Шырав
Шырав ĕçĕ:
Надя Шульгинапа Нина Ковалева, макӑрнипе тӑртанса кайнӑскерсем, чӗркуҫленчӗҫ те, командир пуҫ вӗҫне хӑйсем хутран касса тунӑ чечексем хучӗҫ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тӗттӗмлетме ҫакнӑ кӑвак хутран тунӑ штора хушӑкӗсем витӗр шурӑмпуҫ ҫути кӑшт курӑнсанах, Гриценко мучи хӑй койки ҫинчен анса, ҫара урисемпе калле-малле уткаласа ҫӳреме пуҫларӗ, шторсене ҫӗклерӗ, пуҫланакан ирӗн сивӗ те сулхӑн тӗксӗмлӗхне пӳлӗме кӗртсе ячӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Грота кӗмелли вырӑна хулӑн ылттӑн хутран касса тунӑ решеткеллӗ алӑк лартнӑ.Вход в гротик был закрыт вырезанной из плотной золотой бумаги решетчатой дверцей.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫав тери пысӑк куҫлӑ, хӗвелпе пиҫнӗ пӗчӗк ача, халӗ ҫеҫ пуҫ тӗлӗнче ҫӳхе планкӑсенчен те хутран тунӑ илемлӗ вӗҫен кайӑк евӗрлӗ теттене тытнӑскер, пурин куҫ умӗнчех темӗнле ӑнланмалла мар фокус туса кӑтартнӑн туйӑнчӗ: малтанах модель ҫухалнӑ пек, Володя ӑна юри кӑларса янӑ пек тунӑн туйӑнчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Диск варрине ҫаврака шурӑ хутран шӑтӑклӑ этикетка ҫыпӑҫтарнӑ.В центре диска белела наклеенная круглая бумажка — этикетка с дыркой посредине.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӗсем иккӗшӗ улттӑмӗш класра ларчӗҫ, класнӑй доска ҫинче геометри урокӗ хыҫҫӑн шӑлса яман параллелограмсем курӑнаҫҫӗ, типме ӗлкӗреймен ҫӗтӗк татӑкӗ ҫакӑнса тӑрать, тӗнӗ ҫинче хутран тунӑ шуйттан кӗлетки сулланса тӑрать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл хутран туса панӑ кӑвакарчӑнсем, пӗрремӗш класра пуринчен инҫете вӗҫсе рекорд илнӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Сы-мин арӑмӗ хӑйӗн сакӑр ҫулхи Сю-эр хӗрӗпе пӗрле хутран ҫӗрӗ ҫыпӑҫтарать.Жена Сы-мина и ее восьмилетняя дочь Сю-эр клеили из бумаги серебряные слитки.
Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
Станицӑри паҫӑр илтӗннӗ сасӑсем халь ӗнтӗ сунарҫӑсем патне ҫитеймеҫҫӗ; йытӑсем ҫеҫ йӗплӗ хулӑ тӗмӗсене ҫатӑртаттаркалаҫҫӗ тата сайра хутран вӗҫен кайӑксем сасӑ параҫҫӗ.
XIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Хӗрринчех тата чӑх ҫине чалӑшшӑн пӑхкаласа, пуҫне сайра хутран сылтӑмран сулахаялла пӑркаласа, тӗкне тӑкнӑ хурчка лӑпкӑн ларать.
XVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Сайра хутран Терек леш енче, таҫта аякра, Оленин кунта киличчен малтан пулнӑ вырӑнсенче — Чечняра е Кумыц тӳремлӗхӗнче — пӑшал сассисем илтӗнеҫҫӗ.
XI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Эхер сайра хутран ӑҫта та пулин юланутлӑ ҫынсем курӑнсан, кордонри казаксем те, аулти чеченецсем те юланутсем ҫине тӗлӗнсе пӑхаҫҫӗ тата ҫав ырӑ мар ҫынсем камсем пулма пултарнине тавҫӑрса илме тӑрӑшаҫҫӗ.
V // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Рада хӑй савнӑ Огнянова вилнӗ тесе шутланӑ чух виҫесӗр хуйхӑрнӑ вӑхӑтра хӑй патне сайра хутран студент кӗркелесе тухнине ним чухлӗ те вырӑна хуман.
XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫак кунсенче хулара тӗрӗксем сайра хутран кӑна курӑнкалатчӗҫ; Беспортев ҫав тӗрӗк енне аллипе кӑтартса юрласа ячӗ:
XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Сайра хутран ҫеҫ вӗсем тӑвалла е анаталла илсе пыракан ҫул пирки пӗр-ик сӑмах хушкаласа илчӗҫ.Изредка они перекидывались несколькими словами о дороге, которая шла то вверх, то вниз.
XXXIV. Ҫил-тӑман // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пӗр пысӑк тухтӑр, наука ӗҫӗпе — тем сӑлтавпа ӗнтӗ — Парижа кайса килнӗскер, Клод Бернара, чӗрӗ, чӑн-чӑн Клод Бернара хӑй куҫӗпе хӑй курнӑ; ӑна хайӗн чинӗ, орденӗсем тата хӑй сыватакан чаплӑ ҫын ҫинчен каласа кӑтартнӑ, — Клод Бернар вара, ӑна пӗр ҫур сехет хушши пек итленӗ те ҫапла каланӑ: «Медицина ҫитӗнӗвӗсене вӗренме Парижа эсир кӑлӑхах килнӗ, ҫакна тума сирӗн Петербургран тухмалла та пулман»; пысӑк тухтӑр ҫакна аттестат вырӑннех йышӑннӑ, Петербурга таврӑнсан вара Клод Бернар хушаматне талӑкра вунӑ хутран кая мар асӑннӑ, пилӗк хутран кая мар тата: «манӑн тусӑм-ученый» е «манӑн наукӑри чаплӑ юлташӑм» тесе хуша-хуша хунӑ.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Санпа акӑ виҫӗ ҫул пурӑнатпӑр ӗнтӗ (малтанах: ҫулталӑк, тетчӗҫ, унтан: икӗ ҫул; малашне: тӑватӑ ҫул тейӗҫ, тата малалла та ҫаплах), анчах ҫаплах-ха эпир сайра хутран ҫеҫ, вӑрттӑнлӑ-кӗрттӗнлӗ кӑна курнӑҫакан ҫамрӑксем пек пурӑнатпӑр.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пушӑ вӑхӑт нумай пулакан сайра хутран килсе тухнӑ кунсенче эпӗ хам питӗ ывӑнса ҫитнине туйса илеттӗм.В те редкие дни, когда у меня оставалось много свободных часов, я чувствовал, что силы изменяют мне.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вера Павловна хӑйӗн хальхи юратӑвӗн малтанхи тапхӑрне сайра хутран кӑна аса илет; ҫапла, хальхи пурнӑҫӗ ун кӗрлесе ҫеҫ тӑрать, асаилӳсем валли вӑхӑчӗ те питӗ сахал.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл тулли, тапса тӑрать; ҫавӑнпа та асаилӳсемпе аппаланма вӑхӑт та юлмасть; асаилӳсем вӗсем кайран пулӗҫ, кайран-кайран, вунӑ ҫултан та, ҫирӗм ҫултан та мар, кайран; халӗ вӗсен вӑхӑчӗ мар-ха, сайра хутран вӗсем халӗ те пулкалаҫҫӗ-ха, акӑ, сӑмахран, час-часах пулман асаилӳсенчен нумайрах пулаканни пӗри паян та аса килчӗ-ха ӑна.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.