Шырав
Шырав ĕçĕ:
34. Вӗсем патне Рим ҫыннисем те ҫакӑн пек ҫыру ҫырса янӑ: «Квинт Меммий тата Тит Манлий — Римӑн аслӑ ҫыннисем — Иудея халӑхне савӑнӑҫ сунаҫҫӗ. 35. Патша тӑванӗ Лисий сире мӗн панине эпир те ҫирӗплететпӗр. 36. Вӑл патшана мӗн-мӗн пӗлтернине хӑвӑр хушшӑрта сӳтсе явӑр та васкасах кама та пулин кунта ярӑр, эпир те сире кирлине тума пултарар, мӗншӗн тесессӗн эпир Антиохие кайма хатӗрленетпӗр. 37. Ҫавӑнпа та васкӑр, кама та пулин ярӑр, сирӗн шухӑшӑра эпир те пӗлсе тӑрар. 38. Сывлӑхлӑ пулӑр! Ҫӗр хӗрӗх саккӑрмӗш ҫул, ксанфик уйӑхӗн вунпиллӗкӗмӗш кунӗ».
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Лисий иудейсем патне ҫырнӑ ҫырура акӑ ҫапла каланӑ пулнӑ: «Лисий Иудея халӑхне савӑнӑҫ сунать. 17. Эсир янӑ Иоанпа Авессалом, алӑ пустарнӑ хурав хутне парса, унта мӗн ҫырнине пурӑнӑҫлама ыйтрӗҫ. 18. Ҫапла вара эпӗ патшана мӗн-мӗн пӗлтермеллине ӑнлантарса патӑм, мӗн йышӑнма палӑртнипе вӑл килӗшрӗ. 19. Ҫавӑнпа та, эхер те эсир патшапа ырӑ пурӑнас пулсассӑн, ӳлӗмрен те эпӗ сире ырӑлӑх кӳрес тӗлӗшпе пулӑшӑп. 20. Уйрӑм вак ыйтусем пирки вара эпӗ хӑвӑр янӑ ҫынсене те, хам янӑ ҫынсене те сирӗнпе калаҫса татӑлма хушрӑм. 21. Сывлӑхлӑ пулӑр! Ҫӗр хӗрӗх саккӑрмӗш ҫул, диоскоринфий уйӑхӗ, ҫирӗм тӑваттӑмӗш кун».
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Кирек мӗнле чӗрӗ чун та, икӗ юхӑм шыв кӗнӗ ҫӗрте шуса ҫӳрекенскер, чӗрӗ пулӗ; пулли те шутсӑр нумай пулӗ, мӗншӗн тесен унта ҫав шыв ҫитӗ те — тинӗсри шыв сывлӑхлӑ пулӗ, ҫак юхӑм ӑҫта кӗрет, ҫавӑнта пурте чӗрӗ пулӗ.
Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Мана каларӗ: ку шыв ҫӗрӗн тухӑҫ еннелле юхать, айлӑма ҫитет те тинӗсе юхса кӗрет; вара тинӗс шывӗ сывлӑхлӑ пулать.
Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Сывлӑхлӑ, вӑй-халлӑ чухӑн ҫын халсӑр пуянран лайӑхрах; 15. сывлӑхпа хаваллӑх кирек мӗнле ылтӑнран та пахарах, ҫирӗп ӳт-пӳ ҫӗрме мулран та хаклӑрах; 16. сывлӑхран пахарах пуянлӑх ҫук, чӗре савӑнӑҫӗнчен ирттерекен савӑнӑҫ ҫук; 17. хуйхӑрса пурӑниччен вилсе выртни лайӑхрах, вӑрӑма кайнӑ чиртен канлӗх лайӑхрах.
Сир 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Кӑмӑл йӑваш пулсассӑн — ӳт те сывлӑхлӑ, ӑмсану вара — шӑмӑри ҫӗрӗк пекех.30. Кроткое сердце - жизнь для тела, а зависть - гниль для костей.
Ытар 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Е пыл хурчӗ патне кай, кур-ха: епле ӗҫчен вӑл, мӗнлерех ырӑ ӗҫ тӑвать вӑл; сывлӑхлӑ тӑмашкӑн унӑн пылне хура халӑх та, патшасем те ҫиеҫҫӗ; ӑна пурте юратаҫҫӗ, мухтаҫҫӗ; унӑн вӑйӗ ҫук та, ӑсӗ пур.]
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эй ывӑлӑм, ман сӑмахӑма тӑнла, эпӗ каланине хӑлхуна тайса итле; 21. вӗсем куҫу умӗнчен ан кайччӑр; вӗсене чӗрӳ варринчех упра: 22. вӗсем хӑйсене тупакансене пурӑнӑҫ кӳреҫҫӗ, унӑн пӗтӗм ӳт-пӗвне сывлӑхлӑ тӑваҫҫӗ.
Ытар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑвна ху ӑсчах вырӑнне ан хур; Ҫӳлхуҫаран хӑра, усалтан сыхлан: 8. ҫакӑ ӳт-пӗвне сывлӑхлӑ тӑвӗ, шӑмму-шаккуна вӑй хушӗ.
Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй Патша, вӗсемшӗн ырӑлӑхна туса ҫитер: вӗсен кунҫулне сывлӑхлӑ, савӑнса, ырӑ кӑмӑллӑн пурӑнса ирттермелле ту, тенӗ.
Тов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эпи карчӑксем фараона каланӑ: еврей арӑмӗсем Египет арӑмӗсем пек мар; вӗсем сывлӑхлӑ, вӗсем хӑйсем патне эпи карчӑк пырса ҫитичченех ҫуратаҫҫӗ, тенӗ.
Тух 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сывлӑхлӑ пуласси ытларах ҫынран хӑйӗнчен килет.
«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.Миллин ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене парнесемпе грамотӑсемпе чысланӑ май ҫакна палӑртрӗ: «Эсир, маттур пикесем, пире, арҫынсене, паян чӑн-чӑн уяв парнелерӗр, малашне те маттур та сывлӑхлӑ пулӑр».
Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10
Ҫирӗп сывлӑхлӑ ача ҫеҫ ҫӗршыва сыхлама юрӑхлӑ ҫын пулса ҫитӗнет.Только ребенок с крепким здоровьем вырастает достойным защитником страны.
Хисеплĕ вырăнсене - ушкăнпа // Т.ШЕВЕРОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26
Ача сачӗсенче вара юлташсемпе килӗштерсе выляни, пӗрне-пӗри пулӑшса пырса, сывлӑхлӑ ӳсни паха.В детском саду ценна дружная игра с друзьями, взаимопомощь, здоровое развитие.
Хисеплĕ вырăнсене - ушкăнпа // Т.ШЕВЕРОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26
Вӗсем ҫирӗп сывлӑхлӑ, тарӑн пӗлӳллӗ, чылайӑшӗн спортӑн тӗрлӗ тӗсӗпе разрядсем те пур тата ҫамрӑк патриотсен Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме вӗренес тӗллевӗ питӗ пысӑк.
Пур çавăн пек професси: Тăван çĕршыва хÿтĕлесси // Ирина АНИСИМОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№
Мӗн тери сывлӑхлӑ та вӑйлӑ, мӗнле яштак та илемлӗ пӳ-силлӗ вӗсем, ӗҫпе киленӗвӗн ирӗклӗ пурнӑҫӗпе пурӑнаҫҫӗ — телейлӗ вӗсем, телейлӗ!
10 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— «Ҫапла ҫав, ҫак залри пек аван саслисем сирӗн Европӑра та вуннӑ пулман, анчах ун пеккисем ку залра ҫӗр те пур, ҫаплах тата ытти залсенче те ҫавӑн чухлӗшер: пурӑнасса сывлӑхлӑ та питӗ илемлӗ пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа кӑкӑрсем те сывлӑхлӑрах вӗсен, сассисем те лайӑхрах», — тет ҫутӑ сӑнлӑ хӗрарӑм-патша.
10 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Стариксемпе карчӑксем сахал, мӗншӗн тесен, пурнӑҫ сывлӑхлӑ та лӑпкӑ пулнӑ пирки, ҫынсем кунта час ватӑлмаҫҫӗ; вӑл пурнӑҫ этеме упрать.
8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.