Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗслӗх the word is in our database.
тӗслӗх (тĕпĕ: тӗслӗх) more information about the word form can be found here.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн районта административлӑ йӗркене пӑснӑ 51 тӗслӗх тупса палӑртнӑ, вӗсенчен 21-шне судра пӑхса тухнӑ.

Help to translate

Малашне те йӗркелӗхшӗн тӑрӑшӗҫ // Р.Зайнуллин. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b0/

Ку тӗслӗх — Пугачевӑн ӗҫӗ.

Help to translate

XXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Курни, илтни — хӑрушӑ тӗслӗх, Пӑлхав тума аван меслет.

Help to translate

XXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пирӗн Тӑван ҫӗршыв кун-ҫулӗнче тӗрлӗ ҫынсен пӗрлӗхӗ инкек-синкеке сирме, пысӑк ҫитӗнӳ тума пулӑшнине кӑтартакан тӗслӗх питӗ нумай.

В истории нашего Отечества много примеров, когда сплоченность самых разных людей помогала преодолевать беду и добиваться больших побед.

Олег Николаев Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/11/04/ole ... nogo-edins

Пирӗн хаҫатсен вӗсенчен тӗслӗх илмеллех.

Наши газеты должны следовать их примеру.

Тӑван чӗлхене манмасан малашнехи ҫул яланах ҫутӑ! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6137.html

Ял ячӗ тӗл пулакан тӗслӗх пӗрре-иккӗ кӑна мар кирлӗ-ҫке — ҫӗршер кирлӗ.

Пример, где встречается название деревни, ведь нужен не пару раз — они нужны сотнями.

Тӑван чӗлхене манмасан малашнехи ҫул яланах ҫутӑ! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6137.html

— Пулас ӑру ҫакӑн пек мухтавлӑ ҫынсенчен тӗслӗх илессе, вӗсен пархатарлӑ ӗҫне яланах асра тытасса шанса тӑратпӑр, — терӗҫ уява ертсе пыракансем.

Help to translate

Ӗҫченлӗх хисепре ялан // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/10/18/c%d1%87%d0% ... %b0%d0%bd/

Ҫавӑн пекех Герман Николаевич Крылов, Василий Михайлович Данилов хӑйсен ашшӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ, вӗсенчен нумай тӗслӗх илмелли ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ.

Help to translate

Ӗҫченлӗх хисепре ялан // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/10/18/c%d1%87%d0% ... %b0%d0%bd/

Вӗсем ыттисемшӗн — тӗслӗх вырӑнӗнче.

Help to translate

Хӗрӳ ӗҫсем пыраҫҫӗ // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/10/18/ce%d0%bd%d1 ... %b5%d1%85/

Паянхи ҫитӗнекен ӑрушӑн тӗслӗх вырӑнӗнче хисеплӗ ветеран.

Help to translate

Пурӑнать Тикашра ветеран // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9274-pur-nat ... ra-veteran

Хӑйӗн активлӑхӗпе Нина ытти вӗренекенсемшӗн чӑн-чӑн тӗслӗх вырӑнӗнче.

Help to translate

Шкул хаҫачӗ пурнӑҫра ӑнӑҫлӑ старт парать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9419-pallash ... 03-06-2022

Ҫапла пулмасӑр, ҫамрӑксем вӗсенчен тӗслӗх илсе пурӑнаҫҫӗ-ҫке-ха.

Help to translate

Ял халӑхӗ савӑннипе хӗвел те хытӑрах хӗртрӗ // Е.АЛЕКСАНДРОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9717-yal-kha ... akh-kh-rtr

Пулас ӑру ҫамрӑкӗсем те вӗсенчен тӗслӗх илсе ҫитӗнессе чунтанах шанатпӑр.

Help to translate

Ял халӑхӗ савӑннипе хӗвел те хытӑрах хӗртрӗ // Е.АЛЕКСАНДРОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9717-yal-kha ... akh-kh-rtr

«Владимир ырӑ кӑмӑллӑ, хаваслӑ, хастар, хӑюллӑ пулнӑ, яланах ыттисене пулӑшма хатӗррипе, кӑмӑл ҫирӗплӗхӗпе палӑрса тӑнӑ. Вӑл пуриншӗн те ырӑ тӗслӗх, чӑн-чӑн паттӑр. Паттӑрсен ячӗсем вара манӑҫмаҫҫӗ», — тет Чупай шкулӗн директорӗ Л.Никифорова.

Help to translate

Паттӑрсен ячӗсем манӑҫмаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9944-patt-rs ... -man-cmacc

Атте – шанчӑклӑ тӗрев, ҫемье тыткӑчи, ывӑлшӑн вӑл ырӑ тӗслӗх, хӗршӗн вара вӗрентекен вырӑнӗнче, ҫаплах вӑл Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫи те!

Отец – это опора, стержень всей семьи, пример для сына и наставник для дочери, защитник Родины!

Олег Николаев Ашшӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/10/16/ole ... -dnem-otca

Вӗсен ҫемьери хутшӑнусем ачипе мӑнукӗшӗн ҫеҫ мар, тӑванӗсемпе ялти пур ҫыншӑн та тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Ҫемье ӑшши - чун ӑшши // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10685 ... chun-shshi

Ҫакӑ пире асаттесемпе асаннесенчен тӗслӗх илсе ӗҫчен пулса ӳсме хистет.

Help to translate

Ӗҫчен ҫын ӗмӗр хисепре // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10813 ... r-khisepre

Ҫапла, пирӗн мухтавлӑ ентешрен тӗслӗх илмелле, ӑна хисеплемелле, унпа мухтанмалла, мӑнаҫланмалла!!!

Help to translate

Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n

Ҫак сӑмахсене ҫирӗплетсе тӗрлӗ тӗслӗх илме пулать.

Help to translate

Ӗҫчен ҫынна пурнӑҫра та ҫӑмӑлрах // Карина ЗАДВОРНАЯ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10976 ... -c-m-lrakh

Манӑн тӗслӗх, паллах, манӑн атте.

Help to translate

Атте - чи ҫывӑх ҫын, юлташ, ырӑ тӗслӗх // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11213 ... yr-t-sl-kh

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed