Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыҫӗнче (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Улпут кил-ҫурчӗн хыҫӗнче вулӑс кантурӗпе фельдшерсен ҫурчӗ вырнаҫнӑ.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Кун пек юрамасть, Лукерья Семеновна, — илтӗнчӗ ун хыҫӗнче сасартӑк арҫын сасси.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шурӑмпуҫ килнӗ чух ашшӗпе ывӑлӗ пахчана тухрӗҫ те — тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗҫ: аслӑк хыҫӗнче, улма ани тӑрӑх, ҫӗршер йӗкехӳре кӗтӗвӗ, мӑкӑльтетсе, йӗтем еннелле васкать.

Help to translate

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗншӗн ун ҫинче кивӗ тум, урисенче ҫӑпата, хыҫӗнче кутамкка?

Help to translate

Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хыҫӗнче — ачисем.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Улӑх хӗррипе, пахчасем хыҫӗнче, тирексемпе йӑмрасем саркаланса ӳсеҫҫӗ, тӳпере пӗр пӗлӗт татӑкӗ те ҫук.

Help to translate

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урапа хыҫӗнче — хӗрача.

Help to translate

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Чим-ха, атте, аслӑк хыҫӗнче кимӗ пур вӗт пирӗн, — ҫавӑнтах аса илчӗ Сергей.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗр хыҫӗнче Нурулла тутар майлах ҫинҫешке те вӑрӑм тетӗшӗ Мӑҫтук хутланса ларать.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӳрт хыҫӗнче кивӗ улӑм витнӗ пӗчӗк кӑна вите, алӑкӗ хӑрах тӑпси ҫинче ҫакӑнса тӑракан ҫатан сарай.

Help to translate

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Умра инҫетре те мар сарлака ҫуначӗсене аран йӑтса ларакан ҫил арманӗ, ун хыҫӗнче лапсӑркка йӑмрасемпе ҫӑкасем, унтан тин вӗсен айне пытаннӑ лутра пӳртсемпе ытти хуралтӑсем курӑнса кайрӗҫ.

Help to translate

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юлан утсем сылтӑм ҫырана ҫитсе сӑрт хыҫӗнче курӑнми пулчӗҫ.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахтупайпа Ятламас тата Иливанпа ытти ҫамрӑк тӗкӗрҫӗсем те, ҫунасем хыҫӗнче кайра пыраканскерсем, ҫак вӑхӑтра Сӗнтӗр ялӗнче, вӗсен куҫӗ умӗнче пулса иртнӗ кӗтмен ӗҫ ҫинчен кӑсӑкланса шутларӗҫ.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унпа юнашар хӑмӑшлӑх хыҫӗнче нухай патшин арӑмӗ Кӗркке ларнӑ.

Help to translate

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан умӗнче ун пек те, кун пек те йӑпӑлтатать, ҫынсен умӗнче ӑна мухтам пекки тӑвать, куҫ хыҫӗнче, мӑрсасем илтмен чух «ахмак» тесе сурса вӑрҫать.

Help to translate

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лаша вӑл путек мар-ҫке, ӑна кӑмака хыҫӗнче усраймастӑн.

Help to translate

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хуҫа вӑрттӑн кулакан Иливан ҫине пӑхса илчӗ, ун ҫурӑмӗ хыҫӗнче тулли ухӑ такмакӗ пуррине курчӗ те ӑна нимӗн те калаймарӗ.

Help to translate

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак ҫакӑ, — вӑл хӑйӗн хыҫӗнче воевода сапарне — тимӗр кӗпине — тытса пыракан юлан ут ҫинелле кӑтартрӗ, — пӗтӗм вӑйран хӗҫпе туртса та ҫапрӗ.

Help to translate

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах та пӗри, Ту енчи мӑрсасен хыҫӗнче лараканни, майлӑ вӑхӑт тупса ыйтрӗ-ыйтрех:

Help to translate

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫуралнӑ ялӑм манӑн хулапа юнашар ларать, мӑнастир хыҫӗнче.

Help to translate

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed