Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутшӑнма (тĕпĕ: хутшӑн) more information about the word form can be found here.
Сывӑ пурнӑҫ йӗркипе пурӑнакан, пур ӑмӑртӑва та хастар хутшӑнакан спорт ветеранӗ Василий Пундяков пурне те чупӑва хутшӑнма кӑмӑл тунӑшӑн, спорт уявне килнӗшӗн тав турӗ.

Help to translate

«Наци кросӗ» пӗрлештерет, сывлӑха ҫирӗплетет // А.Антонова. http://kasalen.ru/2022/09/20/%d0%bd%d0%b ... %bb%d0%b5/

Ӑмӑртӑва хутшӑнма кӑмӑл тунисене чи малтанах район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Юрий Митюков ӑшшӑн саламларӗ, районта спорта кӑмӑллакансен йышӗ ҫулсерен ӳссе пынипе кӑмӑллӑ пулнине палӑртрӗ, пурне те ӑнӑҫу сунчӗ.

Help to translate

Старта тӑрса, хӑвӑрт чупса хаҫат парниллӗ пулчӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%81%d1%8 ... -%d0%bf-2/

Шкул ачисене тата вӗсен ашшӗ-амӑшне проекта хутшӑнма йыхравлатӑп, хальлӗхе вырӑнсем пур.

Help to translate

Программӑлама вӗренме май пур // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d0%bf%d1%8 ... %83%d1%80/

Программӑлама вӗренессине хутшӑнма заявкӑна ачасем хӑйсем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗ е саккунлӑ представителӗсем патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнчи ятарлӑ пай урлӑ пама пултараҫҫӗ.

Help to translate

Программӑлама вӗренме май пур // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d0%bf%d1%8 ... %83%d1%80/

Иртнӗ кӗркуннех ҫынсем килтен тухмасӑрах сасӑлава, ҫырава хутшӑнма пултарчӗҫ.

Help to translate

Ҫӗнӗ технологи халӑхшӑн ӗҫлет // П.Родионов. http://kasalen.ru/2022/10/14/ce%d0%bde-% ... %b5%d1%82/

Вӑл ҫынсемпе хутшӑнма та, калаҫма та юратмасть.

Не любит он с людьми водиться.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Теруш мучи ҫынсемпе хутшӑнма юратать, палкама ӑста, кирлӗ сӑмаха вырӑнлӑ калама пӗлет.

Людей Теруш не чурается, любит поговорить с ними, умеет к месту вставить острое словцо.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗсен юнне хӑҫан та пулин кӳршӗллӗ пурӑннӑ вырӑс е мӑкшӑ-мордва юнӗ хутшӑнма пултарнӑ.

Их кровь, очевидно, когда-то смешалась с кровью соседей — русских или мордвы.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эсир вара унта хутшӑнма пултаратӑр.

Вы можете оказаться одним из непосредственных участников.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӗ ҫулҫӳреве кайма, ҫынпа хутшӑнма, спортпа туслашма ӑнӑҫлӑ эрне.

Сейчас подходящее время для путешествий, разного рода общений, занятий физической культурой.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кӑҫалхи турнира хутшӑнма республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен килнӗ 10 команда кӑмӑл тунӑ.

Help to translate

Йӑлана кӗнӗ ӑмӑрту иртнӗ // С.ОРЛОВ. http://kasalen.ru/2022/10/28/%d0%b9a%d0% ... 82%d0%bde/

Вӑл тӑрӑшнипе вӗренекенсем Мускаври халӑх хуҫалӑхӗн ҫитӗнӗвӗсен куравне те хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ.

Help to translate

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Тарҫӑсем пӗр-пӗрне ӗҫре ҫеҫ кураҫҫӗ, ахаль чухне вӗсен хутшӑнма юрамасть.

Help to translate

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ятламас, ку сӑмахсем мӗне пӗлтернине питӗ лайӑх пӗлекенскер, хӑйӗн Альпине хӳтӗлеме ыткӑннӑччӗ, ӑна темиҫе ҫын ярса илчӗҫ, «юрамасть, санӑн хутшӑнма юрамасть, йӑли ҫапла, Ятламас» тесе айккинелле сӗтӗрсе кайрӗҫ.

Help to translate

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халӑхӑн пӗр пайне мобилизациленине кура ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнма ят тухнӑ ҫывӑх ҫыннисене ӑсатма пухӑнчӗҫ вӑрмарсем.

Help to translate

«Эпир сире кӗтетпӗр, сирӗнпе мӑнаҫланатпӑр!» // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/10004-epir-s ... aclanatp-r

Хальхи вӑхӑтра та вӑл канӑҫа пӗлмесӗр тӗрлӗ проектсене хутшӑнма хатӗрленет.

Help to translate

Пултаруллӑ хӗрарӑм пур ӗҫре те хастар // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8926-pultaru ... te-khastar

Ҫак ятпа ӑна ҫамрӑксен киностудийӗсемпе массӑллӑ информаци хатӗрӗсен халӑхсем хушшинчи «Волжские встречи – 32» фестивальне хутшӑнма сертификат панӑ.

Help to translate

Шкул хаҫачӗ те кӑлараҫҫӗ, конкурссегне те ӑнӑҫлӑ хутшӑнаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9347-pallash ... r-20-05-22

«Вилӗмсӗр полк» акцине те хутшӑнма май килчӗ.

Help to translate

Ҫӗнтерӳ Парачӗ // Нина РОМАНОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9419-pallash ... 03-06-2022

Акӑ, май уйӑхӗнче вӑл Мускавра иртнӗ Ҫӗнтерӳ Парадне хутшӑнма тивӗҫнӗ.

Help to translate

Шкул хаҫачӗ пурнӑҫра ӑнӑҫлӑ старт парать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9419-pallash ... 03-06-2022

Ачасен тавракурӑмӗ аталанать, вӗсем ҫырма, ҫынсемпе хутшӑнма хӑнӑхаҫҫӗ, ку вара вӗсене ҫитӗнсе ҫитсен те кирлӗ пулӗ.

Help to translate

Шкул хаҫачӗ пурнӑҫра ӑнӑҫлӑ старт парать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9419-pallash ... 03-06-2022

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed