Шырав
Шырав ĕçĕ:
Роз чернил тӗкне сывлӑшра ҫавӑркалать, тӗрлӗ кукӑр-макӑрпа арабескӑсем ӳкерет; вӑл кӗтет.Роз стал водить пером в воздухе, выделывая зигзаги и арабески; он ждал.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Куллине ҫухатмасӑр — манекен сывлӑшра кулӑпах темиҫе хут вӑйкӑнчӗ те кулӑпах шыва шаплатса ӳкрӗ.Манекен, не теряя улыбки, с улыбкой перевернулся в воздухе и с улыбкой шлепнулся в воду.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.
Симӗс шӑнасем вӑраннӑ та сывлӑшра мӗлтлете-мӗлтлете вӗҫеҫҫӗ — вӗсем питне урисемпе шӑлкаласа хӗвел ӑшшинче ларма юратаҫҫӗ; вил тӑпри чулӗн кӗтесӗнчен калтан вак шӑрҫа евӗр чее куҫӗсем тӗсеҫҫӗ, тӗмсен хушшинчи курӑнми кайӑксем пӗр-пӗрне йӑвашшӑн та хӑюсӑррӑн йыхӑрма пикенчӗҫ.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Хайхискер сывлӑшра хыттӑн авкаланчӗ те Нок тавра каруҫҫель евӗр ҫиҫсе ҫаврӑнчӗ, унтан шыва ҫатӑлтатса ӳкрӗ.Запрыгал в воздухе и, закружившись вокруг Нока наподобие карусели, шлепнулся в воду.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
— Пӑхӑр-ха, пӑхӑр! — кӑшкӑрса ячӗ ҫак самантра манӑн аппа, вара эпир, вӑл куҫӗсене хӑрушла чарса пӑхнӑ тӗлелле йӗрлесе, акӑ мӗн сӑнарӑмӑр: тӳпене хӑвӑрт куҫакан тӗлӗнмелле карапсем талккӑшпех хупласа хунӑ; эпир халиччен курман такелажлӑ, парӑслӑ карапсене аса илтереҫҫӗ, сывлӑшра хӑйсен айӗнче мӗлкеленсе курӑнаҫҫӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Пире уҫӑ сывлӑшра, ҫут ҫанталӑк сӑпкинче ҫитӗннӗ тӗреклӗ ҫынсем, ытлӑх-ҫитлӗхе пӗлмен, ҫурма тискер, тӳрӗ те айван ҫынсем ялӗпех пӗрлехи темӗнле трагедие лекнӗ тесе ӗнентересшӗн.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Карапсенчен хӑшӗ-пӗри сывлӑшра вӗҫнӗ-мӗн.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Унӑн хӗвелпе пиҫнӗрен, таса мартан пӑхӑрланнӑ ӳчӗ сывлӑшра пӗкӗлле йӑлтӑртатрӗ, пӗвен лӑпкӑ сийӗ нумай-нумай унка куҫса сирпӗнчӗ-саланчӗ, ишевҫӗ ури шыв ҫийӗнче юлашки хут тапкалашрӗ те ҫухалчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.
Тинӗс ӳсӗрӗлет; нумай вӑхӑт лӑпкӑ тӑнӑран тарӑхнӑ тӗпсӗр путлӑха тулашу-тилӗрӳ антӑхӑвӗ кисретет; сывлӑшра пӗр-пӗрне чӗне-чӗне уҫӑмсӑр сасӑсем перкелешеҫҫӗ: ҫут ҫанталӑк ухмаха ернӗ, унӑн суккӑр тарӑхӑвӗ ӗсӗклӳ юхӑмне лекнӗ, ҫухӑрашу вара ӑсран тайӑлнӑскерӗн тилӗрчӗк, вӑрах ӳлевӗпе ылмашӑнчӗ тейӗн.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Тинӗсри вилӗ куҫӑмсӑрлӑх — хум ҫуклӑх, айккинчен тата тӗпӗнчен силлени, каҫхи сигналсем, сывлӑшра вӗҫекен пулӑсем, япаласем тиени, магнит тӑвӑлӗсем, — ун чухне компас йӗппи тилӗрсе-урса ташлать, — Аян сӑмахӗсенче ҫаксем пӗтӗмпех мӑйӑр йывӑҫ хӑмилле чӗп-чӗррӗн те ӗненмелле пулса тухрӗҫ.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Океанра, эсир тимӗр ҫи витти айӗнче пурӑннӑ пек эпӗ пурӑнакан ҫӗрте, — шыв виҫӗ хӑлаҫран та ҫап-ҫутӑрах, пулӑсем вара сывлӑшра вӗҫеҫҫӗ — чана манерлӗ!
«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.
Карап халӗ сывлӑшра хытса ларнӑ ҫунатлӑ кайӑк евӗр, пӗтӗмпех — канӑҫсӑрлӑхпа вӗҫев, чӑтӑмсӑрлӑх тата тытӑнкӑллӑ вӑйӑм.
IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Сансӑр эпир, ӑнланмалла ӗҫ, каяймастпӑр, пире сана, вилнӗскере е чӗрӗскере, шыраса тупма, ҫӗр айӗнчен чавса, пантера хырӑмӗнчен касса кӑларма, сывлӑшра тытма хушнӑ…
III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Ҫӗр ҫине ҫӗкленсе тухнӑ лапсӑркка тымарсем вулӑсене сывлӑшра йӑтса тӑраҫҫӗ.Раскидистые, приподнятые над землей корни держали на весу ствол.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Авӑ, юнашаррӑн, пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗне-тӗршӗне, вӗсем тытса чарайми пусма евӗр аялалла юхаҫҫӗ, леререх ушкӑншарӑн, икшер-виҫшерӗн нӳрлӗ чул тӳшекӗнчен шӑппӑн йӑтӑна-йӑтӑна анаҫҫӗ; тата ҫӳлерех пӗччен шыв сикки картлашкасене чӑма-чӑма ҫӳллӗ хысакран ишӗлсе тӑкӑнать те сывлӑшра витӗр курӑнакан шӗвӗ кӗмӗл сапаласа акать; аяларах тикӗс кӗленче йӑрӑм шавлать — чулсем ҫинче ҫапӑнса-арканса йӑлтӑркка пӑр сирпӗнчӗкӗсене вӗттӗн-вӗттӗн тӑркӑшлать-вӗҫтерет.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Вӗсен тӑррисен тӗлӗнче шыв сиккисен асамат кӗперӗн тусанӗ йӑсӑрланать: тарӑн кӗвӗ-ҫемӗн пӗр евӗрлӗхӗнче эрешмен карти пек ҫип-ҫинҫе юхӑмсем аялалла ӳкеҫҫӗ те сывлӑшра хытса тӑнӑн туйӑнаҫҫӗ.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Вӗсен Тарта курӑнми нумай-нумай куҫӗ сывлӑшра ҫаврӑнать-пӑтранать, ҫав куҫсем унӑн аллисем ҫине чечек куҫҫульне тӑкаҫҫӗ, хурт-кӑпшанкӑн симӗсрех хӗлхемӗсемпе йӑлтӑртатаҫҫӗ те ҫухалаҫҫӗ — тимлӗ-тимлӗ шухӑшпа, тунсӑхпа, аса илӳлле ҫепӗҫ кулянупа тулнӑскерсем.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Анчах ҫак кун, уҫӑ сывлӑшра нумайрах ҫӳренине пула-ши, каҫ енне Сашук вӗриленме пуҫларӗ.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Уҫӑ сывлӑшра кӑмӑлӗ те уҫӑлчӗ.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Пӑрушкисене уя илсе тухнӑран уҫӑ сывлӑшра ӗҫлеме те кӑмӑллӑ.Так как телят выводят в поле, приятно работать на свежем воздухе.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.