Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗлӗшрен илтнӗччӗ: Патӑрьел тӑрӑхӗнче Ҫимӗк кунӗнче ташласа юрлаҫҫӗ.От знакомого слышал: в Батыревской стороне в день Семик пляшут и поют.
Ҫимӗк — эрех ӗҫмелли сӑлтав-им? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2789.html
Концерт хыҫҫӑн ватти те, вӗтти те чӑваш юррисемлӗ дискотекӑра ташласа савӑнчӗҫ.
Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01
Ку ҫеҫ те мар, кӳмене чӗвен тӑратса ташласа та кӑтартрӗ.
Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №
Ҫак кун хӗвел те ташласа тухатчӗ.
Мӑнкун йӑли манӑҫать // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2739.html
6. Акӑ Ирод хӑйӗн ҫуралнӑ кунне уявланӑ чухне Иродиада хӗрӗ хӑнасем умӗнче ташласа унӑн кӑмӑлне ҫавӑрнӑ; 7. ҫавӑнпа вӑл ӑна, лешӗ кирек мӗн ыйтсассӑн та, ҫавна тупа тусах пама пулнӑ.
Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Каллех тӳнкӗрне тытӑн та савӑнӑҫлӑн ташласа тухӑн; 5. Самари тӑвӗ ҫинче каллех иҫӗм пахчи ӗрчетӗн; иҫӗм ҫырли туса илекенсем ҫимӗҫӗпе хӑйсемех усӑ курӗҫ.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ӑна тӳнкӗр ҫапса, ташласа мухтавлӑр, Ӑна хӗлӗх янӑратса, шӑхличӗ каласа мухтавлӑр.4. Хвалите Его с тимпаном и ликами, хвалите Его на струнах и органе.
Пс 150 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Унӑн ятне ташласа мухтаччӑр, Ӑна тӳнкӗр ҫапса, кӗсле каласа мухтавлаччӑр: 4. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне кӑмӑллать, йӑвашшисене ҫӑлса асла кӑларать.
Пс 149 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине Давид хулине илсе кӗнӗ чухне Мелхола, Саул хӗрӗ, чӳречерен пӑхса тӑнӑ, Ҫӳлхуҫа умӗнче сиккелесе те ташласа пыракан Давид патшана курсассӑн, вӑл ӑна хӑй ӑшӗнче хурланӑ.
2 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Израиль ҫарӗ Давид филистима ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн каялла таврӑннӑ чухне Израильри пур хуларан та хӗрарӑмсем Саул патшана хирӗҫ савӑнӑҫлӑн юрласа та ташласа, тӳнкӗр те кимвал ҫапса тухнӑ.
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Конкурса хутшӑнакансен ҫавра «веерта» хушса ҫырнӑ хутсене туртса кӑлара-кӑлара юрласа, ташласа, такмак каласа тупӑшмалла пулчӗ.
Эх, ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // АНТОНИНА ЕФИМОВА,ВЕРА ШУМИЛОВА,НИКОЛАЙ СМИРНОВ,Таисия Кротова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Унӑн ывӑлӗ - сӑвӑ каласа, хӗрӗ ташласа тыткӑнларӗ.
Эх, мĕнлескер... // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05
Пултарулӑх ушкӑнӗсем тӑпӑртаттса ташласа та, тавралӑха янратмалла юрласа та кӑтартӗҫ, такмакне те калӗҫ вӗсем, шӳт-кулӑпа та савӑк кӑмӑл кӳрӗҫ.
Кӳлнӗ лаша лайӑхрах-и е мотоблок? // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11698.html
Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Элӗк районӗнче юрласа та ташласа, хаваслӑ ытти мероприяти йӗркелесе хӗл ӑсатӗҫ.
Кӳлнӗ лаша лайӑхрах-и е мотоблок? // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11698.html