Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхман (тĕпĕ: пӑх) more information about the word form can be found here.
(Каштанка пӗтӗм этемлӗхе питех те пӗртан мар икӗ пая уйӑрнӑ: хуҫасем ҫине тата заказ паракансем ҫине; вӗсемпе кусем хушшинче чылай пысӑк уйрӑмлӑхсем пулнӑ: хуҫисем ӑна ҫапма тивӗҫлӗ пулнӑ, анчах заказ паракансене вӑл хӑй ура хырӑмӗсенчен ҫыртма пултарнӑ) заказчиксем таҫталла васканӑ, ҫавӑнпа ун ҫине кӑшт та ҫавӑрӑнса пӑхман.

(Все человечество Каштанка делила на две очень неравные части: на хозяев и на заказчиков; между теми и другими была существенная разница: первые имели право бить ее, а вторых она сама имела право хватать за икры) Заказчики куда-то спешили и не обращали на нее никакого внимания.

I. Хӑйне хӑй япӑх тыткаланӑ // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Вӑрансан та нимӗн те шарламан, вырӑнӗнчен те хускалман, куҫне те уҫса пӑхман.

Этот, проснувшись, не издавал никакого звука, не шевелился и даже не открывал глаз.

V. Талант! Талант! // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Вӑл, ачасенчен чи асли, хӑйӗн талайӗпе ашшӗне те, амӑшне те пӑхман — лӑпкӑ та чаруллӑ, хӑйӗн ҫулӗсене кура мар пусӑрӑнкӑллӑ.

Он был старшим из детей и по характеру не походил ни на отца, ни на мать — тихий, сдержанный, не по годам серьезный.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Прохор унтан ҫиллес те хӗп-хӗрлӗ тухнӑ, никама та куҫран пӑхман, тӑхтав хыҫҫӑн каллех сӑмах ыйтнӑ та Лузгина хӑй тин ҫеҫ айӑпласа каланӑ сӑмахсене пӗтӗмпех каялла илнӗ.

Прохор вышел сердитый, красный, никому не смотрел в глаза, а сразу после перерыва снова попросил слова и наотрез отказался от всех обвинений, которые только что бросил Лузгину в лицо.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Коробин хӑйӗн кӑмӑлӗ туртнине пӑхӑнман, хӑйне ирӗке яман, ҫавӑнпа никам ҫине те малтанах иккӗленӳллӗн пӑхман, ун ыттисенчен те питӗ хытӑ ыйтма мораллӗ тивӗҫ пулнӑ.

Не потакая своим личным пристрастиям и слабостям, он был свободен от всякой предвзятости и имел полное моральное право предъявлять самые суровые требования к другим.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пробатов сасартӑк ура ҫине тӑчӗ те пӳлӗм тӑрӑх сӗтел ҫуммипе уткаласа ҫӳреме пуҫларӗ, сӗтел хушшинче ларакансем, тӗкӗнсе те пӑхман тулли чей куркисене айккинелле лартса, ун ҫине куҫ илмесӗр пӑхрӗҫ.

Пробатов вдруг поднялся и заходил по комнате мимо стола, за которым сидели все остальные и жадно следили за ним, отставив в сторону полные, нетронутые стаканы с чаем.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах пӗр кун, икӗ кун, виҫӗ кун иртнӗ, почтальон, пысӑк сӑран сумкӑ туртнипе чалӑшса, вӗсен умӗнчен лакӑштатса иртсе кайнӑ, вӗсен чӳречисем ҫине ҫаврӑнса та пӑхман.

Однако прошел день, другой, третий, а почтальон ковылял мимо их дома, кособочась под тяжестью большой кожаной сумки, и даже не оглядывался на их окна.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӑхман хӗвеле ирӗксӗр пӑхтараймӑн.

А насильно мил не будешь.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл хуҫалӑх юхӑнса пыни ҫине те ҫаврӑнса пӑхман, кил-ҫуртне те, хуҫалӑхне те нимӗн те тӳрлетмен.

Он не обращал внимания на то, что все приходило в упадок, ничего не поправлял ни в доме, ни на усадьбе.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Виле шӑршине сиссе, хӑйне хурса панӑ утта тӗкӗнсе те пӑхман.

К сену так и не притронулся, чуя покойника.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫак ӳкерчӗке вӗҫлемех тенӗ пек, ҫӳллӗрех вырӑнта, канал ҫумнерех, ҫӗре чавса лартнӑ, вуншар витре кӗрекен хурансем хуралса тӑнӑ, вӗсем тавра тӗтӗм мӑкӑрланнӑ, ҫулӑм явӑннӑ; хурансем патӗнче апат пӗҫерекен хӗрарӑмсем тӗрмешсе ҫӳренӗ, лере, Кубань хӗрринче, мӗн пулса иртни ҫине вӗсем ҫаврӑнса та пӑхман.

В довершение всего на бугре, невдалеке от канала, чернели пузатые десятиведерные котлы, врытые в землю и охваченные дымом и пламенем; возле них хлопотали кухарки, не обращая никакого внимания на то, что делалось там, на берегу реки.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ирина Сергее кансӗрлес мар тесе, ун еннелле те пӑхман.

Ирина старалась не мешать Сергею, даже не смотрела в его сторону.

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Халӗ ӗнтӗ Виктор вут пек хӗрлӗ вӑкӑрсем ҫине те, сӑртсем ҫинче йӑлтӑртатса выртакан юр ҫине те пӑхман, Калаҫнӑ май вӑл Ирина Маковский хуторта ӳснине, станицӑна нумай пулмасть килнине пӗлчӗ…

Теперь уже ни яркая окраска быков, ни искрившийся на пригорке снег не привлекали внимания Виктора, разговаривая с Ириной, он узнал, что выросла она на хуторе Маковском, а в станицу переехала совсем недавно…

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Амаҫури амӑшӗн пӗр виҫеллӗ мар ӑс-хакӑлӗ, ҫилӗллӗ чунӗ ачасене тӗрӗс пӑхса ӳстерме чӑрмантарнӑ, ашшӗ ачисем ҫине конюх Никитӑпа кухарка ҫине пӑхнинчен те ытла ҫаврӑнса пӑхман.

Нервный характер мачехи влиял не по-хорошему на воспитание детей, а отец уделял им внимания не больше, чем конюху Никите или кухарке.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шухӑшӗпе вӑл ҫӗнӗ питсӗрлӗх енне, ӗлӗкхи намӑсӗ енне туртӑнать: юрату савӑнӑҫне те, унӑн хуйхине те курса пӑхман телейлӗ Наталья Коршуновӑран Гришкӑна туртса илме шут тытать.

В мыслях шла баба на новое бесчестье, на прежний позор: решила отнять Гришку у счастливой, ни горя, ни радости любовной не ведавшей Натальи Коршуновой.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Манӑн кухньӑна ҫитсе килмелле-ха, эпӗ Солохӑна каҫхи апат хатӗрлеме калама манса кайнӑ, вӑл, путсӗрскер, хӑй ун ҫинчен шухӑшласа та пӑхман пулас».

Мне еще нужно забежать в кухню, я позабыла Солохе заказать ужин, а она негодная, я думаю, сама и не подумала об этом.

V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Турӑҫӑм, сӑваплӑ турӑҫӑм, хам тӑванӑм хама каялла тӗртсе яма хӑтланса сӑнӑ тытса тӑнине куриччен, ҫӳлелле пӑхман пулсан лайӑхрах пулӗччӗ.

«Боже ты мой праведный, лучше б мне не подымать глаз, чем видеть, как родной брат наставляет пику столкнуть меня назад…

XVI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Пӗр сӑмахпа каласан, вӑл сана пӑхман.

Одним словом, он на тебя не похожа.

XXIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ун пек-кун пек шӗвеке мӗн чухлӗ тутанса пӑхман пулӗ, кун пеккине астивме тӗл килменччӗ!

Сколько разных жидкостей ни пробовал, а такой не приходилось!

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ку мӗн иккенне пӗлекен пулсан, ман ҫине ҫакӑн пек куҫ хӳрипе пӑхман пулӑттӑн та-ха?

Если бы ты знала, что это означает, то не смотрела бы на меня такими глазами?

XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed