӗрине хускатмарӗҫ.
7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Капӑр тумтир витӗр хӗр чӗрине кураймастӑн.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Чӗрине кам вут хыптарнӑ? — Паллӑ, паллӑ вӑл — Севкке!
Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.
Ан тив, сывӑ юлнисем чипер таврӑнччӑр, ҫынсем савӑннине курса, Алимпи хӑйӗн юратнӑ Иванне асра тытӗ те яланах чӗрине йӑпатса пурӑнӗ.
Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.
Ҫакӑ унӑн чӗрине ҫӗклентерчӗ.
Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.
Ҫак ырӑ сӑмахсем пурин чӗрине те ҫирӗппӗн кӗрсе лараҫҫӗ, пурин кӑмӑлне те ҫӗклентереҫҫӗ.
Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.
Ир пуҫласа каҫчен татти-сыпписӗр кӑшкӑрать вӑл: такама вӑрҫать, темшӗн киревсӗрленет, такам чӗрине ыраттарасшӑн тулашать.
Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Ҫав хушӑра Михапар хӑйсен хӗрӗсене аса илчӗ те, унӑн чӗрине такам хӗсрӗ тейӗн.При этих словах Михабар вспомнил о своих детях, и сердце сжало будто тисками.
Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Вырӑс ҫӗрӗнчи восстани вучӗ чӑваш халӑхӗн чӗрине те вут хыптарнӑ.
Малтан калани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
…Ку чӑнлӑх Янтул чӗрине ҫиҫӗм пек ҫутатса ячӗ.
Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Тархасшӑн… — тенисем ҫеҫ Ваҫук чӗрине ҫурса илтӗнчӗҫ.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Амӑшӗ чӗрине аллипе хуплать.
Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Сӑмахсен пӗлтерӗшӗ вара яланхи пекех кая юлса чӗрине пырса касрӗ.
Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Д.Куропаткинан малашне те хӑйӗн тӗпренчӗкӗсене хавхалантарса пурӑнма сывлӑхӗ ан хавшатӑрччӗ, вӗсен юратӑвӗ ват ҫын чӗрине ӑшӑтса тӑтӑрччӗ.
Сумлӑ кунпа саламларӗҫ // Л.НОСОВА. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%81%d1%8 ... 0%d1%80ec/
Ванюк пӗлтернӗ хыпар Мариҫ чӗрине лаштах ҫурса пӑрахрӗ.Новость, которую поведал Ванюк, чуть было не свалила Марись с ног, не лишила сознания.
Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Савтепи аса килсен ҫеҫ Ухтиван чӗрине ҫӗҫӗ касса каять…Но тут ему вспомнилась Савдеби, и снова острая боль ножом полоснула сердце…
Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ивук чӗрине сасартӑк кӗвӗҫӳ туйӑмӗ касса кайрӗ.
Хӗр кӑмӑлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ирхи тӗтӗмрен юлакан пылакрах шӑршӑ, пӗчӗк чӳрече ҫутипе сӗмленсе курӑнакан сӗтелпе пукан, йывӑҫ путмар, пысӑк кӑмака — ҫак тахҫан хӑнӑхнӑ япаласем хӗр ачан ҫуйханнӑ чӗрине часах тӑванла йӑпатса пусарчӗҫ.
Хӗр кӑмӑлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Яриле старикӗн юлашки сӑмахӗсем Каҫҫан пиччен чӗрине ҫӗҫӗ пек касса кайрӗҫ.Последние слова Яриле словно ножом полоснули по сердцу Касьяна.
Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.