Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн сасартӑках тутисем типсе кайрӗҫ, ансӑр шурӑ ҫамки ҫине сывлӑм тумламӗсем пек тар пӗрчисем тапса тухрӗҫ, утасса та вӑл сасартӑк асӑрханса, темрен сыхланса тенӗ пекрех утма пуҫларӗ.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Ну-у-у?.. — темрен хӑраса ӳкнӗ пек тӑстарса каларӗ те мӑн ҫамкаллӑ хыткан Самохин, портфелӗнче тем шыраса, ним чӗнмесӗр хучӗсене чӑштӑртаттарма, ҫав тери хытӑ мӑшлатма пуҫларӗ…
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пирӗн хулара юлашки вун-вунпилӗк ҫул хушшинче, Беликов манерлӗ этемсен влиянипе, темрен те хӑракан пулса кайрӗҫ.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Ҫавӑнпа та нумай-нумай ҫынсен пит-куҫӗсенче, темрен шикленнӗ пек, темӗнле ӑнланмалла мар кичемлӗх палӑрать.Поэтому на многих лицах заметно унылое недоумение, почти тревога.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Акӑ, хайхи пӑхма йӗркеллӗ ҫынсем, темрен йӗрӗннӗ пекрех кулса, ҫав хушӑрах, кӑмӑлӗсем ҫырлахнине палӑртса йӑлкӑшакан куҫсен хӗмне пытарса, электричествӑпа ҫаврӑнакан карусель лашисем ҫине е слонӗсем ҫине утланса лараҫҫӗ, утланса лараҫҫӗ те, урисене сулла-сулла, чун сӳлетмелле киленӗҫе кӗтеҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Кашни ҫурт, темрен тӗлӗннӗ ухмах пек, ҫӑварне карса ларать, вӗсен ӑшӗнче — пӗлӗт пек тӗтӗм, йӗс трубасем ҫухӑрса нӑйкӑшни, орган ҫухӑрашни тата ҫынсен тӗксӗм кӗлеткисем.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Пӑрахут палуби ҫине эмигрантсем пухӑнса тӑнӑ; вӗсем, теме шанчӑклӑн кӗтсе, темрен сыхланса, хӑравҫӑ та хаваслӑ куҫсемпе йӗри-тавра тинкерсе пӑхкалаҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Казармӑра каҫсерен нумайӑшӗ аташса, йынӑшса выртатчӗҫ е темрен хӑраса сике-сике тӑратчӗҫ…Ночами в казарме у нас многие бредили, стонали и вскакивали с постелей в некоем ужасе…
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Арҫынсемпе хӗрарӑмсем, ачасем — пурте темрен шикленкелесе, унталла-кунталла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхнӑ, тимлесе итленӗ, тем пуласса кӗтнӗ.Мужчины, женщины, подростки — все тревожно оглядывались, прислушиваясь ожидали.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Пӗр асӑрхануллӑ ҫын анчах ӑна курнӑ та, темрен хӑраса, ҫав пархатарлӑ чӗре ҫине урипе пуснӑ…Только один осторожный человек заметил это и, боясь чего-то, наступил на гордое сердце ногой…
III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Челкаш ун ҫине мӑшкӑлла кулӑпа пӑхкаласа илчӗ, Гаврила ӗнтӗ каллех кӗсменсене ярса тытрӗ, темрен хӑранӑ пек аялалла пӑхса, кӗсменсемпе васкавлӑн та хыттӑн ишме пуҫларӗ.
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Темрен намӑс пек туйӑнать, тата шел те, хурланмалла та.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Ҫапах та эсӗ вӗт ҫуллӑ ҫын, сывлӑху та аплах мар сан, темрен тем… тем те пулма пултарать.Человек вы в годах, здоровье не ахти какое, не ровен час… всякое может случиться…
38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Малтанхи ҫулах Захар Митрич тырӑсен ҫӗнӗ сорчӗсене, курӑксене, пахча ҫимӗҫсене сӑнаса пӑхрӗ, ҫимӗҫ йывӑҫҫисене тунӑран, темрен лартса ӳстерчӗ.
4-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫав парне уншӑн темрен те хаклӑрах.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Гаврик, тир балаганӗ патне пырса алӑк патӗнче чарӑнса, темрен те тутлӑ пек туйӑнакан пӑшал тарӗн шӑршине шӑршлать.
XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Анчах та ҫак сивӗ, шӑнса кайнӑ лаҫри вӑркӑшса ҫунакан кӑмака умӗнче хамӑрӑн темрен те хаклӑ хутсене тытса ларнӑ чух, темӗнле таҫтан аякран ӑшӑ та тӑван сывлӑш вӗрнӗн туйӑнчӗ, ҫакна пула эп кӑштах йӗрсе ямарӑм…
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унӑн сасси, унӑн сӑмахӗ ҫакӑ йывӑр кунсенче темрен те хаклӑ пулчӗ.
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пуринчен ытла мана унӑн куҫӗсем, нимӗнле туйӑма пӗлтермен, темрен хӑранӑ пек пӑхакан куҫӗсем пӑшӑрхантараҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хуҫапа арӑмӗ макӑрса янӑ, анчах мӗн тӑвас тетӗн: харпӑр хӑйӗн ачи пӑчи тӗнчере темрен те хаклӑ.Заплакали хозяин с хозяйкой, но что поделаешь: отцу и матери дети дороже всего на свете.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950