Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Навуходоносор, пӗтӗм ҫӗр патши, сывӑ пултӑр, унӑн патшалӑхӗ те сывӑ пултӑр, вӑл сана пур чуна та сыватма янӑ, мӗншӗн тесессӗн сан урлӑ ӑна ҫынсем ҫеҫ мар пӑхӑнса тӑрӗҫ, сан вӑю урлӑ хирти тискер кайӑксем те, выльӑх-чӗрлӗх те, тӳпери кайӑксем те Навуходоносорпа унӑн килне парӑнса пурӑнӗҫ.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пире Ниневие тыткӑна илсе кайсан, манӑн пур тӑванӑм та, пур ӑруташӑм та суя тӗнлӗ ҫынсен ӗҫми-ҫимине ҫиетчӗҫ, 11. эпӗ, хамӑн чунӑма сыхласа, ҫавна ҫиместӗмччӗ, 12. мӗншӗн тесессӗн эпӗ Турра, чун-чӗререн парӑнса, асрах тытаттӑм.
Тов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Езекия ҫакӑн пек чунтан парӑнса тунӑ ӗҫсем хыҫҫӑн Сеннахирим, Ассири патши, Иудейӑна пырса кӗнӗ, тӗреклӗлетнӗ хуласене ҫавӑрса илнӗ, вӑл вӗсене хӑй валли туртса илесшӗн пулнӑ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Саккуна, йӗркене пӑсас мар тесе, Турӑ Ҫуртӗнчи мӗнпур ӗҫе вӑл ялан Турӑ ҫинчен шухӑшласа туса пурӑннӑ, вӑл пӗтӗм чунӗпе парӑнса тӑрӑшнӑ, ҫавӑнпа унӑн ӑнӑҫуллӑ пулса пынӑ.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Корене вара Еден тата Миниамин, Иешуа тата Шемаия, Амария тата Шехания пулӑшса тӑнӑ, вӗсем священниксен хулисенче пурӑннӑ, хӑйсен тӑванӗсене — ваттине те, вӗттине те — хӑйсен пайне тӗрӗс валеҫсе пама пулӑшнӑ, 16. вӗсемсӗр пуҫне пӗтӗм арҫынна виҫӗ ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, кулленех Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кӗлтума ҫӳрекенсене, вӗсем мӗн ӗҫре тата хӑш вырӑнта ӗҫленине кура, 17. шута илсе тухнӑ священниксене вӗсен кил-йышӗсем тӑрӑх, левитсене ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, вӗсен ӗҫне кура тата хӑш уйрӑмра ӗҫленине кура, 18. вӗсен пӗчӗк ачисене, вӗсен арӑмӗсене, вӗсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсене, — ӗнтӗ шута илнӗ пӗтӗм йыша, — тивӗҫекен пая тӗрӗс валеҫсе пама тӑрӑшнӑ, мӗншӗн тесессӗн левитсем хӑйсене Турра чунтан парӑнса ӗҫлесе тӑма халалланӑ.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӗҫсем тунӑ вӑл, анчах вӗсене пӗтӗм чун-чӗрипех парӑнса туман.2. И делал он угодное в очах Господних, но не от полного сердца.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Израильре тӳпем вырӑнсене пӑрахӑҫламан пулин те, Аса мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫана чӗререн парӑнса пурӑннӑ.
2 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫапла ӗнтӗ Аса вунпиллӗкӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, виҫҫӗмӗш уйӑхра, пурте Иерусалима пухӑннӑ; 11. ҫав кун вӗсем хӑйсем ярса илнӗ тупӑшран Ҫӳлхуҫана шултӑра выльӑх йышӗнчен ҫичҫӗр, вак выльӑх йышӗнчен ҫичӗ пин парне кӳнӗ; 12. унтан вӗсем ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Туррине пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунтан парӑнса шыраса тупма халал хывнӑ; 13. Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине шыраман ҫын кирек кам та — ача-и вӑл, ҫитӗннӗ ҫын-и, арҫын-и е хӗрарӑм-и — вилмелле.
2 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара Езекия стена енне ҫаврӑнса выртнӑ та Ҫӳлхуҫана кӗлтуса каланӑ: 3. эй Турӑҫӑм! эпӗ Хӑвӑн умӑнта тӗрӗс ҫӳренине, Хӑвна чун-чӗререн парӑнса пурӑннине, Сана юрӑхлине ҫеҫ туса пурӑннине асна илсемччӗ, тенӗ.
4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Тӳпем вырӑнсене вара пӗтермен, ҫавах Аса мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫана чӗререн парӑнса пурӑннӑ.14. Высоты же не были уничтожены, но сердце Асы было предано Господу во все дни его.
3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Соломонӑн ватлӑх кунӗсенче арӑмӗсем ун чӗрине урӑх турӑсем еннелле ҫавӑрнӑ; ӗнтӗ унӑн чӗрийӗ хӑй ашшӗн Давидӑн чӗри пек пулман: Ҫӳлхуҫа Турра пӗтӗмпех парӑнса тӑман.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑвӑр ӗҫӗре пӗтӗм чунтан парӑнса пурнӑҫлакан сӑмах ӑстисем, эпӗ сире ҫирӗп тӗллевлӗ, принциплӑ пулнӑшӑн, тӳрӗ кӑмӑлӑршӑн тата уҫӑ чунлӑхӑршӑн чӗререн тав тӑватӑп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2016) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=66 ... cc00d977d9
Сирӗн ӗҫри пысӑк ӑсталӑхӑр тата служба тивӗҫне чунтан парӑнса тӑни Чӑваш Енре пурӑнакансене яланах ырлӑх кӳрсе тӑччӑр, власть органӗсем, общество институчӗсем прокуратурӑпа тухӑҫлӑн хутшӑнса ӗҫлени вара тӗрӗслӗхпе саккунлӑх тата право йӗркин принципӗсене шанчӑклӑн хӳтӗлеc ӗҫӗн никӗсӗ пулса тӑтӑр.
Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2016) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&ty ... id=3173826
Наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан федераци службин Чӑваш Республикинчи управленийӗн ӗҫченӗсем малашне те служба тивӗҫне парӑнса тӑрассине тата хӑйсен професси тивӗҫӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласа пырассине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Наркотӗрӗслев органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=61 ... 826d95cace