Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кунӗсенче (тĕпĕ: кун) more information about the word form can be found here.
Гитлеровецсен ҫурҫӗрти ударлӑ группировки ноябрӗн юлашки кунӗсенче Рогачев, Клин, Солнечногорск хулисене аран-аран илнӗ хыҫҫӑн танковӑй чаҫӗсемпе Яхрома патне ҫеҫ тухма пултарчӗ.

Северная ударная группировка гитлеровцев в последние дни ноября, с трудом овладев Рогачевым, Клином, Солнечногорском, смогла выйти танковыми частями только к Яхроме.

XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анчах халь, апла пулсан та, пӗччен чухне Лена тӳрӗ кӑмӑллӑ пулать, — Юргин вӑрҫӑ кунӗсенче курнӑ ҫынсем хушшинче шӑпах ҫакӑ илемлетнӗ те пулас ӗнтӗ ӑна.

Но даже и теперь, несмотря ни на что, Лена оставалась на удивление непосредственной, — именно это, вероятно, и делало ее необыкновенно красивой среди тех людей, которых Юргин видел вокруг себя за дни войны.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Сталин вунсаккӑрмӗш ҫулхи апрель кунӗсенче Ленинпа пӗрле Совет государствин пӗрремӗш Конституци проектне тунине, кайран, ҫав ҫулхи сентябрьтех, Царицынран таврӑнсан, аманнӑ Ленин патне кӗнине, Ленин ӑна Правительство валли нумай пулмасть хатӗрленӗ пичете хут ҫине пусса хавхалансах кӑтартнине аса илчӗ…

Сталин вспомнил, как в апрельские дни восемнадцатого года вместе с Лениным составил проект первой Конституции Советского государства, а потом, в сентябре того же года, вернувшись из Царицына, вошел к раненому Ленину, Ленин с воодушевлением показал ему на бумаге штамп недавно подготовленной для правительства печати…

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫак юрӑ вӑрҫӑ кунӗсенче пирӗн халӑхӑн чӗрене хускатакан юратнӑ юрӑсенчен пӗри пулнӑ.

Это была одна из самых любимых и волнующих песен нашего народа в дни войны.

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Тӗлӗнмелле, мӗнле айван пулнӑ вӑл Россия ҫине кайнӑ походӑн малтанхи кунӗсенче.

Странно, каким он был наивным в начале похода в Россию.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пӗлместӗп, делегатсем килнӗ сӑлтавпа-и, пур ҫӗрте те хӑвасем, шавлӑ та савӑнӑҫлӑ ҫынсем утса ҫӳренӗ; е пӗри-тавра мӗн пурри пурте шап-шурӑ пулнӑран; е ҫакӑншӑн пуриншӗн те янкӑр тӳпене ҫӳле улӑхнӑ та унта ҫуркуннехи пек ҫавӑнӑҫлӑн ҫӳрекен хӗвел айӑплӑ пулӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, кирек мӗн пултӑр та унта, анчах хула нихӑҫанхи февраль уйӑхӗн ӑшӑ кунӗсенче те паянхи пек илемлӗ пулса курман: унта мӗн пурри пурте ҫутӑлса, ҫиҫсе тӑрать, йӑлтӑртатать…

Не знаю, по причине ли приезда делегатов — гости, люди шумные, расхаживали повсюду, — оттого ли, что все кругом было белым-бело, или же всему виной явилось солнце, которое высоко поднялось в чистом небе и гуляло себе там по-весеннему, — только город в этот день выглядел еще красивее, чем в любую февральскую оттепель; все в нем блестело, искрилось, сияло…

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Халь кӑтартӑр мана эпӗ сире иртнӗ ҫул, июлӗн юлашки кунӗсенче панӑ парти билетне.

Теперь покажите мне партийный билет, который я вам дал в прошлом году, в последние дни июля.

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Уяв кунӗсенче, пур урамсенче те музыка каланӑ чух, портри карапсем ҫинче илемлетсе пӗтернӗ тӗрлӗ тӗслӗ ялавсем ҫӗклеҫҫӗ, Митридат тӗлӗнче шурӑ ҫунатлӑ модельсем вӗҫеҫҫӗ, сӑрӑ рак хуран чулӗнчен тунӑ пусма тӗлӗнче параппансем ҫапни, пионер труби савӑнӑҫлӑн янӑрани илтӗнет.

В праздничные дни, когда на всех улицах играет музыка, в порту на судах подняты пестрые флаги и летают белокрылые модели над Митридатом, громко бьют барабаны и резво поет пионерская труба над лестницей из серого камня-ракушечника.

Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ноябрӗн малтанхи кунӗсенче Гриценко мучи ҫуртӗнче, халӗ Дубининсем пурӑннӑ ҫӗрте, кантӑксем чӗтренсе кайрӗҫ, савӑт-сапа чӑнкӑртатрӗ, Хӑмӑш-Бурун енчен уҫҫӑнах мар, анчах вӑйлӑ кӗрлевлӗ сасӑсем хӑлхана ҫитсе кӗчӗҫ.

В первых числах ноября в домике дяди Гриценко, где теперь жили Дубинины, дрогнули стекла, звякнула посуда, Тяжелые удары, глухие и как будто вязкие, донеслись со стороны Камыш-Буруна.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенче Володя пуҫне репродуктор ҫумнех хурса, тимлесе радио итленӗ чух, тӑшмана чарса, каялла хӑвалама пуҫлани ҫинчен, тӑшман пурне те пӑрахса тарни ҫинчен, пирӗн ҫарсем хӗрлӗ ялавсемпе фашистсен парӑннӑ хулисен урамӗсем тӑрӑх утни ҫинчен каласа парассине кӗтнӗ.

В первые дни войны, жадно слушая радио, чуть не влезая с головой в репродуктор, Володя все ждал, когда же сообщат, что врага остановили, опрокинули, что он бежит, все бросая, и наши войска с красными знаменами уже ступают по улицам сдавшихся фашистских городов.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Праҫник кунӗсенче хресченсем Мина старик тавра кӗпӗрленсе тӑратчӗҫ те унӑн кӗл тунӑ чухнехи пек каланӑ сӑмахӗсене, хушӑран тата библи кӗнекинчи сыпӑксене кӗрте-кӗрте янӑ калавӗсене, сывлӑш ҫавӑрма хӑранӑ пек пулса, каҫса кайса итлетчӗҫ.

В праздничные дни крестьяне, обступив деда Мину, слушали, затаив дыхание, его увлекательные рассказы о старике, смахивающие на проповеди и подкрепленные цитатами из Священного писания.

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак шавлӑ вырӑн пуринчен ытла уяв кунӗсенче халӑх ушкӑнне хӑй патне илӗртсе кӗртет, турра кӗл туса пурӑнакан хӗр-манахсем вара пынӑ хӑнасене хулари кулӑшла сӑмахсемпе те чие юрмипе хӑналаса пӑхса яраҫҫӗ.

Этот многошумный центр привлекал, особенно в праздничные дни, толпы гостей-мирян, которых благочестивые монахини потчевали анекдотами из жизни города и вишневым вареньем.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Шырланпуҫ ҫийӗн, шӑрӑх ҫу кунӗсенче тӗсӗ кайнӑ ҫӳллӗ тӳпере, ҫаплах шурӑ пӗлӗтсем, халӗ ӗнтӗ кӗрхи пек ҫӑра пӗлӗтсем, шӑваҫҫӗ.

Так же плыли над Гремячим Логом белые, теперь уже по-осеннему сбитые облака в высоком небе, выцветшем за жаркое лето.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чӗрӗ ҫынна кирек хӑш масар та, кирек хӑҫан та хурлантарать, анчах тем териех хытӑ хурлантаракан туйӑм вӑл унта ҫуркунне пуҫламӑшӗнче те тарӑн кӗр кунӗсенче пулать.

На любом кладбище в любое время года всегда грустно живому, но особая, пронзительная и острая грусть безотлучно живет там только ранней весною и поздней осенью.

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Шывне вӑл, ахӑртнех, чӳрече ҫинче тупкаланӑ, кунта хушӑк витӗр чи вӗтӗ, куҫпа хӑлха сисмен ҫумӑр та лекнӗ, тен, ҫак тӗтреллӗ ҫу кунӗсенче сывлӑм та ӳкнӗ пулӗ.

А водой она, судя по всему, пробавлялась, находя ее на подоконнике, где сквозь прорезь ставни перепадал легкий, почти незаметный для глаза и слуха дождь и, может быть, ложилась в это туманное лето роса…

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унта автор ҫӗршыв шӑпине уяв кунӗсенче кӑна аса илекен тата революципе халӑх вӑйне, малашлӑха ӗненмен либералла интеллигентсене питлет.

Help to translate

Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.

Ирхи тулӑ чашӑлах тикӗс шӑтса тухни пурне те савӑнтарчӗ, анчах иккӗмӗш бригада лаптӑкӗ ҫинче май уйӑхӗн малтанхи кунӗсенче акса хӑварнӑ ҫӗр гектара яхӑн кубанка текен тулӑ пур.

Ранняя пшеница радовала всходами, но на участке второй бригады было около сотни гектаров кубанки, высеянной в первых числах мая.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗлӗкрех, пысӑк уяв кунӗсенче, Соломон та Изида храмне пыра-пыра ҫӳренӗ, ама-турра парнесем те кӳнӗ, Египет фараонӗ хыҫҫӑн иккӗмӗш пулса, унӑн чи аслӑ мӑчавӑрӗ ятне те йышӑннӑ.

Прежде и Соломон посещал храм Изиды в дни великих празднеств и приносил жертвы богине и даже принял титул ее верховного жреца, второго после египетского фараона.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Майра-патша та патша хӗрӗ пулнӑ май, савӑнӑҫлӑ тухусенче, керменри апатланусемпе суд кунӗсенче чыс-хисеп кӳркеленӗ ӑна Соломон, анчах чунӗ ун ҫав хӗрарӑмшӑн вилӗ пулнӑ.

На торжественных выходах, на дворцовых обедах и в дни суда оказывал Соломон ей почтительность, как царице и дочери царя, но душа его была мертва для нее.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Авӑ мӗнле пулма тиврӗ Кондратько мучин ватӑлмалӑх кунӗсенче!

Ось, як диду Кондратько пришлось на старости лит!

22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed