Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ултӑ кун хушши Анисим Иванович ҫӗр пӳрчӗ никамсӑр ларчӗ, тӗксӗммӗн те хурлӑхлӑн курӑнса тӑчӗ вӑл.Шесть дней землянка Анисима Ивановича стояла заброшенная и мрачная.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Анисим Иванович алӑкран курӑнсанах Матрена инке ун ҫине салхуллӑн пӑхса илнӗ те аллипе хурлӑхлӑн сулнӑ:Когда Анисим Иванович появился на пороге, тетя Матрена с сочувствием поглядела на него и сказала:
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Вӗсенчен юлнӑ хӳмисемпе ҫатанӗсем хурлӑхлӑн тӑраҫҫӗ.
VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Сассине ним чухлӗ те улӑштармасть вӑл, хурлӑхлӑн вулать, ӑна итлесе тӑрсан судпа айӑпланакан ҫын хӑй те ҫавӑнтах ҫывӑрса каймалла.Но таким однообразным и унывным тоном, что вам подсудимый заснул бы, слушая.
IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Гладиаторсен ушкӑнӗ склад ҫине тапӑнма хатӗрленсе ҫитнӗ чухне карташсем тӑрӑх ҫӗрлехи шӑплӑхра трубасен сасси хурлӑхлӑн янраса кайрӗ.
X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Чылай сенаторсем, граждансем тата Сулла ирӗке янӑ чурасем, хурланнине палӑртас тесе, сухалӗсене ӳстерсе янӑ та, хура тогӑсем тӑхӑнса, хула тӑрӑх хурлӑхлӑн ҫӳреҫҫӗ; хӗрарӑмсем ҫӳҫӗсене салатса чиркӳрен чиркӗве чупаҫҫӗ, Сулла вилнине пула Рима пысӑк хӑрушлӑх килсе кӗнӗ пек, турӑсенчен пулӑшу тилмӗреҫҫӗ.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Марья Афанасьевна, кӳршӗ арӑмӗ, вӗсем патне пыратчӗ те, алӑк умне тӑрса хурлӑхлӑн, шеллесе пӑхатчӗ Лелькӑпа Костя ҫине.
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Нюра сасси хурлӑхлӑн илтӗнет.
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
— Телейлӗ эсӗ, Спартак, эсӗ ирӗке пурнӑҫрах туянма пултартӑн, — хурлӑхлӑн каларӗ ҫутӑ ҫӳҫлӗ ҫамрӑк гладиатор, — эпир ӑна вилсен тин туянӑпӑр.
III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Унӑн чарусӑр чӗрине — тӳлек аҫа-ҫиҫӗм тейӗн — инҫетри-инҫетри сасӑ касса ҫурчӗ, Ҫӗр ҫинчи мар чӗлхепе — хурлӑхлӑн, темиҫе хутчен:
Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
— Иха, Иха, — хурлӑхлӑн чӗнчӗ вӑл, — хо туа мурра, туа мурра…— Иха, Иха, — жалобно повторял он, — хо туа мурра, туа мурра…
Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Аэлита каҫ сӗмлӗхӗнче ҫиҫекен ҫӑлтӑрсем еннелле пуҫне каҫӑртрӗ те хурлӑхлӑн, хулӑннӑн, хуллен юрлать:
Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Мӑн-аслӑ хулан арканчӑк керменӗсен хушшинче, ҫеремленнӗ лапам-тӳремре сурӑх кӗтӗвӗ ҫӳрет, сарӑ питлӗ кӗтӳҫ хурлӑхлӑн юрӑ ӗнӗрлет: пуш хирти мираж пек рехетлӗ, ӗмӗтленсен-ӗмӗтленсен килсе ҫитнӗ ҫӗр-шыв ҫинчен; кунта ҫӗр — кӑвак, тӳпе вара — ылтӑн.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Акӑ Исаакий соборӗн колоннадипе сивлек куполӗ тухса тӑчӗҫ, кӗҫех ун вырӑнне шыв хӗрринчи гранит пусма йышӑнчӗ, акӑ — тенкелӗн ҫур унки, сунчӑклӑ, хурлӑхлӑн ларакан темӗнле хӗрарӑм, ун ҫийӗн вара — тиараллӑ икӗ сфинкс.
Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Парк хыҫӗнче хӗвел анать, — ҫунса-тӗлкӗшсе, хурлӑхлӑн, тӗксӗммӗн.
Ҫулташ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Чӗкеҫ шатриллӗ сӑмси ҫӳлелле пӑхнӑ та, ҫилпе куштӑрканӑ ҫӳхе тути хӗррисем хурлӑхлӑн, кӑшт хаяртараххӑн хутланса тӑнипе ниепле те ҫыхӑнман.
4. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
— Эх, Соболь, Соболь… — хурлӑхлӑн тӑсса илчӗ шурӑ ҫӳҫли.
2. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Унӑн лаши чӗлпӗрӗпе пӑтрашса кайнӑ мӗн те, тутисене кӑпӑклантарса хурлӑхлӑн тулхӑрчӗ.Его лошадь запуталась в поводу и, вспенив губы, жалобно фыркала.
1. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Хӗрача хурлӑхлӑн та вӑрӑммӑн сывласа илчӗ те унтан кайрӗ.
Буратино Ухмахсен Ҫӗршывне пырса лекет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Ҫырма пуҫлӑпӑр луччӑ… — терӗ хӗрача хурлӑхлӑн.
Сенкер ҫӳҫлӗ хӗрача Буратинона пӑхса вӗрентсе ӳстересшӗн // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.