Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хакӗ (тĕпĕ: хак) more information about the word form can be found here.
Ун чухне ӗҫкунӗн хакӗ ӳсӗччӗ, пирӗн пурнӑҫ культурлӑ пулӗччӗ.

Тогда бы и трудодень возрос в цене, и вся наша жизнь стала бы культурная.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл пӗр кӗленче эрех ӗҫсе ярасси мар-ҫке, эрехӗн хакӗ — пӗр пус, ҫавах та учет тумалла: кам ӗҫсе янӑ, хӑҫан, мӗн чухлӗ…

Это не то, что выпить бутылку вина, — цена ей грош, а и то надобно вести учет: кто выпил, когда и при каких обстоятельствах…

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Рабочи вӑйӗсен хакӗ ӳсни тата эрех таврашӗсем ҫителӗксӗрри ҫеҫ сисӗннӗ.

Лишь рабочие руки поднялись в цене да ощущался недостаток в спиртном.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хакӗ уйӑхне сакӑр тенкӗ.

Цена — восемь рублей в месяц.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Трубач», хакӗ 3 п., 20 шт.» — пичетленӗччӗ ун ҫине.

На ней было напечатано: папиросы «Трубач», цена 3 коп. 20 шт.

VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

— Мӗн хакӗ пултӑр ҫав тупаран…

— Грош цена вашим клятвам…

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Тен, ҫапах та курӑпӑр ӑна, хакӗ пирки килӗшӗпӗр унта.

— А может, все-таки поглядим ее и сойдемся?

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хакӗ кооперативри пек, выльӑхӗ самӑр пулсан — хушса тӳлетпӗр.

Цены кооперативные, с надбавкой на упитанность животного.

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӗркунне сирӗн выльӑхсемсӗр пуҫне те аш лӑкӑрмах пулать, хакӗ те йӳнӗрех пулать.

А осенью и без вашего скота мяса будет хоть завались, и цена будет ниже.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сан ҫинче хаклӑ хитон, пӗр тӑхи те унӑн ман пиччесем Адонирама, патшан хырҫӑ пухавҫине, хамӑр иҫӗм пахчишӗн ҫулталӑкра паракан тӳлев хакӗ чухлӗ.

На тебе дорогой хитон, и одна застежка на нем стоит годовой платы, которую братья мои вносят за наш виноградник Адонираму, царскому сборщику.

IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Манӑн хакӗ ӗҫӗ тӑрӑх.

— Цена у меня по работе.

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Хакӗ ун ҫӗр аллӑ тенкӗ, сире эпӗ ҫӗр ҫирӗмпех параттӑм.

Ходит она за полтораста, а я бы сто двадцать взял.

Кулак йӑви // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 27–33 стр.

Соломон кунӗсенче кӗмӗл хакӗ ахаль чулӑнни пек ҫеҫ тӑрса юлнӑ, хӗрлӗ йывӑҫӑн та — айлӑмра ӳсексен ахаль сикиморӑннинчен пысӑках пулман.

Серебро же во дни Соломоновы стало ценою, как простой камень, и красное дерево не дороже простых сикимор, растущих на низинах.

I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ӗҫ ӑнать, тени илтӗнсен, ҫав акцисен хакӗ хӑпарса каять, ӗҫӗ япӑх, тени илтӗнсен — акцисем йӑлтах пӗтеҫҫӗ.

Послышится, что предприятие идет хорошо, бумажки вздорожают, худо — все и лопнет.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тырӑ хакӗ аван, сутнине хӑвӑр тӗрӗслесе тӑрсан, мартра е апрельте укҫа илме пултаратӑр.

Хлеб был хорош и в цене, и в марте или апреле вы получите деньги, если сами присмотрите за продажей.

XVIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Заводсене пӗрлештеретӗр иккен-ха апла-тӑк, суту-илӳ пуҫлансан хурҫӑ хакӗ пурин те пӗрех пулать?

— Так вы объединяете все заводы, и в случае торгов на эту поставку цена у всех будет одна и та же?

Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Е сутман-тӑр та-ха, хакӗ пирки чарӑнса тӑрать пуль».

Или ещё не продал, торгует?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун ҫине: «Хӗр ача сутаҫҫӗ, куафюр тума пӗлет, французла калаҫать, сасси аван, сцена ҫинче ӑста вылять, ҫавӑнпа та кун ҫинчен театра юратакан ҫынсене уйрӑм пӗлтеретпӗр, унтан тата улпутсене пӑхас, апат-ҫимӗҫ хатӗрлес ӗҫре те юрӑхлӑ. Хакӗ — килӗшнӗ тӑрӑх…» — тесе ҫырнӑ.

Там было написано: «Продается горничная девка, обученная куафюру, знает по-французски, с хорошим голосом и может искусно играть роли на театре, о чем и уведомляются любители оного, а потом годится убирать господ и приготовлять хорошее кушанье. О цене справиться…»

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Урхамах, ун хакӗ — ылтӑнран ирттерет.

Конь же лихой не имеет цены:

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ӑнланакан ҫыншӑн ку туппӑн хакӗ те ҫук.

Ей цены нет, кто понимает.

21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed