Шырав
Шырав ĕçĕ:
14. Ҫакна эпӗ сан патна часах ҫитме ӗмӗтленсе ҫыратӑп; 15. хам часах пыраймасан, санӑн Турӑ килӗнче епле ӗҫлесе тӑмаллине пӗлмелле пултӑр тетӗп; Турӑ килӗ вӑл — Чӗрӗ Туррӑн Чиркӗвӗ, чӑнлӑх никӗсӗ, чӑнлӑх тӗрекӗ.
1 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир халӗ — ют мар, ют ҫӗртен килнисем те мар, сӑваплӑ ҫынсемпе пӗрле пурӑнакансем, Турӑ ачисем; 20. сире апостолсемпе пророксенӗн никӗсӗ ҫине тӗреклӗ тӑратнӑ, кӗтесри тӗп чулӗ вара — Иисус Христос Хӑй.
Эф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Тата ӗҫӗме ҫын никӗсӗ ҫинче тӑвас мар тесе Ырӑ Хыпара Христос ятне илтнӗ ҫӗрте сарма тӑрӑшмарӑм.
Рим 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫапла ӗнтӗ Вӑл сирӗншӗн, ӗненекенсемшӗн, — хаклӑран та хаклӑ, ӗненменнисемшӗн вара — ҫурт тӑвакансем тиркенӗ чул, анчах кӗтес никӗсӗ пулнӑ чул; 8. вӑл тата такӑнтаракан чул, такӑнтарса ӳкерекен чул хысакӗ пулӗ.
1 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӑл — эсир, ҫурт тӑвакансем, тиркенӗ чул, Вӑл — кӗтес никӗсӗ пулнӑ чул.
Ап ӗҫс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл вӗсем ҫине тинкерӳллӗн пӑхса каланӑ: «ҫурт тӑвакансем тиркенӗ чул кӗтес никӗсӗ пулчӗ» тесе ҫырни мӗне пӗлтерет?
Лк 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эсир Турӑ ҫырӑвӗнче: «ҫурт тӑвакансем тиркенӗ чул кӗтес никӗсӗ пулчӗ: 11. ку — Ҫӳлхуҫа ӗҫӗ, пирӗн куҫ умӗнчи тӗлӗнмелле ӗҫ» тенине вуламан-им? тенӗ.
Мк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Иисус вӗсене ҫапла калать: Ҫырура: «ҫурт тӑвакансем тиркенӗ чул кӗтес никӗсӗ пулчӗ: ку — Ҫӳлхуҫа ӗҫӗ, пирӗн куҫ умӗнчи тӗлӗнмелле ӗҫ» тесе ҫырнине эсир нихӑҫан та вуламан-им?
Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Ҫавӑнпа сана ҫурт-йӗр никӗсӗ хывман хире килме хушрӑм та.53. для того и повелел, чтобы ты пришел на поле, где не положено основания здания.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӑл каланӑ чухне эсӗ тӑракан вырӑн вӑйлӑ чӗтренме пуҫласассӑн, эсӗ ан сехӗрлен; сӑмах ӗнтӗ — тӗнче пӗтесси ҫинчен, ҫӗр никӗсӗ ҫакна ӑнланӗ, 16. сӑмах хӑй ҫинчен пынине пӗлсен, ҫӗр чӗтренӗ, силленӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫӗр никӗсӗ ӗмӗр вӗҫӗнче улӑшӑнать, терӗ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вара Вӑл мана каларӗ: ҫӗр чӑмӑрне пултаричченех, тӗнче чиккине палӑртичченех, ҫилсем вӗрме пуҫличченех, 2. аслати сасси илтӗничченех, ҫиҫӗм ҫиҫме пуҫличченех, рай никӗсӗ ҫирӗпленичченех, 3. хӳхӗм чечексем курӑничченех, ҫӑлтӑрсенӗн ҫулне йӗркелекен вӑйсем ҫирӗпленичченех, ангелсен имсӗр-сумсӑр ҫарӗсем пуҫтарӑничченех, 4. ҫӳллӗ тӳпене пултаричченех, тӳпепе ҫӗр чиккине палӑртичченех, Сион никӗсне ҫирӗплетичченех, 5. ҫак ӗмӗр пуҫланса кайичченех, ҫылӑхлисен усал шухӑшӗсене уйӑрса иличченех, ӗненӗве чи хаклӑ мула упранӑ пек тытса тӑракансем ҫине пичет пусичченех 6. Эпӗ пултарма шухӑшларӑм та — пурне те никам урлӑ та мар, пӗр Эпӗ Хам пултартӑм; ҫавӑн пекех вӗҫӗ те никамран та мар, Манранах пулӗ, терӗ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Пӗтӗм халӑх пӗрле чунтан-вартан йӑлӑннӑран, татӑлса йӗнӗрен тавралӑх кӗрлесе тӑнӑ; 25. сӑваплӑ вырӑна ирсӗрлетнӗрен ӗнтӗ ҫынсем анчах мар, Ҫурт хӳмисем те, пӗтӗм никӗсӗ те вилнӗ евӗр ахлатнӑн туйӑннӑ.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӑл вара мана каларӗ: ун валли Сеннаар ҫӗрӗнче ҫурт лартма; пурне те хатӗрлесе ҫитерсен, ӑна унта хӑйӗн никӗсӗ ҫине лартӗҫ, терӗ.
Зах 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫакӑншӑн Самарирен хирти ишӗлчӗк купи, иҫӗм йывӑҫӗ лартса ӳстермелли вырӑн туса хурӑп; унӑн чулӗсене айлӑмалла сирпӗтӗп, ӑна никӗсӗ тухиччен ҫӗмӗрӗп.
Мих 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлти лаптӑкӗ тӑваткал, тӑршшӗ вунтӑватӑ чике, сарлакӑшӗ те вунтӑватӑ чике, тӑватӑ енчен те ҫавӑн пек, хӗррипе ҫур чикеллӗ карлӑк ҫавӑрнӑ, никӗсӗ пур енчен те пӗр чике, парне сӗтелӗ патне тухӑҫ енчен картлашкапа хӑпармалла.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пысӑк чикепе, — вӑл ахаль чикерен ал тупанӗ чухлӗ вӑрӑмрах, — шутласан, парне сӗтелӗ ҫакӑн пек пулмалла: никӗсӗ пӗр чике, сарлакӑшӗ те пӗр чике, унӑн хӗррипе йӗри-тавра пӗр шитлӗ карлӑк ҫавӑрнӑ; ҫакӑ парне сӗтелӗн хыҫал енӗ пулать.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эпӗ Ҫурт тӑррине пӗтӗм тавралӑхӗпе куртӑм; айккинчи пӳлӗмсен никӗсӗ пӗр шалчаччӗ, ултӑ тулли чике чухлӗччӗ.
Иез 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эсир пылчӑкпа сӗрнӗ хӳмене ҫӗмӗрӗп, ӑна ҫӗре ишсе антарӑп, ӗнтӗ унӑн никӗсӗ тухӗ, арканӗ вӑл, унпа пӗрле эсир те пӗтетӗр; Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр вара, тет.
Иез 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Санран вара ҫурт кӗтесӗ тума та, ҫурт никӗсӗ тума та чул илмӗҫ, эсӗ ӗмӗрлӗхе хӑрӑнса юлӑн, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Сехри хӑпнипе кӑшкӑрса тараканӗ шӑтӑка кӗрсе ӳкӗ; шӑтӑкран тухаканӗ йӑлмака ҫакланӗ, мӗншӗн тесессӗн тӳпе чӳречисем уҫӑлса кайӗҫ, ҫӗр никӗсӗ чӗтренӗ.
Ис 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.