Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утма the word is in our database.
утма (тĕпĕ: утма) more information about the word form can be found here.
Ванькин сасартӑк утма чарӑнчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫавӑн пек чухне мана уйрӑмах йывӑрччӗ: тивӗҫ-и эпӗ санпа юнашар пыма, сана ҫавӑтса утма.

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Эпӗ пӗр самант каялла та, малалла та утма пӗлмесӗр тӑтӑм, унтан, — хам та пӗлместӗп мӗншӗн, — Люсьӑсен хваттерне алӑка шаккаса ирӗк ыйтмасӑрах кӗрсе кайрӑм та вырӑн ҫинче пӗр хускалмасӑр, ҫын кӗнине те асӑрхамасӑр, ҫамрӑк хӗр ларнине куртӑм.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ку вӑл пирӗн писательсем, Коммунистсен партийӗ вӗрентнӗ пек, пурнӑҫпа тан утма тӑрӑшнине кӑтартать.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Хӑй хыҫҫӑн шикленмелле ҫынсем пынине курсан, хӗрарӑм хытӑран хытӑ утма пуҫланӑ, унтан чупсах кайнӑ.

Help to translate

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Тӳресем стройпа илемлӗ утма пӗлнине, пӗрремӗш пулӑшу кӳме пултарнине, автомат салатса пуҫтарнине, пултарулӑх енчен ӑста пулнине те шута илнӗ.

Help to translate

Пограничниксен ҫамрӑк тусӗсем - слётра // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60951

Ҫамрӑксен театрӗ вӑхӑтпа пӗр тан утма тӑрӑшать.

Help to translate

Ҫамрӑксен театрӗ – 90 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60926

Вӑл, Герасим Федотовича палласа илсен, яланхи пекех сӑмах та чӗнменскер, самантрах каялла чакрӗ, юхан шыв хӗррипе тӑвалла утма пикенчӗ.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Манӑн ывӑлпа утма намӑс», — ҫаплах каланӑ Татти инке лутрарах кинне.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тен, ҫуранах утма тивӗ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫанталӑк анчахрах шӑнтнӑ пирки ҫул тумхахлӑ, пушмакпа утма кансӗртерех.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Пире малалла сулмаклӑн утма выльӑх апачӗ ҫителӗксӗр пулни чӑлхантарать тетӗр-и?

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ӳт ҫумне ҫыпҫӑннӑ ҫи-пуҫ утма чӑрмантарать.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫавҫавах Изамбаев ҫиле хирӗҫ утма тӑрӑшрӗ, мӗншӗн тесен вӑл сылтӑмалла пӑрӑнса каясран — ҫултан тепӗр еннелле ҫаврӑнса ӳкесрен хӑрарӗ.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ача ачах: мӑннисемпе ӑҫтан пӗр пек утма пултартӑр вӑл?

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ачине ҫавӑтнӑ хӗрарӑм арҫын хыҫҫӑнах утать, унран юлас мар тесе ачине васкарах утма хистет.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӑйлӑ ҫил вӗсене хыҫалтан тӗртсе пырать те, утма ҫӑмӑл.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

«Утма йывӑртарах пулать капла», — шухӑшларӗ хӑй.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӑл, талонсем илнӗ хыҫҫӑн кухня чӳречи патнелле утма тӑнӑскер, каллех буфет умне таврӑнчӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫиле май утма пуҫланӑ-тӑк — утасах пулать.

Help to translate

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed