Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗркеллӗн the word is in our database.
йӗркеллӗн (тĕпĕ: йӗркеллӗн) more information about the word form can be found here.
Прокуратура сотрудникӗсен ҫӳллӗ шайри ӗҫлӗхпе этем пахалӑхӗсем граждансен прависене тата тӗрӗслӗх принципӗсене хӳтӗлемелли тивӗҫсене малашне те йӗркеллӗн пурнӑҫлама пулӑшса пырасси пирки иккӗленместӗп.

Уверен, что высокие деловые и личностные качества сотрудников прокуратуры будут и в дальнейшем служить залогом четкого исполнения обязанностей по защите прав граждан и принципов справедливости.

Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&ty ... id=2684664

Ҫавӑн пекех муниципалитетсен кадет шкулӗсене тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисенчи кадет класӗсене малалла аталантарас енӗпе тӑвакан ӗҫ те йӗркеллӗн пурнӑҫланса пырӗ.

Будет также продолжена работа по дальнейшему развитию муниципальных кадетских школ и кадетских классов в общеобразовательных организациях.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Программа малашне те йӗркеллӗн ӗҫе кӗрсе пырӗ, Правительство хӑй ҫине илнӗ тивӗҫсене пурне те пурнӑҫлать.

Реализация программы будет продолжена и в дальнейшем, все взятые на себя обязательства Правительство выполнит.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ҫак иртнӗ ҫулсенче эпир пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлекен хаксем ӳсессине чарса тӑмалли политикӑна йӗркеллӗн тытса пытӑмӑр.

Все эти годы мы проводили последовательную политику сдерживания роста тарифов на жилищно-коммунальные услуги.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ку чухнехи ача сачӗсем тумалли, нумай хваттерлӗ ҫуртсене, картишсене тата вӗсен патне пымалли ҫулсене тӗпрен юсамалли, спорт площадкисене оборудованипе тивӗҫтермелли программӑсем йӗркеллӗн пурнӑҫланаҫҫӗ.

Четко выполняются программы строительства современных детских садов, капитального ремонта многоквартирных домов, дворов и проездов к ним, оборудования спортивных площадок.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Анчах иккӗмӗш апат вара йӗркеллех пулчӗ; вӗсем хӑйсен историйӗсене йӗркеллӗн кала-кала кӑтартрӗҫ, ӗнер мӗн каланине вара пӗр турӑ кӑна пӗлет; вӗсем кулчӗҫ те, шухӑша та кайса ларчӗҫ, пӗрне-пӗри шеллерӗҫ; вӗсене кашнинех пӗринчен тепри нумайрах асапланнӑ пек туйӑнчӗ.

Но этот второй обед идет уже как следует; они теперь уже с толком рассказывают друг другу свои истории, а вчера бог знает что говорили: они и смеются, и задумываются, и жалеют друг друга; каждому из них кажется, что другой страдал еще больше…

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed