Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утне (тĕпĕ: ут) more information about the word form can be found here.
Тунсӑх чӗпӗтнипе асапланаканскер, капланса килнӗ асаилӳсем тыткӑнланӑскер, вӑл утне тӑратса шӑппӑн каларӗ:

Ужаленный тоской, покоренный нахлынувшими воспоминаниями, он придержал коня, сказал:

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӑнтӑрла тӗлӗнче, ҫул ҫине тухас умӗн, утне Дон хӗррине шӑварма ҫавӑтса анчӗ, пахча картисем таранах тулса хӑпарнӑ шыв еннелле утса пынӑ чух Аксиньйӑна курчӗ.

В полдень повел к Дону напоить перед отъездом коня и, спускаясь к воде, подступившей под самые прясла огородов, увидел Аксинью.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тепӗр кунне Бахмуткина Кудинов ординарецӗ пырса ҫитрӗ, бригада командирӗн хваттерне шыраса тупрӗ те утне кӑкармасӑрах пӳрте кӗчӗ, Григорий Богатырева ҫиеле «П. хӑвӑрт. Пач вӑрттӑн» тесе ҫырса хунӑ пакет пачӗ.

На другой день личный ординарец Кудинова прибыл в Бахмуткин, разыскал квартиру командира бригады и, даже коня не привязав, вошел в курень, передал Григорию Богатыреву пакет с надписью: «В. срочно. Совершенно секретно».

XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Утне тӳрӗ ярса, Григорий тахҫан укӑлчана картласа тӑнӑ ишӗлчӗк ҫатан урлӑ ҫав тӑкӑрлӑка вирхӗнсе кӗрсе кайма виҫсе хучӗ.

Выправив коня, Григорий целился вскочить в этот проулок через поваленный плетень, некогда отгораживавший леваду.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑй хыҫӗнче мӗн пулса иртнине, ним ҫухату тӳсмен сотня мӗншӗн сасартӑках ҫапла тарма пуҫланине ӑнланас тесе, Григорий ҫеккунтлӑха кӑна утне майӗпентерех ячӗ.

Только на единую секунду Григорий укоротил бег коня, пытаясь уяснить, что же произошло позади, почему сотня, не понесши урону, неожиданно ударилась в бегство.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Икӗ казак кӑна Григорий еннелле ҫывхарса килчӗҫ, унтан тата Прохор Зыков, утне варт! ҫавӑрса, сотня командирӗ патнелле вӗҫтерсе пычӗ.

Только двое казаков приближались к Григорию, да еще Прохор Зыков, на коротком поводу завернув коня, подскакивал к командиру сотни.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

 — Ура-а-а!.. — унтан, пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗпе ҫӳҫенсе тата хӑйне ҫӑмӑллӑн туйса, утне сикӗпе ячӗ.

— Ура-а-а-а!.. — и, испытывая холодок и знакомую легкость во всем теле, пустил коня.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӑнтӑр енчен Климовкӑна сӗвекленсе анакан сӑрт тӳпинче вӑл, утне самантлӑха чарса тӑратса, лайӑхрах тинкерсе пӑхрӗ.

На гребне бугра, южной стороной сползавшего в Климовку, на секунду он попридержал коня, всматриваясь.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл утне чарса йӗнер ҫинчен анчӗ; юри тенӗ пекех, хырӑмсарлӑхпа аппаланса вӑхӑта усӑсӑр ирттерме тиврӗ: тарласа ӑшӑрханӑ лаши, йӗнер ҫытарӗн хырӑмсарлӑхне хытарма памасӑр, пӗрехмай пӑркаланчӗ, ҫилӗллӗн тулхӑра-тулхӑра илчӗ, хӑркӑлтатса сывларӗ, шӑлӗсене хаяррӑн йӗрсе пӑрахса, Григорие малти урипе тӗртсе ӳкересшӗн пулчӗ.

Осадив коня, он спешился, и, как назло, замешкался, натуго подтягивая подпруги (вспотевший и разгоряченный конь вертелся, не давался затянуть чересподушечную подпругу, дулся, хрипел нутром и, зло щеря зубы, пытался сбоку накинуть Григория передком).

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Арӑмӗпе е еркӗнӗпе ӑшӑ вырӑн ҫинче ҫӗр ҫӗрлесе, иккӗмӗш автансем хыҫҫӑн утне йӗнерлерӗ, унтан Ала-ҫӑлтӑр сӳнсе лариччен сотньӑна ӗрӗхтерсе те ҫитрӗ.

Переспав ночь с женой или любушкой, после вторых кочетов седлал коня, и не успевали еще померкнуть Стожары — снова был в сотне.

XLIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий, хӗҫе йӗннине чиксе хурса, вӑрт кӑна маузер кӑларчӗ те утне кайнӑ таран хӑвӑрт каялла хӑваларӗ.

Григорий кинул шашку в ножны, рванул маузер, тронул коня назад уже во весь мах.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрсе кайнӑ утне тытса чараймасӑр, ун ҫинелле тепри асар-писеррӗн вӑркӑнса килчӗ.

На него слепо летел, уже не в силах сдержать коня второй.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Обыск вӑхӑтӗнче тытса илнӗ, парадсем валли кӑна юрӑхлӑ офицер хӗҫне теветкеллӗн ухӑнтарса, утне хӑюллӑн хӑваласа, шӑпах ҫав Семиглазов ыткӑнса килет те халӗ Григорий ҫинелле.

Этот-то Семиглазов и скакал на Григория, уверенно правя конем, картинно потрясая отобранной при обыске, годной лишь для парадов офицерской саблей.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чӗлпӗре пушатса утне сикӗпе янӑ самантран пуҫласа тӑшман патне ҫитсе тухнӑ хушӑра чунӗпе вӑл сиссе юлмалла мар хӑвӑрт улшӑнать.

От момента, когда он выпускал лошадь, и до того, пока дорывался до противника, был неуловимый миг внутреннего преображения.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий йӗнер ҫинче тӳрленсе ларчӗ, епле килнипе шурса кайса, утне хӗҫ лаппипе туртса ҫапрӗ.

Григорий выправился в седле, побледнел от злости и сильно ударил коня шашкой плашмя.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий, малти шеренга умне пырса, утне кӑштах ҫавӑрчӗ те хӗҫне туртса кӑларчӗ.

Григорий выскакал вперед первой шеренги, стал вполоборота, вынул шашку.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дон казакӗсем икӗ енчен те атакӑпа контратакӑра тытӑҫса ӳкрӗҫ, пӗр-пӗрне лайӑх кӑна шӑлчӗҫ те, Григорий, ҫапӑҫура утне ҫухатса, ҫурса янӑ питпеле хӑйӗн полкӗсене ҫапӑҫуран илсе тухрӗ, унтан Боковски станицӑна чакса кайрӗ.

В атаке и контратаке сошлись донцы с обеих сторон, рубанулись, как и надо, и Григорий, потеряв в бою коня, с разрубленной щекой, вывел полки из боя, отошел до Боковской.

XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Ку вӗсене Петрошӑн пуҫласа тавӑрнӑ парӑм», — шухӑшларӗ вӑл, утне юртӑпа ярса; унтан лашана ним сӑлтавсӑрах чӑпӑрккипе купарчинчен туртса касрӗ те, чӑпӑркка вӗҫӗ пырса тивнӗ тӗлте шурӑрах йӗр хӑмпӑланса тухрӗ.

«Это им за Петра первый платеж», — подумал он, трогая рысью, и без видимой причины плетью выбил на крупе коня белесый вспухший рубец.

XXXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл, аллисемпе пилӗкне тытса, ҫул айккинче тӑчӗ, малалла каясшӑн талпӑнакан шурӑ утне чӗлпӗре карӑнтарса тытса чарчӗ.

В стороне от шляха, избоченясь, горбатился он на седле, туго натягивал поводья, сдерживал горячившегося коня.

XXXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн утне ҫамрӑк йӗкӗт Андрюшка Бесхлебнов пӑхнӑччӗ.

Лошадь его держал молодой парень Андрюшка Бесхлебнов.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed