Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

суха the word is in our database.
суха (тĕпĕ: суха) more information about the word form can be found here.
Ара, ялхуҫалӑх предприятийӗсемпе фермерсемшӗн ҫурхи суха тума пуҫличчен хӑмӑлсемпе хыт хураран хӑтӑлмалли чи йӳнӗ мел пулса тӑрать-ҫке вӑл.

Help to translate

Хӑмӑла ҫунтарни - хӑрушӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

7. Суха тӑвакан е кӗтӳ кӗтекен чури хиртен таврӑнсан, сирӗн хушшӑртан кам ӑна: «кил часрах, сӗтел хушшине лар» тесе калӗ?

7. Кто из вас, имея раба пашущего или пасущего, по возвращении его с поля, скажет ему: пойди скорее, садись за стол?

Лк 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Эй ывӑлӑм! суха кассийӗ ҫине тӗрӗсмарлӑх ан ак — мӗн акнинчен ҫичӗ хут ытларах вырса илмелле пулмӗ.

3. Сын мой! не сей на бороздах неправды, и не будешь в семь раз более пожинать с них.

Сир 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Эсӗ ҫӗр ҫине килсе пӑхатӑн та шывшӑн антӑхнӑскерне ӗҫтеретӗн, ӑна иксӗлми тулӑхлӑ тӑватӑн: Турӑ ҫырминче туп-тулли шыв; Эсӗ тырӑ-пулӑ хатӗрлетӗн — Эсӗ ҫӗре ҫапла пахалатрӑн; 11. унӑн суха кассисене шӑваратӑн, муклашкисене вататӑн, ӑна ҫумӑр пӗрчисемпе ислететӗн, унти ӳсентӑрана пиллетӗн; 12. Эсӗ ҫу кунӗсене ырӑлӑх кӳретӗн, Санӑн сукмакусенчен ҫу тумлать, 13. пушӑ кӗтӳлӗхсем ҫине юхса анать, вара сӑртсем савӑклӑх тумне тӑхӑнаҫҫӗ; 14. ӗнтӗ улӑхсен тумӗ те — кӗтӳсем, айлӑмсене тырӑ хупласа илет, хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илеҫҫӗ, юрлаҫҫӗ.

10. Ты посещаешь землю и утоляешь жажду ее, обильно обогащаешь ее: поток Божий полон воды; Ты приготовляешь хлеб, ибо так устроил ее; 11. напояешь борозды ее, уравниваешь глыбы ее, размягчаешь ее каплями дождя, благословляешь произрастания ее; 12. венчаешь лето благости Твоей, и стези Твои источают тук, 13. источают на пустынные пажити, и холмы препоясываются радостью; 14. луга одеваются стадами, и долины покрываются хлебом, восклицают и поют.

Пс 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

38. Эпӗ хамӑн ҫӗрӗме хурлантарса макӑртнӑ пулсассӑн, унӑн суха кассийӗсене кӳрентернӗ пулсассӑн, 39. унӑн ҫимӗҫне пӗр тӳлевсӗр ҫисе тӑнӑ пулсассӑн, ҫӗр ӗҫлекенсене хӗсӗрлесе пурӑннӑ пулсассӑн, 40. ан тив, тулӑ вырӑнне — вӗлтӗрен, урпа вырӑнне пукра шӑтса лартӑр.

38. Если вопияла на меня земля моя и жаловались на меня борозды ее; 39. если я ел плоды ее без платы и отягощал жизнь земледельцев, 40. то пусть вместо пшеницы вырастает волчец и вместо ячменя куколь.

Иов 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

54. Салма ывӑлӗсем: Вифлеем тата Нетофа ҫыннисем, Атрот-бет-иоав, Манахатӑн ҫур ӑрӑвӗ — Цора ҫыннисем, 55. тата Иабецра пурӑннӑ ҫыруҫӑсен ӑрӑвӗсем, Тира, Шима, Суха ҫыннисем: вӗсем — Хамаф ӑрӑвӗнчен, Бетрехав ашшӗ ӑрӑвӗнчен, тухнӑ Кеней ҫыннисем пулнӑ.

54. Сыновья Салмы: Вифлеемляне и Нетофафяне, венец дома Иоавова и половина Менухотян - Цоряне, 55. и племена Соферийцев, живших в Иабеце, Тирейцы, Шимейцы, Сухайцы: это Кинеяне, происшедшие от Хамафа, отца Бетрехава.

1 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Илия ӗнтӗ Хорив патӗнчен кайнӑ та Елисее, Сафат ывӑлне, суха тунӑ ҫӗрте шыраса тупнӑ; Елисейӗн вуникӗ акр ҫӗр пулнӑ, вӑл шӑпах вуниккӗмӗш акрне сухаланӑ.

19. И пошел он оттуда, и нашел Елисея, сына Сафатова, когда он орал; двенадцать пар [волов] было у него, и сам он был при двенадцатой.

3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Зоя, ҫемьере асли пулнӑ май, пӗчӗклех тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫланӑ: утӑ ҫулнӑ, тырӑ вырса ҫапнӑ, суха пуҫне те алла тытнӑ.

Help to translate

«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Амӑшӗ Матрена Степанова паллӑ трактористка пулнӑ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӗсем ҫӗрне-кунне пӗлмесӗр уйра тракторпа суха тунӑ.

Help to translate

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Вӑт, пӗр-пӗр колхозра суха вӑхӑтӗнче 7-8 ДТ-75 уя тухнӑ тейӗпӗр - икӗ сменӑпа ӗҫлесен теҫетке ҫурӑ механизатор кирлӗ пулнӑ.

Help to translate

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Коллективлӑ хуҫалӑхсем йӗркеленӗ тапхӑрти терт-нуша, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче чӑтса ирттернӗ йывӑрлӑх, каярахри лӑпкӑ мар пурнӑҫ аннесен тӑнлавӗсене самаях кӑвакартрӗ пулин те, пурнӑҫ илемлӗхне-техӗмне ҫухатмарӗ чӑваш хӗрарӑмӗ: ӗне-вӑкӑр кӑкарса суха турӗ, тырӑ вырчӗ, авӑн ҫапрӗ, вӑрман касса турттарчӗ, юн ӗҫен Гитлер ҫарӗ Атӑл ҫине тухма тапаланнӑ вӑхӑтра Сӑр тӑрӑхӗпе окоп-траншея чаврӗ, блиндаж-дзот турӗ, ҫӗрлесерен фронтри мӑшӑрӗ-ывӑлӗ валли чӑлха-нуски ҫыхрӗ, хӑй выҫӑ ларсан та мӗн пур апат-ҫимӗҫе фронта ӑсатрӗ.

Help to translate

Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Суха тӑвакан кирлӗ, ҫурхи ӗҫсем кӳршӗсенчен кая юлса пыратчӗҫ.

Help to translate

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче тата ун хыҫҫӑн пурнӑҫ тути-масине туйнӑ кашни ҫын ҫак йӗркесенче хӑйӗн шӑпине палласа илчӗ-тӗр, шелсӗр выҫлӑх ҫулӗсене те тӳснӗ, кӑра вӑкӑрсене пӑхӑнтарса суха тунӑ, вӑрман касса Атӑл тӑрӑх ӑсатнӑ...

Help to translate

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Чупсах суха тӑвать.

Рысью пашет пары.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Сан йывӑрӑшпа ака пуҫ ҫине пӗрре пуссанах, суха тимри ҫӗр айне ҫур метр анса каять, факт!

— При твоем весе тебе только разок давнуть на чапиги — и лемех сразу на полметра в землю уйдет, факт!

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed