Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврари the word is in our database.
таврари (тĕпĕ: таврари) more information about the word form can be found here.
Ҫапах та ҫак таврари ялсемшӗн вӑл — пӗртен пӗр ҫутӑ ҫӑл куҫӗ.

Help to translate

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Алӑк патӗнче чухӑнсем вырнаҫнӑ, варринерех — вӑтам пурӑнакансем, чи малти ретре таврари ятлӑ-сумлӑ ҫӗрме пуянсем тӑраҫҫӗ.

Help to translate

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫук, таврари ялсенчен, пӗтӗм чӑваш ҫӗрӗнчен пухнӑ пуль ку чечексене…

Help to translate

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Унсӑр пуҫне вӑл фотографи ӗҫне вӗренчӗ, таврари ялсене ҫӳресе ҫынсен сӑнӗсене ӳкерчӗ е кивӗ сӑн ӳкерчӗксене ҫӗнетсе пысӑклатрӗ.

Help to translate

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Куккукӗ те — таврари чи хӳхӗм хӗрсенчен хӳхӗмреххи.

Help to translate

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ку таврари паллӑ садсене йӑлтах пӗлетӗп, нумайӑшне хам пуҫласа лартнӑ тес пулать.

Help to translate

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

«Мӗнле паллӑ старик пулчӗ-ха ку, таврари ялсенче те пӗлнӗскер? — терӗм ӑшӑмра.

Help to translate

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Акӑ упӑшкипе арӑмӗ уйрӑлаҫҫӗ: мӑн хырӑмлӑ чипер хӗрарӑм, тӗреклӗ арҫын мӑйӗнчен уртӑнса, куҫ уҫайми макӑрать; лешӗ ӑна кӑлӑхах тем каласа лӑплантарма тӑрӑшать, аптранипе хӑй таврари ҫынсем ҫине ҫаврӑнса пӑхкалать, унтан каллех арӑмне ҫурӑмӗнчен ҫупӑрласа йӑпатма хӑтланать…

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Кусем таврари ялсенчен хулана ҫар валли тырӑ, аш-какай, ытти тавар кӳреҫҫӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пӗрле килнӗ ҫынсенчен нумайӑшӗ таврари ялсем тӑрӑх саланчӗҫ, Таня ют Хулара пӗр-пӗччен тӑрса юлчӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Юманӑн йывӑҫҫи ҫирӗп пулсан та, унӑн кӑтра илемлӗ ҫулҫисем, ытти йывӑҫсенчен каярах сарӑлнипе, питӗ ҫемҫе, ҫамрӑк, таврари ҫитменлӗхрен хытӑ хӑраҫҫӗ.

Help to translate

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

— Ман Тимафи вӑрҫӑран таврӑннӑ чухне Пинер станцине ҫитсен, хамӑр таврари касса тӑкнӑ вӑрмана курнипе чунӗ питӗ хурланнӑ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл таврари вак-тӗвек сутӑҫсем валли фабрик-заводсем туса кӑларакан тавар тата тӑварланӑ пулӑ кӳре-кӳре килнӗ.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Таврари халӑхшӑн хӑй турӑ та патша пулса тӑнӑ Михха тинех халӑх тыткӑнне лекнине тавҫӑрса илет.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Мул тӗлӗшӗнчен вӑл Михха ҫывӑхне те пыраймасть, ҫавах таврари пуянсем хушшинче хисеплӗ ҫын шутланать.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак сӑмах хыҫҫӑн унӑн куҫӗ умне Энӗшкасси, Атӑлкасси, таврари ытти ялсем тата пасар тухса тӑчӗ.

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунта та ҫакнашкалах пулчӗ: Хура кӗпер айӗнче виле выртать тенӗ хыпар Энӗшкасси ялӗнче ҫеҫ мар, таврари ялсене те ҫав тери хӑвӑрт сарӑлчӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Таврари ҫулпа кайрӑмӑр теес-и?

Help to translate

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку ращара вӑрӑ-хурахсен йӑви пуррине таврари ялсенчи пӗтӗм халӑх пӗлсе тӑрать.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унта таврари ҫирӗм-вӑтӑр ял халӑхӗ пуҫтарӑнать.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed