Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вольноопределяющи хӑпма пӗлмесӗр йӗрӗнтерсе ыйтнине хирӗҫ атаманец чӗнмест, снаряд гильзинчен тунӑ пӑхӑр куркапа вӗри шыва кана-кана ӗҫет те хура ҫӑкӑртан типӗтнӗ сухарие шыва чиксе кӗмпӗртеттерсе ҫиет.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Гусеницӑсене тинкерсе пӑхрӗ, вӗсем те таса, тутӑрпа шӑлса типӗтнӗ; чӗрнипе резина бандажсене чӗрсе пӑхрӗ.
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сергей васкамасӑр танк йӗри-тавра ҫаврӑнчӗ, ӑшӑ, шӑлса типӗтнӗ броньӑна аллипе ачашларӗ, башня ҫинчи кивелнӗ йӗр ҫине пӑхрӗ — бомбӑн ансӑр татӑкӗ чӗрсе кайнӑ йӗр хуралнӑ та кӑшкӑру палли пек тӑрса юлнӑ.
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ку илемсем ҫумне варени те, типӗтнӗ ҫимӗҫ те, ҫулталӑкӗпех пасарта панулмипе груша сутни те — пурте пырса хутшӑнчӗ, мӗн ҫеҫ каласа пӗтермерӗ Грачев!
XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл ҫӳллӗ те хулӑнскер, пӗр ултӑ-ҫичӗ пӑта яхӑн туртакан казак; шалпар салтак тумӗ тӑхӑннӑ, «чӗрӗпле» кастарнӑ кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ ҫын; унӑн хытӑ аттисем тӗлӗнмелле шӑтӑр-шӑтӑр туса тӑраҫҫӗ, атӑ тӗпне кӑмакара хытӑ типӗтнӗ мӑйӑрсем хурса тултарнӑ пекех туйӑнать.
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тепӗр ҫырӑвӗнче Петро хӑй патне «тӑван Дон хӗрринчи садсенче ӳснӗ» типӗтнӗ чие ҫырли ярса пама тата тӑтӑшрах ҫырса тӑма ыйтнӑ; ҫав ҫырурах вӑл Григорие вӑрҫса ҫырнӑ: казаксем каланӑ тӑрӑх, Гриша утне япӑх пӑхать, имӗш, ӑна, Петрона, ку япала питӗ пӑшӑрхантарать, мӗншӗн тесен Гришка аллинчи учӗ унӑн, Петрон, ятран илнӗ учӗ; кун пирки Петро ашшӗне Григорий патне хӑй ячӗпе ҫыру ҫырса яма ыйтнӑ.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Типӗтнӗ иккен вӑл ӑна… — илтӗни-илтӗнми сасӑпа мӑкӑртатса илчӗ урядник, виле ҫумӗпе иртнӗ май унӑн пӑрӑнса ларнӑ пуҫӗ ҫинчи шурӑ ҫӳҫ кӑтрисем ҫине хӑравҫӑллӑн чалӑшса пӑхса.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Аннӳ сана типӗтнӗ чие ҫырлипе пӗр мӑшӑр ҫӑм чӑлха, кунсӑр пуҫне тата салӑпа тӗрлӗрен кучченеҫсем парса ярать.Сушеной вишни мать тебе посылает и пару шерстяных чулок, а ишо сала и разного гостинцу.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вите стенисем ҫинче ҫӳлте тӗрлӗ-тӗрлӗ ҫулҫӑллӑ типӗтнӗ курӑксем ҫакӑнса тӑнӑ: ҫырути — лаша мурӗнчен, ҫӗленкуҫ курӑкӗ — хура ҫӗлен сӑхнинчен, хура хупах — ут ури пӑсӑлнинчен, кӳлӗ хӗррисенче ҫӳҫесем кутӗнче ӳсекен шур курӑк — лашасем халтан кайнинчен, тата ытти чир-чӗрсенчен сыватмалли тӗслӗрен-тӗслӗ курӑксем те темӗн чухлех.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫак вӑхӑт хушшинче вӑл амӑшӗ вилнине пӗлтерекен хыпар илнӗ; аппӑшӗ вара — амӑшӗн тӑван йӑмӑкӗ, — вӑл ӑна ача чухне типӗтнӗ грушӑпа хӑех пӗҫернӗ ытарма ҫук тутлӑ премӗксем илсе пырсан курнипе тата Гадячра вӗреннӗ чух ҫав ҫимӗҫсенех ҫынсенчен парса янипе кӑна пӗлет (амӑшӗпе леш хирӗҫӳллӗ-мӗнлӗ пулнӑ пирки Иван Федорович ӑна кайран курман), — ҫак аппӑшӗ хӑйӗн ырӑ кӑмӑлне пула, унӑн пысӑках мар именине йӗркелесе тӑма килӗшнӗ; ун ҫинчен вӑл ҫийӗнчех ҫырупа пӗлтернӗ.
I. Иван Федорович Шпонька // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пирӗн юланутҫӑна ҫурт-йӗрсем те, тулӑ куписем те, веялкӑсемпе тарасасем те, чупса пыракан трехтонкӑсем те тӗлӗнтермерӗҫ, унӑн хӑравҫӑ куҫӗсем тырӑ типӗтнӗ тата тасатнӑ ҫӗрте ӗҫлекен ҫынсене курман пулсан, вӑл, тен, лашине те чарман пулӗччӗ, ҫавӑн пекех васкавлӑ решени те йышӑнман пулӗччӗ.
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Стан патне пынӑ чухне тырӑ куписене, тараса патне кутӑн чакса пыракан полуторкӑна, тырӑ типӗтнӗ тата тасатнӑ ҫӗрте ӗҫлекен колхозниксене курсан, Кондратьев тырӑ куписем бронза е ылтӑн тӗслӗ ҫуталса выртни ҫинчен мар шутланӑ.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Джентльменсем, — тетӗп эпӗ хамӑр чылайччен пӗр-пӗринпе перӗнкелесе, тӗркӗшкелесе тӑнӑ хыҫҫӑн, типӗтнӗ улма пички тавра сырӑнса тӑнӑ ҫынсене, — ман шутпа, эсир пӗтӗм ҫӗр ҫинче чи ҫылӑхсӑр этемсем пулассӑн туйӑнать: эсир тӗрлӗрен жуликла ӗҫсенчен, айӑплӑ япаласенчен инҫе тӑратӑр.
Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.
Ҫенӗхпе юнашар пӳлӗме вӗсем кровать, сӗтел, кӗнекесем хунӑ арча лартнӑ, юнашар пӳлӗме Рощенски тата юнашарти районсенче пухнӑ тӑпрасене хунӑ вӑрӑмрах тӑваткӑл ещӗксем лартса тухнӑ; ҫав ещӗксенче тӗрлӗ йывӑҫсен вӑррисене шӑтарма лартнӑ, стенасем ҫинче Чурсун утравӗнче лартса ӳстернӗ йывӑҫсен типӗтнӗ тунисемпе ҫулҫисем ҫакӑнса тӑнӑ, — пӗр сӑмахпа каласан, хӑй тӗллӗн вӗреннӗ вӑрман ӑстаҫи ҫак пӳлӗмре наукӑпа сӑнав ӗҫӗсене туса пынӑ.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сухарипе аппаланнӑ хыҫҫӑн типӗтнӗ кӑмпа суйлама тиврӗ, консерва тултарнӑ ещӗксене лайӑхрах вырӑна куҫарса лартрӗҫ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Тӗрӗс, типӗтнӗ, анчах пачах та йӗпе мар.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Ну, типӗтнӗ ҫӑкӑр, — ответлерӗ Володя.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Артекран илсе килнӗ пурлӑхӗсем юнашар сӗтел ҫинче выртаҫҫӗ: крабсем, типӗтнӗ магноли ҫулҫисем, гротик, авиамодель частьсене хунӑ картонкӑсем.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Иккӗшӗ те типӗтнӗ крабсем ҫине йӗрӗнсе пӑхаҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл ытти артековецсем пекех хӑйӗнпе пӗрле акӑ мӗн-мӗн илсе каять: Австрали йывӑҫҫи патӗнче ӑйӗн сӑнне ӳкернӗ фотокарточкӑна; типӗтсе «Артекран салам» тесе, ҫырса капӑрлатнӑ монголи ҫулҫисене — ҫакнашкал ҫулҫӑ ҫине марка ҫыпӑҫтарсан, почта тӑрӑх яма та пулать; рак хуранӗ чулӗсенчен хӑй тунӑ грот; тӗрлӗ тӗслӗ тинӗс чулӗсем тултарнӑ пӗчӗк хутаҫ; хура ҫаврака подставка ҫумне ҫыпӑҫтарса типӗтнӗ крабсене; вӗсене ҫиелтен ҫурри таран касса татнӑ электролампочкӑпа витнӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.