Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кашни килте пӗр сехет, икӗ сехет ларать, чей ӗҫет, тем ҫинчен те калаҫать…Сидит в каждой избе по часу, по два, пьет чай и рассуждает на самые различные темы…
17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пӗр ҫурхах пек ҫулҫӑ тухса ӳкнӗ те сехете хупланӑ, тен, ҫавӑнпах пуль сехет секундсене пит уҫҫӑн тинклеттерет.
26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Сергей ура айӗнче юр кӑчӑртатнине, алкум питӗркӗчӗ шаклатнине, калинкке уҫӑлса хупӑннине, пӗр-пӗр сасӑ: «Эсӗ мана сехет ҫине ан кӑтарт, эпӗ сехетсӗрех пӗлетӗп, халӗ чухах кайма вӑхӑт», — тенине итлесе тӑнӑ.
XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пӗр сехет иртет, иртет икӗ сехет, эсир каллех вӑранатӑр.
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пӗр сехетрен е сехет ҫуртан шыв тасалчӗ, хура хӑюсем сайра кӑна ылтӑн кӗпер айӗнчен сике-сике тухакан пулчӗҫ.
XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кӗмелли алӑк ҫине ҫырса хунине курсан, вӑл начальник ҫынсене пӗр сехетрен пуҫласа иккӗччен йышӑннине пӗлчӗ, халӗ тӑватӑ сехет ҫурӑ иккен.
XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сталин аппаратура вырнаҫтарнӑ пӳлӗме кайса унта пӗр сехете яхӑн Уралти икӗ ҫар завочӗн директорӗсемпе калаҫрӗ, кабинета кӗрсен сӗтел патне ларчӗ те сехет ҫине пӑхрӗ…
XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
9 сехет те 30 минутра ҫур сехет хушши пыракан артподготовка туса ирттерме палӑртса хунӑ.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Сакӑр сехет те икӗ минут, — терӗ Юргин, паян ирхине вуншар командир уйрӑм туйӑмпа пӑхнӑ пек, сехет ҫине пӑхса илсе.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Евсей, пуҫне тӗмӗ хушшине чикрӗ, бурка аркипе хупларӗ — ҫакӑн пек вӑл пӗр сехет — сехет ҫурӑ выртрӗ.Евсей сунул голову под кусты, укрыл ее полой бурки и пролежал так час или полтора.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Акӑ мӗн, Сергей, — терӗ Кондратьев, ура ҫине тӑрса тата кӗсьерен сехет кӑларса, — тепӗр сехетрен бюро пухӑнать, унта председательсенчен хӑшпӗрисем килеҫҫӗ.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫур ҫул хушшинче ӗҫлесе илнӗ укҫа тӑватӑ сехет хушшинчех юхса тухрӗ, вунпӗр сехет тӗлнелле вӗсем пурте ӳсӗрӗлсе ҫитрӗҫ, хӗрелсе кайнӑ куҫӗсемпе пӑхкаласа, темскер ӑнланмалла мар сӑмахсемпе кӑшкӑрашма тытӑнчӗҫ, хӑйсем мӗн кӑшкӑрашнине хӑйсем те пӗлмеҫҫӗ.
Франсуаза // Василий Алагер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 87–92 стр.
Эпӗ сехет ҫине пӑхрӑм, Икӗ сехетчӗ.
XVII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Вӑл сехет ҫакӑнса тӑнӑ стена патнерех шуса пычӗ те хӑйӗн куҫҫулӗпе тата тарпа йӗпеннӗ питҫӑмартине аялалла туса, пӑчӑртанса выртрӗ, сехетӗн ачаш, уҫӑ сассине пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе туйнӑран унӑн чӗри лӑштах пулчӗ.
X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Малтан пӗр сехет ҫырнӑ, унтан тӑхӑр сехет, унтан каллех пӗрре, каллех тӑххӑр.Сперва один час, потом девять часов, а потом опять один и опять девять.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӗренӗве вӑл ыттисенчен сехет каярах тухать, каясса та пӗр сехет маларах каять.Выходила она на ученье часом позже других, а уходила часом раньше.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Тата ҫакна калама маннӑ: вӗсем кайиччен пер сехет е ҫур сехет малтан тинӗс хӗрринче ташларӗҫ, эпӗ вӗсене труба витӗр пӑхрӑм, мӗнле авкаланса сикнине куртӑм.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Пӗр сехет каятӑн, тепӗр сехет каятӑн…
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Унӑн та пиншер те пиншер теҫеттин ҫӗр, нумай сурӑх, лаша завочӗ тата нумай укҫа пур иккен, анчах вӑл «ҫаврӑнса» ҫӳремест, хӑйӗн пуян усадьбинче пурӑнать — графиня патӗнче ӗҫпе пӗрре мар пулса курнӑ Иван Иванычпа хӑшпӗр ҫынсем ҫав усадьба ҫинчен тӗлӗнмелле япаласем каласа параҫҫӗ; ҫапла, сӑмахран, графиня ҫуртӗнчи хӑна пӳлӗмӗнче, Польша королӗсен пӗтӗм портречӗсене ҫакса тухнӑскерӗнче, чул ту евӗрлӗ пысӑк сехет пур имӗш, ҫав чул ту ҫинчех бриллиант куҫлӑ ылтӑн лаша чӗвен тӑнӑ, лаши ҫинче ларакан ылтӑн ҫынни вара сехечӗ кашни ҫапмассеренех сылтӑмалла та сулахаялла хӗҫӗпе сулкалашать пулать.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Пӑшӑрханса та шикленсе пайтах пӑхса тӑчӗ вӑл; сехет хыҫҫӑн сехет иртрӗ, кӑнтӑрла та сулӑнчӗ, йӑлӑмра ҫаплах ҫын тавраш курӑнмарӗ.
XI. Башибузук // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.