Шырав
Шырав ĕçĕ:
Еркинейӗн куҫ-пуҫӗ Тӗрӗпелех тӗлӗнмӗ, Уншӑн Чӗкеҫ сӑн-пуҫӗ Нимрен паха илемӗ: Кӗрешнине, Туйсара Манса кайрӗ самантра; Куҫӗ каймасть Чӗкеҫрен, Улӑх ҫинчи чечекрен.
VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Урха сӑнӗ пӗтӗм чунне пӑхӑнтарса илнипе Майра патша манса кайрӗ чӗннӗ Чӗкеҫе.
VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Малтанах сыхланасси ҫинчен те манса кайрӗҫ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Шӑллӗ ир енне вӑраннӑ та, хӑй ӑҫта ҫывӑрнине манса кайнӑскер, хытах, сасӑпах, макӑрма тытӑннӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
— Манса каясран тӗвӗ ту, акӑ сана тӗвӗлемелли япали, — терӗ вӑл, ашшӗ умне шыв вӗренӗн ҫыххине хурса.
Тӗвӗ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 16–17 с.
Манса каясран ак сана пиҫиххи — тӗвӗ ту.
Тӗвӗ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 16–17 с.
— Эп манса каятӑп, тепӗр хут кала-ха?..
Тӗвӗ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 16–17 с.
Тӗнче манса кроссворд тупсӑмне шыракан упӑшкам хӑнк та тумарӗ, кулса ячӗ ҫеҫ.
Кушак кашта ҫине ларсан // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 9–11 с.
Эх, ҫӳрерӗ тет вара ҫав «герой», засыпушкӑра пурӑнакан хуҫине те паллами пулса, килӗ тӗлне те манса, хула урамӗсем тӑрӑх пуклак сӑмсине пӗлӗтелле ывӑткаласа, тайкаланкаласа, нӑрхлаткаласа.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Этемӗн чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне вӑл нихӑҫан та манса каймасть.
Чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне этем нихӑҫан та манса каймасть // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-kaimast
Канӑҫне ҫухатнӑ хӗрарӑм алӑкра кӗтнӗ ҫынни тӑнине курсан пӗтӗм иккӗленӗвне манса ун патне ыткӑнчӗ, арҫыннӑн вӑйлӑ ытамне кӗрсе ӳкрӗ.
Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.
Ҫав териех манса кайрӑн пулать-им пире, сукмаксем ҫавӑн пекех ик еннелле уйрӑлса кайрӗҫ-ши.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Арҫын ачасем хӑйсемпе пӗрле гитара, волейбол мечӗкӗсем ҫӗкленӗ, транзисторлӑ приемниксене те манса хӑварман.
8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
— Ревлен Петрович! — мастер патне контролер пырса тӑчӗ, — ӗҫ тухӑҫлӑхӗшӗн хыпса-ҫунса пахалӑх пирки пач манса кайрӑр пулас эсир.
6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
— Манса кайсан — аса илтерӗпӗр, итлемесен — итлеттерӗпӗр.
3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
— Ун пек аван пулмалла та, анчах манса каятпӑр-ҫке ӑна часах, — илтӗнчӗ хыҫалта кӑмӑлсӑртарах сасӑ.
3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
— Ҫак енчӗке эсир манса хӑвармарӑр-и?
Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.
Вӗсем, пӗтӗм тӗнчене манса кайса, хӗл кунӗн ытарайми саманчӗпе ыр кураҫҫӗ.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Сире курманни нумай пулать, кун пекех пытанса пурӑнсан, сирӗн ятӑрсене те манса кайӑн, — шӳтлесе илчӗ вӑл.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Кӳр-ха купӑсна, Толя, каласа пӑхам, манса кайман-и?
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.