Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лешӗ хапӑл тусах йышӑнӗ, кичем мар-им вара ӑна?
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Муромски хӑйӗн кӳршисене пит хапӑл туса йышӑннӑ, апат ҫиес умӗн вӑл вӗсене хӑйӗн садне тата зверинецне кайса курма сӗннӗ, вӗсене вӑл хӑйӑр сапнӑ таса ҫулсемпе ертсе кайнӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Кӑна та, ыттисене йышӑннӑ пекех, хапӑл туса йышӑннӑ.
Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Кунсӑр пуҫне, часах «Удмурт кылэз уже кутэны дась» («Удмуртла калаҫнине хапӑл тӑватпӑр») ҫыпӑҫтаркӑчсем те сарӑлӗҫ.
Икчӗлхелӗхе аталантарма пулӑшакан ҫыпӑҫтаркӑчсем Удмуртире те тухнӑ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
Хапӑл тӑватпӑр, тӑватпӑр.
Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Кӗтеҫҫӗ-и, кӗтмеҫҫӗ-и, пире хапӑл тӑваҫҫӗ-и?
Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Тӗрлӗ професси представителӗсен пӗрлӗхне тата пӗр шухӑшлӑхне палӑртакан хаваслӑ уява район центрӗнчи организаци-предприяти, тӗрлӗрен харпӑрлӑх формиллӗ учрежденинчи ӗҫ коллективӗсемпе пӗрлех ватти-вӗтти, уява хапӑл тӑвакан ытти хастарсем район администрацийӗ умне пуҫтарӑнчӗҫ.
Вӗл вӗҫрӗҫ ялавсем, шӑранчӗҫ юрӑсем // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.05.07
«Хыпар» ИҪ кӑларӑмӗсем вара ҫамрӑк авторсене яланах хапӑл.
«Чӗлхемӗре нӗрсӗрлӗхрен сыхласа хӑварасчӗ» // Анна ВЛАДИМИРОВА. «Хыпар», 2013.12.21
Галерея кирлӗ, пӗлтерӗшлӗ япаласем ҫинчен калакан проектсене хапӑл тӑвать, кашни искусство тӗсне хисеплет.
Паян трендра — этника // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.02.21
Пӗр-пӗрне пурте хапӑл.
Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18
Хапӑл кӗтсе илчӗҫ хӑнасене Анатолипе Ираида.
Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№
Лайӑх шӳтпе хавас кӑмӑла кам хапӑл мар-ши?
Ку кулӑшла тӗлӗкрен вӑран та… // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Калама ҫук илемлӗ вырӑнта ларакан кану центрӗ хапӑл туса йышӑнчӗ ачасене.
«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№
Кӗлӗ сӑмахӗсенче е, пӗсмӗлле; ҫырлах; хуш хурса хапӑл ил; ҫырлаха пар; тав тӑватпӑр, пуҫҫапатпӑр, витӗнетпӗр йышши сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем тӑтӑшах тӗл пулаҫҫӗ.
Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.
Вулакансем Федоровка тӑрӑхӗнчи нерв чирӗсене сиплекен тухтӑрӑн Аркадий Русаковӑн калавӗсене те, шухӑша яракан статйисене те, Гафури тӑрӑхӗнчи Владимир Лазарев фтизиатӑрӑн усӑллӑ канашӗсене те, Ӗпхӳ хулинче хирург пулса ӗҫленӗ, халӗ тивӗҫлӗ канури Ким Федоровӑн «Хирург ҫырса пынисем» кӗнекинчи кӗске калавӗсене те хапӑл тусах йышӑнаҫҫӗ.
Ҫӗр варринче те чирлисем патне васканӑ // Вероника ЛЕОНТЬЕВА. «Урал сасси», 2016.06.15
Михаил Игнатьев журналистсен ыйтӑвӗсене хуравласа халӑх ял хуҫалӑх продукцине хапӑл йышӑннине палӑртнӑ.
Хамӑра тӑрантарма пултаратпӑр // Григорий ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
Унта кирек кама та хапӑл туса кӗтсе илеҫҫӗ.
Яла савӑнтаракан «Кӗмӗл ҫӑлкуҫ» // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
Ҫурхи хӗвеллӗ кун‚ май уйӑхӗн 16-мӗшӗнче‚ Кивӗ Сименкке ялӗнчи шкулӑн ӗҫченӗсемпе вӗренекенӗсем чӑваш ачисен Акатуйне хутшӑнакансене – Пелепейри чӑваш гимназийӗн‚ Слакпуҫпа Ярмулай шкулӗсен вӗренекенӗсемпе ертӳҫисене – хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ.
Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25
Хуҫасем ЧР Министрсен Кабинечӗн Пушкӑртстанри полномочиллӗ представительне Владимир Портнова, ПР РЧНКА председседателӗн ҫумне Юрий Михайлова, Ӗпхӳ хулинчи Калинин районӗнчи чӑваш вырсарни шкул директорне Леонид Михайлова, Чӑваш халӑх артисчӗсене Иван Христофоровпа Вячеслав Христофорова, республикӑри чӑваш общественноҫӗсен ертӳҫисене Римма Макарована (Туймазӑ хули), Роза Андреевана (Ишимбай районӗ), Вера Васильевана (Пишпӳлек районӗ), пултарулӑх ушкӑнӗсен хастарӗсене, тӑван чӗлхене, юрра-ташша, поэзие юратакансене К.В.Ивановӑн музей ҫурчӗ умӗнче ҫӑкӑр-тӑварпа хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ.
Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01
Куракансем ку спектакле хапӑл тунӑран видеокассетӑсене ӑмӑртмалла тенӗ пек туянчӗҫ.Так как зрители любили этот спектакль видеокассеты покупались наперегонки.
Ҫӗнӗ чӑваш киновӗ камит енне сулӑнчӗ // Владимир КАРСАКОВ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №