Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ача-пӑчасене хӑй алӑкӗ патӗнчен аяккалла хӑваланӑ чухне, хулӑн та тӳрккес сассипе вӑл темле хӑрушшӑн кӑшкӑрса, вӗсен сехрисене хӑпартнӑ.
Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Садри ҫулсем-сукмаксем темле хӑрушшӑн шӑпланса выртаҫҫӗ.
Каҫару // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Тёма туять: ӑна темӗскер ҫавӑркалать пек, вӑл хӑй аллинчех тытса юлас тенӗ япалана темӗскер унран туртса илет пек те ҫунаттисем ҫине хурса илсе каять пек — халь ҫеҫ пулса тӑнӑ ӗҫӗ ҫӗклесе каять пек: Тёмӑна вара, ҫак пулса тӑнӑ инкеке нимпе те тӳрлетме май ҫукки ҫинчен хӑрушшӑн шухӑшлаттарса, пӗр пӗчченех тӑратса хӑварать пек.
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ачасен амӑшӗ тархасласа хӑрушшӑн кӑшкӑрни унӑн чӗринче этеме шеллес туйӑма, — юсанма пултарайман чи усал ҫын чӗринче те ӗмӗр тӑршшӗпе пухӑнакан туйӑма, — вӑратрӗ.
II. Говэнӑн иккӗленуллӗ шухӑшӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Авӑк ҫилпе тӗтӗм чаршавӗ пӗр самантлӑха сирӗлчӗ те пушар ҫутинче ылтӑн евӗр куҫа ҫиекен тискер крепость пӗтӗмӗшпех, хӑйӗн кӗперӗпе, замокӗпе тата башнипе хӑрушшӑн курӑнса кайрӗ.
I. Тупнӑ, анчах ҫухатнӑ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вӑл, тӗмсем хыҫӗнчен курӑнманскер, вӑрман патне ҫывхарнӑ чух сасартӑк хӑрушшӑн кӑшкӑрнӑ сасса илтрӗ.
XV. Ҫӑра уҫҫине сехетпе пӗрле пӗр кӗсьене чикме юрамасть // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ҫак минутра хӑрушшӑн шатӑртатни илтӗнчӗ: вӑйлӑн пырса тӗртнипе арча алӑк янахӗ хушшинчен тухса тӳнсе кайрӗ те, пӳлӗме хӗҫ тытнӑ ҫын вирхӗнсе кӗчӗ.
XIV. Иманус та тухса каять // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Пистолет пени кӗрлесе кайрӗ; Иманус такам хӑрушшӑн кӑшкӑрнине хавасланса итлерӗ.Раздался выстрел, и торжествующий Иманус услыхал страшный вопль.
ХIII. Палач // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Хӗвел питӗнчи вӑрманпа уй-хире пӑшалсем пени тата хӑрушшӑн кӑшкӑрашни хупӑрласа илчӗ, тепӗр енче вара, ферма тӗлӗнче, тӗтӗм мӑкӑрланса тӳпене ҫӗкленчӗ, поселокпа ферма ҫийӗн пысӑк улӑм ури ҫуннӑ пек, ҫулӑм ялкӑшма тытӑнчӗ.
V. «Говэн» тесе алӑ пуснӑ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Сивӗ ҫил хӑвалакан тинӗс хумӗсем хӑйсен ҫулӗ ҫинче сӑртсем ҫине ҫитсе ҫапӑнса чӑрманнипе чылай хӑрушшӑн кӗрлесе тӑраҫҫӗ.Взбудораженные волны, обрушиваясь на своем пути на скалы, не могли так быстро успокоиться.
VII. Кам парӑс карать, ҫав шӑпа ярать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Корвет хыҫӗнче Ле-Менкье чул сӑрчӗсем хӑрушшӑн курӑнаҫҫӗ, корвет умӗнче — тӑшман флочӗ.
VII. Кам парӑс карать, ҫав шӑпа ярать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ла-Вьевилӗн юлашки сӑмахӗсене хӑрушшӑн кӑшкӑрса янӑ сасӑ пӳлсе хучӗ, кӑшкӑрнипе пӗр вӑхӑтрах темле, ӑнланса илмелле мар шав илтӗнчӗ.
III. Чаплӑ ҫынсемпе ахаль ҫынсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
— Кашкӑрсем! — хӑрушшӑн туйӑнса кайрӗ Сашӑна.
6 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Манӑн ӑшӑмран хӑрушшӑн кӑшкӑрса янӑ сасӑ тухса карӗ.
XXVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Кирек мӗнле тарӑн вырӑн та ҫынна хӑрушшӑн хӑй ӑшнелле туртать, ҫавӑнпа та Ганс мана хӑйӗн вӑйлӑ аллипе тытса чарман пулсан, эпӗ аялалла персе аннӑ пулӑттӑм.Нет ничего притягательнее бездны, я готов был упасть; чья-то рука удержала меня, то был Ганс.
XVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ачасене курсан, Александра Ивановна ҫавӑнтах вӗсене мӗнле те пулин пулӑшу кирлипе кирлӗ марри ҫинчен ыйтса пӗлме шутларӗ, анчах вӑл госпитальтен тухма ӗлкӗриччен, площаде тӗтӗм кӑларакан икӗ походнӑй кухня хӑрушшӑн кӗмсӗртеттерсе тухрӗҫ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Унта — скандинавсен чӗлхипе каласан троппы текен пӗр-пӗрин ҫине купаланнӑ чул тусем выртаҫҫӗ, ҫав трахит, базальт вулканран тухнӑ тӗрлӗ туфсем, лава шӑранчӑкӗ юхса хытса ларнисем пӗтӗм утрава хӑрушшӑн кӑтартса тӑраҫҫӗ.
XII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Каҫхине эпӗ питӗ хӑрушшӑн курӑнтӑм пулӗ, хӑратса пӑрахмарӑм-и?
Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫӗр аллӑ ҫынна яхӑн пассажирсем, Кубаньрен куҫса килекенскерсем, хӑрушшӑн кӑшкӑрса, тӗккелешсе, трап умӗнче хумханаҫҫӗ.Человек полтораста пассажиров, переселенцев с Кубани, истошно крича и толкаясь, волновались у трапа.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Часах эпир шӑтӑклӑ пӗр пысӑк чул-ту куртӑмӑр, ҫав шӑтӑк витӗр тинӗс хӑрушшӑн шавласа, кӑпӑкланса, кӗрлесе юхать.
IX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.